Вăтăр çул ытла

…ферма çулне такăрлатать

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» тесе ахальтен каламан ватăсем. Ĕçре чăн-чăн ăста пулас тесен ăша хывмалли тупăнатех. «Чурачикское» ОАО-ра ферма заведующинче вăй хуракан Вячеслав Филиппов та ĕç стажĕ пысăккине пăхмасăр çĕнĕлĕхсене яланах хапăл.

Кăтартусене ÿстереççĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем сĕт сăвассипе те, аш-какай туса илессипе те, выльăх самăртассипе те çулсерен кăтартусене ÿстерсе пыраççĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи уйрăмĕн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсемпе, хуçалăхсем октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13365 т сĕт сунă, пĕлтĕрхи асăннă тапхăрпа танлаштарсан ÿсĕм – 9%. Продуктивлăх – 4872 кг. Ÿсĕм çак хуçалăхсенче палăрать – «Атлашевский» СХК, «Ольдеевская» агрофирма ЗАО, «Приволжское» ОАО, «ЧебоМилк» ООО.

«Чурачикское» ОАО-ра та пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан сĕт суса илесси 4,6% ÿснĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усрама нумай çул ÿсекен курăксен, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен, куккурус лаптăкĕ те çителĕклĕ. Выльăх вăл ача пекех, пăхнине юратать. Рациона тĕрĕс йĕркелесси, выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра апатлантарасси, шăварасси, вырăнĕсене тасатса-тирпейлесе тăрасси – çак ĕçсемшĕн яваплă та ферма ĕçченĕсем. 5 дояркăпа 6 пăру пăхакан ĕç-хĕлне йĕркелесе пыраканĕ шăпах Вячеслав Игнатьевич.

Заведующи тÿпи пысăк

Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăранпа 30 çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Салтак атти тăхăниччен Вячеслав Игнатьевич хулари пĕр заводра вăй хунă, хĕсметрен таврăнсан «Ишлейский» совхозра малтанах комбайнер пулăшуçинче, кайран уй-хир бригадин ертÿçинче тимленĕ. Тăрăшулăх кăтартаканскере, ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та, хуçалăх ертÿçи ферма заведующийĕ пулма шаннă. Унтанпа нумай улшăну пулса иртнĕ – вăкăрсене самăртассипе ĕçлекен «Ишлейский» совхоз вырăнне «Чурачикское» ОАО йĕркеленнĕ. Паян хуçалăхра мăйракаллă шултăра выльăх пин ытла, вĕсенчен 545 пуç – сăвакан ĕнесем.

Выльăх-чĕрлĕх самăртасси, сĕте ÿсĕмпе суса илесси ĕçе яваплăхпа пурнăçланинчен нумай килет, çавăнпа та фермăра ĕç-хĕле ăнăçлă йĕркеленинче заведующи тÿпи пысăк. Пăру пăхакансем, ĕне сăвакансем, фермăри ытти специалист та ыйтусемпе ун патне пыраççĕ. Çĕнĕлĕхсем пирки те вăл хаваспах каласа парать. Акă, хуçалăхра пĕчĕк пăрусене хĕлле те, çулла та урамра усрас меслетпе иккĕмĕш çул ĕçлеççĕ. «Тин çеç пăруланă пăрусене амăшĕ çуласа типĕтнĕ хыççăнах урама ятарлă «пластик çуртсене» кăларатпăр. Ун пеккисем хальлĕхе 126. Пăрусем 2-3 уйăха çитиччен унтах пурăнаççĕ, унтан пĕрлехи «клеткăна» хупатпăр», – фермăри йĕркесемпе кăшт паллаштарчĕ пысăк опытлă специалист.

Çемйипех фермăна васкаççĕ

Вячеслав Игнатьевич ферма заведующинче тимленĕ вăхăтра сахал мар улшăну пулса иртнĕ – çĕнĕ технологисем вăя кĕрсе пырса ферма ĕçченĕсен ĕçне самаях çăмăллатнă. Çапах та кăлтăксем кирек мĕнле ĕçре те пур. Ун пек чухне çĕрле-и, тул çутăлнă-и, çутăлман-и – ĕç вырăнне васкать пысăк опытлă специалист. Юратнă ĕçне нимĕнпе те улăштарма килĕшмĕ Вячеслав Игнатьевич – хула пурнăçĕ илĕртмест ăна. Çемйипех ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ Филипповсем: мăшăрĕпе хĕрĕ те кашни кунах ферма çулне такăрлатаççĕ. Пăрусем ÿт хушни, ĕнесем сĕт лайăх антарни кăмăла çĕклемелли чи лайăх сăлтав мар-и вара?

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости