Вăрттăнлăха та шанаççĕ

Кÿкеçри ăс-тăн енчен аталанса çитмен ачасен интернатĕнче уçă чунлă çынсем вăй хураççĕ

Кашни ачан ăс-тăн, тавракурăм, пултарулăхпа ăсталăх аталанăвĕнче чи малтанах вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Чи хисеплĕ те яваплă профессие алла илнĕ çынсем ачаран чăн-чăн çын тума тăрăшаççĕ. Çакна пурнăçлама вара вĕрентекенĕн хăйĕн ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă пулмалла. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх. Кÿкеçри ăс-тăн енчен аталансах çитмен ачасен интернатĕнче ĕçлекен специалистсем çакна лайăх пĕлеççĕ. Кунта вăй хуракан инструкторсемпе воспитательсен ачасемпе çамрăк инвалидсем хăйсене ыттисенчен кая мар туйччăр тесе нумай тăрăшма тивет.

Хÿтлĕхри вырăн

Интернатра 4-18 çулхи ачасемпе çамрăк инвалидсем пурăнаççĕ, вĕсемпе тимлĕ кунта. Вĕрентеççĕ, пурнăçа хăнăхтараççĕ, медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ, кашни ачан хăйнеевĕрлĕхне шута илсе малалла аталанма пулăшаççĕ. Кунта ачасем çырма, вулама вĕренеççĕ, вĕсемпе психологсем, логопедсем, дефектологсем, музыкантсем занятисем ирттереççĕ. Интернатра пурăнакансен йывăçа ĕнтсе ăсталанă япалисене куравсенче тÿрех паласа илме май пур. Вĕсене алла тытсан тĕлĕнмесĕр чăтаймăн. Мĕн чухлĕ туйăмлăх вĕсенче! Ачасенчен хăшне-пĕрне канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем килĕсене илсе каяççĕ пулсан, теприсен вĕсене интернат пÿлĕмĕсенчех ирттерме тивет. Çак çурт – ăс-тăн енчен аталансах çитмен ачасем хăйсене хÿтлĕхре туякан пĕртен-пĕр вырăн.

Бизнеса пăрахнă

Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасемпе ĕçлекенсенчен пĕри – Михаил Владимиров инструктор. Вăл хăйĕн çине çак тивĕçе илнĕренпе нумаях вăхăт иртмен пулин те – пурĕ 3 çул çурă – ачасен юратăвне, хисепне тивĕçнĕ.

Михаил Львовичăн педагогикăри стажĕ 9 çула яхăн. ЧППУ-ран 2001 çулта вĕренсе тухсан вăл пĕр вăхăт Вăрмар районĕнчи пĕр шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă. Унтан бизнеспа та ĕçлесе пăхнă – пассажирсене турттарнă. 2 çул çак енпе тимленĕ хыççăн çакă хăйне валли маррине ăнланнă. Интернатра ĕçлеме сĕнсен иккĕленсе тăман, йывăрлăхсем пуласса туйсах ĕçе кÿлĕннĕ. «Чи малтанах ыттисенчен ăс-тăн енчен уйрăларах тăракан ачасемпе мĕнле калаçмалли шиклентеретчĕ», – аса илет инструктор. Опыт вăхăт иртнĕçемĕн килет, ĕçленĕçемĕн вăл та ачасен кăмăлĕсене пĕлсе çитнĕ, кампа хытăрах, кампа çемçерех пулмаллине ăнланнă. Паян Михаил Львович 4 ушкăнти ачасемпе тата çамрăк инвалидсемпе, реабилитаци уйрăмĕнчи чирлисемпе занятисем ирттерет.

Спортра маттур

Учрежденинчи çамрăксем спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене алла илнĕ, кăтартăвĕсене лайăхлатса пырса ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă: интернат команди «Тăван Ен» хаçат парнисемшĕн иртекен эстафетăра та пĕрре мар хутшăнчĕ. Унсăр пуçне команда республикăра тата ун тулашĕнче иртекен ăмăртусен çĕнтерÿçи те. Çак кунсенче вĕсем Чулхула облаçĕнче интернатсен хушшинче иртекен мини-футбол вăййин турнирне хутшăнчĕç. Ытти çулта малтисен ретне лекеймен пулсан, кăçал пьедестал çине хăпарасса шанаççĕ. Шашкăлла, футболла тата сĕтел çи теннисла выляссипе, дартс перессипе, çăмăл атлетикăпа лайăх кăтартусемпе уйрăлса тăракан сахал мар ачасен хушшинче. Хĕл кунĕсем çитсен вара йĕлтĕр сыраççĕ. Ачасем физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ иккен. Çакна Михаил Львович та çирĕплетет: «Вĕсене хускану кирлĕ, физкультурăна кĕтсе тăпăртатса тăраççĕ. Спортри çитĕнÿсемшĕн савăнаççĕ, командăра пĕрин кăтартăвĕсем начартарах пулсан ятласа та илеççĕ».

Интернатри ачасем туризмпа туслă, çак енпе темиçе çул ĕнтĕ Беларуçре иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсене çитекен пулман, малти вырăна алăран вĕçертмен маттурсем.

Чун-чĕререн пурнăçламалла

Анчах та çăмăл-ши çавăн пек ачасемпе ĕçлеме? Пурте пултараяççĕ-ши? Михаил Львович çакăн пирки çапла калать: «Ахаль шкулти ачасемпе танлаштарсан йывăртарах паллах. Пĕр япаланах кашни кун ăнлантарма тивет, паян вĕреннине ырана манса та каяççĕ. Кăмăлĕсем те улшăнчăк, паян кăмăлтанах тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлаççĕ пулсан, тепĕр кунах «ман çакна тăвас килмест» теме пултараççĕ. Çапах та вĕсене сыввисенчен уйăрма юрамасть, вĕсем ахаль те амăшĕн ăшшисĕр, юратăвĕсĕр ÿсеççĕ, хĕрхенÿ туйăмĕ çуратаççĕ». Паянхи кун интернатри ачасемшĕн Михаил Львович çывăх тус та – вĕсем ăна хăйсен вăрттăнлăхĕсене те уçса параççĕ.

Ачасене вăйпа юраттараймăн, вĕсем çын чунне пушшех те лайăх сисеççĕ. Чăн-чăн пысăк сас паллиллĕ Вĕрентекен пулма ятарлă пĕлÿ илнинчен ытла ĕçе чун-чĕререн юратни пĕлтерĕшлĕрех. Амăшĕ хăй тĕпренчĕкне ырă сунать — учитель те çаплах. Вĕрентекен кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать, хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. «Этемĕн хăйĕн профессине юратмалла, ĕçе чун-чĕре ыйтнипе пурнăçламалла. Кашни ача патне çул-йĕр тупма пĕлмелле, вара пĕрлехи кăтартусемпе те савăнма май килĕ», – тет Михаил Львович хăйĕн ĕçне кăмăлланине палăртса.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости