Вăрçăра юлнă, анчах юнашарах…

Паттăрсен ячĕ манăçмасть

Кавказри хирĕç тăруран таврăнайман пулсан та унăн ячĕ Чăваш Республикин ШĔМĕн йĕрке хуралçисен списокĕнче яланлăхах. Ентешĕмĕре Николай Поручикова асăнса шăматкун Атайкасси шкулĕнче мас-рестлингпа иртнĕ республика турнирĕ çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. ЧР мас-рестлинг федерацийĕн, ЧР хĕç-пăшаллă вăйĕсен, йĕрке хуралçисен, ĕç тата вăрçă ветеранĕсен союзĕ ĕркеленĕ ăмăрту спорта тата Тăван çĕршыва юратакансене пĕр çĕре пухрĕ.

Ĕмĕрлĕхех çамрăк

Чечня Республикинчи терроризма хирĕç операцисене хутшăннă ывăлне ашшĕ-амăшĕ паян та куççульсĕр аса илеймест. Çак кун та шывланчĕç вĕсем. Милици майорĕ шăп ултă çул каялла, 2011 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Хасавюртра (Дагестан Республики) службăри командировка вăхăтĕнче пуçне хунă. «Çапăçури паллă ĕçĕсемшĕн», «Çапăçури хастарлăхшăн», «Çарти пĕрлĕхе çирĕплетнĕшĕн», «Çурçĕр Кавказри службăшăн», «Кавказри терроризма хирĕç операци участникĕ», «Службăра палăрнăшăн» I, II, III степеньлĕ медальсем, «РФ ШĔМне 200 çул»… – вăл тĕрлĕ çулта тивĕçнĕ наградăсене асăнса та пĕтереймĕн. Шăпах çакăн пек хăюллă, Тăван çĕршывшăн кар! тăма хатĕр ентешсем пирĕнте мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ те. Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев асăну каçне уçнă май «хĕрÿ точкăсенчен» таврăнайман паттăрсене асăнса республикăра, районта спорт мероприятийĕсене йĕркелени тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсене çитĕнтерме пулăшнине шаннине пĕлтерчĕ.

«Николай Поручикова çĕкленÿллĕ, кăмăллă савăнăçлă çын пек ас тăватăп, – çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Атайкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Юрий Башкиров. – Çакăн пек паттăрлăх кашни çынрах пулмалла». ЧР хĕç-пăшаллă вăйĕсен, йĕрке хуралçисен, ĕç тата вăрçă ветеранĕсен союзĕн председателĕ Генрих Васильев çамрăк спортсменсене ăмăртура ăнăçу суннă май терроризм мирлĕ пурнăçшăн тĕп хăрушлăх пулса тăни пирки каларĕ: «Ахаль çынсене вĕсенчен хÿтĕлесе пуçне хунă та Николай Поручиков». РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Земской юлташĕн, ĕçтешĕн ячĕпе иртекен тĕл пулусем ырă йăла пулса тăнине палăртрĕ. «Спорт сире пурнăç тăршшĕпех алă парса пырĕ», – сĕнÿ пачĕ çамрăксене РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн общество канашĕн членĕ Валерий Германов.

ЧР мас-рестлинг федерацийĕн президенчĕ Алексей Владимиров турнира Николай Поручиков ячĕпе ирттересси ырă йăлана кĕнине палăртрĕ. «Николай Поручикова эпĕ тахçанах пĕлнĕ. Пушă вăхăтра вăл яланах спорт комплексне килсе кире пуканĕ, штанга йăтатчĕ, кĕрешетчĕ», – терĕ турнирăн тĕп судйи Иван Смоленцев. Спорт вăййине уçнă хыççăн турнир йĕркелÿçисемпе унта хутшăнакансем Николай Поручиковăн вил тăприйĕ умĕнче самантлăха шăп тăнă хыççăн чĕрĕ чечексем хучĕç.

Шăл çыртса

Ăмăртăва Шупашкар тата Шупашкар районĕнчи 10 шкултан 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах 81 каччăпа хĕр хутшăнчĕ. Малтанхи çулсенчи турнирсенче çамрăк спортсменсем алă вăйне виçсе кĕрешнĕ, кăçал унта хутшăнакансене хăйсен вăйĕсене мас-рестлингра тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕç. Мас-рестлинг – Якути халăхĕн наци спорчĕ. Ăна 2003 çулта Пĕтĕм Раççейри спорт тĕсĕсен реестрне кĕртнĕ. Унăн правилисем ансат: çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн хăмаран урасемпе тĕревленсе спортсменăн хирĕç ăмăртакан аллинчи патака туртса кăлармалла е ăна хăйĕн енне туртса илмелле. Патак хирĕç ăмăртакан аллинчен вĕçерĕнсе кайсан та çĕнтерÿçĕ ятне теприне параççĕ.

Атайкасси шкулĕнчи тăватă сехет ытла тăсăлнă ăмăрту çирĕп ÿт-пÿллĕ каччăсемпе хĕрсемшĕн тĕрлĕ йывăрăш виçинче медальсем, грамотăсем тата РФ ШĔМĕн Шупашкар район уйрăмĕ çумĕнчи общество канашĕн ятĕнчен футболкăсем илсе килчĕ. Ушкăнсен хушшинче вара хуçасем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç, иккĕмĕш вырăна Карачура шкулĕ тухрĕ, виççĕмĕшне – Çĕньял-Покровски шкулĕ.

Мас-рестлингра ÿт-пÿ çирĕплĕхĕ кăна мар, чун хавалĕпе те вăйлă пулмалла. Чемпион ятне шăл çыртса тенĕ пек Кăшавăш шкулĕн вĕренекенĕ Родион Шадриков çĕнсе илчĕ. Турнирăн тĕп судйи Иван Смоленцев пĕлтернĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕсем 1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах ачасен хушшинче Калугăра май уйăхĕнче иртекен Раççей ăмăртăвĕнче хутшăнĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости