Вăрçă çулĕсенче юлнă ачалăхпа яшлăх

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле» юбилейлă награ-дăсем хăйсен хуçисене тупсах тăраççĕ. Акă, иртнĕ эрнекун Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ра-йадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров тата Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михай-лов ветерансен кăкăрĕ çине медальсем çакрĕç.

Манăçми суран…

Çакна вĕсем чăннипех те тивĕçлĕ. Анчах хăрушă вăрçă илсе килнĕ çухатусем вăхăт иртнĕ-çемĕн те манăçа тухмаççĕ. Хаяр та тискер вăрçă çулĕсене аса илтерекен фильм сыпăкĕсене курсан ветерансем куççульленмесĕр чăтаймарĕç. Кашниех йывăр çулсене, çĕнтерĕве çыв-хартас тесе ырми-канми вăй хунине, тăванĕсене, ашшĕсене, пиччĕшĕсене каялла тĕрĕс-тĕ-кел кĕтсе илессе шанса хаяр вăрçă хирне ăсатнине аса илчĕ пулинех. «Пурте фронта вал-ли, пурте çĕнтерÿшĕн!» – çак чĕнÿ тем пек йывăр пулнине пăхмасăр çĕнтерĕве çывхартас-сишĕн тăрăшма хавхалантарнă. Тылра ача-пăча та çитĕннисемпе тан тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тăнăç пурнăçшăн, мирлĕ тÿпешĕн тăшмана парăнман халăх ĕмĕчĕ тулнах – çĕнтерÿ çитнĕ! Анчах ытла хака ларнă-çке вăл – вăрçă хирĕнче вун-вун пин çын выртса юлнă, пин-пин ача хăйсен ашшĕсене урăх курайман…

Хăрушă вăрçă çулĕсенче тăшмана хирĕç çапăçнă, ачалăхпа çамрăклăхне шеллемесĕр çĕн-терĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми вăй хунă ветерансемшĕн вырăнлă сăмах та туп-ма йывăр пек. Вĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхне нимпе те виçеймĕн. Георгий Иванович вете-рансен, çав шутра пирĕнтен уйрăлса кайнисен умĕнче те, çĕре çити пуç тайнине пĕлтерчĕ.

Ветерансем хăйсен аса илĕвĕсене пайларĕç, ачалăхпа çамрăклăха, вăрçă нушине аса ил-чĕç. Çав çулсенче Кÿкеçри ача çуртĕнче вăй хунă Екатерина Мартьянова Ленинград блока-динчен тарса килнĕ ачасем вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă çуртра ĕçлесе пурăннă. Нумай нуша кур-ма тивнĕ ун чухне. Чăваш çĕрĕ вĕсемшĕн тăван çĕршыв пулса тăнă.

Тырă çапнă, кĕлте йăтнă…

84 çулти Анатолий Владимиров та юбилейлă медале тивĕçнисен шутĕнче. Вăрçă пуçлан-нă вăхăтра 10 çулта пулнăскерĕн çитĕннисемпе тан вăй хума тивнĕ. «Пур ĕçе те тунă – кĕтÿ пăхнă, тырă вырса çапнă….» – аса илет ачалăхне вăрçă çулĕсенче ирттернĕ Анатолий Вла-димирович. Тăраниччен çывăрса курнине те ас тумасть вăл. Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе çи-тĕннĕ. «Çав тери çывăрас килетчĕ, вăйпа вăратса молотилкăпа тырă çапнă çĕре илсе каят-чĕ анне. Эпир, ачасем, кĕлте йăтаттăмăр», – çапла каласа парать ветеран.

Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер выçăллă-тутăллă пурнăç мĕн иккенне аван пĕлет Ана-толий Владимирович. Ашшĕне çулĕсем чылай пулнине кура вăрçа илсе кайман пулсан та, çемьешĕн вăрçă çухатусемсĕр пулман. 4 куккăшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Икĕ пич-чĕшне çул çитсен 1944 çулсенче вăрçа илсе кайнă.

Анатолий Владимирович шкул пĕтерсен Шупашкарти техникума вĕренме кĕрет, ăна пĕтер-сен салтак аттине тăхăнать. Танк çарĕсен офицерĕ пулса тăван çĕршыва сыхлать. Унтан таврăнсан МТС-ра инженер-механикра тимлет.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Халĕ ветеранăн 6 мăнук, кĕçĕн мăнуксем те пур. Юбилейлă медаль уншăн пĕрремĕш мар, ун йышшисем тата 5. Чи пĕлтерĕшли – «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕне хастар ĕçленĕшĕн».

«Нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ…» – тет ветеран…

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости