Вăрçăра пуç хунисене хур кÿнĕ

Шупашкар район çыннине нацист атрибутикипе символикине пропагандăланăшăн тата уççăн усă курнăшăн административлă майпа явап тыттарĕç.

Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче пурăнакан 21 çулти çамрăк Интернетра социаллă сетьсенчен пĕринче хăйĕн страници çинче федераллă законпа пропагандăлама тата уççăн усă курма юраман нацистсен атрибутикине, символикине вырнаçтарнă.

«Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси çинчен» федераллă законăн 1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн нацист атрибутикине е символикине, е çавăн евĕрлĕ паллăсене пропагандăлани, е уççăн усă курни, е экстремистла организацисен атрибутикисемпе символикисене уççăн усă курни экстремистла ĕç-хĕл шутланать.

«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи совет халăхĕн çĕнтерĕвне асра хăварасси» федераллă законăн 6-мĕш статйипе килĕшÿллĕн РФ-че нацист символикине нихăш формăра та усă курма юрамасть, çакă нумай нациллĕ халăха тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисен ас тăвăмне хур тунине пĕлтерет.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости