Вăрçăри пек тейĕн… çын вилет

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕнчен кунсерен тенĕ пекех сводка илетпĕр, районта пулнă синкерсемпе паллашатпăр. Цифрăсем чуна çÿçентереççĕ…

Водительсен тимсĕрлĕхне, çуран çÿрекенсен çăмăлттайлăхне тата ытти сăлтава пула кашни кун тенĕ пекех çул çинче инкек сиксе тухать. Акă юлашки сводка: майăн 30-мĕшĕнче «Волга» М7 трасса çинче Мускав енчен Ĕпхĕвелле кайнă чухне пысăк автомашина 47-ри хĕрарăм çине кĕрсе кайнă. Апашра пурăнаканскер «зебра» çук çĕрте çул урлă каçнă иккен, çитменнине тата тан мар пĕлтерĕшлĕ çулсем хĕресленнĕ вырăнта. Васкавлă пулăшу бригади те çăлса хăварайман ăна, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Водителе тĕрĕсленĕ, вăл эрех ĕçни паллă пулман.

Асăннă уйрăм пуçлăхĕ Юрий Поляков пĕлтернинчен çакă паллă: 2015 çулхи 5 уйăхра Шупашкар районĕнче аварисенче 11 çын вилнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтри тапхăрта – 6. Хăвăрах чухлатăр ĕнтĕ, çул çинчи синкерсенче вилекенсен йышĕ 83% ытла ÿснĕ. Тарăннăн тишкерсен, 2-3 çемье пĕтнĕ тейĕн.

Суранланакан та сахал мар, кăçалхи январь-май уйăхĕсенче 88-ăн аманнă, 2014 çулхи асăннă тапхăрта вара – 55-ĕн. Кăçалхи пилĕк уйăхра инспекторсем пурĕ 51 аварие регистрациленĕ, пĕлтĕрхи январь-май уйăхĕсенчи кăтартуран та ку цифра пысăкрах, ун чухне 43 пулнă. Телее, кăçал та, пĕлтĕр те ачасем вилмен.

Район территорийĕнчи хăш çулсем çинче ытларах авари пулать-ха? Пуринчен ытла «Мускав-Ĕпхÿ» трасса çинче иккен: икĕ çулта та кăтарту 21 аварипе танлашать. 2015 çулта «Шупашкар-Сурское» çул çинче те чылаях авари пулнă – 14. Апла тăк, асăннă вырăнсенче водительсен те, çуран çÿрекенсен те питĕ асăрхануллă пулмалла.

Эрнен хăш кунĕсенче ытларах аварисем пулнине вулакансем пĕлеççĕ-тĕр ĕнтĕ. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: эрнекунран пуçласа вырсарникун таранах. Тĕслĕхрен, кăçалхи январь-май уйăхĕсенче чи нумай аварие эрнекун шута илнĕ – 16, пĕлтĕрхи асăннă тапхăрта çак кун 8 аварие регистрациленĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, çул йăнăшнине каçармасть! Водительсемпе çуран çÿрекенсенчен вăл нумай та «ыйтмасть», çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине çеç. Çулла çитнĕ май асăрханулăх пирки ачасене лайăх ăнлантармалла. Правилăсене пăсма юраманнине вĕсем пĕчĕклех ăша хывса ÿсчĕр. Хальлĕхе ку енĕпе статистика питех савăнтармасть-ха, ачасем çул çине чупса тухнă тĕслĕхсене республикăра шута илнĕ ĕнтĕ, шел, хăшĕ-пĕри инкекпех вĕçленнĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости