Вăхăт иртсен те вăрçă шавĕ чĕререх

Вунă çула яхăн кĕрленĕ Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Ăна епле манăн-ха: сăртлă-туллă çĕршыври çапăçусенче пин-пин салтак пуç хунă. 1979 çулта пуçланнă вăрçă 10 çула яхăн тăсăлнă. Вăхăт иртсен те совет салтакĕсен паттăрлăхĕ манăçмасть, çĕршыв чысне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афган тата Çурçĕр Кавказ хирĕçтăрăвĕсенче паттăррăн хÿтĕлекенсем ÿссе пыракан ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Афган вăрçине хутшăннă, Кÿкеç поселокĕнче пурăннă Михаил Хлебнова халалласа тунтикун Асăну хăми уçăлчĕ. Вăл унăн тăван килĕнче вырăн тупрĕ. Шăп та лăп 2 çул каялла апрелĕн 17-мĕшĕнче Афган вăрçинчен чĕрĕ-сывă таврăннă Михаил Хлебнов 51 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Мероприятие Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Александр Кочуров, райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова, Афган ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Сергеев, «Боевое братство» районти союзăн председателĕ Владимир Аврамов тата ыттисем хутшăнчĕç. Александр Кочуров çĕршыв чысне хÿтĕленĕ паттăрсене манăçа кăлармалла маррине палăртрĕ, вăрçă хирĕçтăрăвĕсене хутшăннă ветерансене çитĕнсе пыракан ăрăва патриотла воспитани парас ĕçшĕн укçа-тенкĕ те, вăхăт та тупма пултарнишĕн тав турĕ. «Асăну хăмисем уйрăлса кайнисене мар, пурăнакансене кирлĕ. Салтаксен паттăрлăхне, вĕсем тăван çĕршыв чысне хÿтĕлессишĕн пурнăçне пама хатĕррине яланах асра тытмалла», – пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне.

Маргарита Павлова Михаил Хлебнов пурăннă чухне пуçарулăх кăтартнине, пур мероприятие те хастар хутшăнса тăнине каларĕ. Афган ветеранĕ темиçе çул обществăлла организаци председателĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, унăн пуçарăвĕпех районта Александр Сорокина халалласа каратэ ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн кăна ентеше халалласа йĕлтĕр ăмăртăвне йĕркеленĕ. Анатолий Сергеев сăмахĕсем те чуна витерчĕç: «Михаил яланах малтисен ретĕнче пулнă, хăйне тивĕçлĕ тытнă. Вăл яланах пирĕн чĕресенче упранĕ».

Кÿкеç поселокĕнчи Мухтав аллейинче Раççей тата СССР чикĕ леш енче çапăçусене хутшăннă, хĕсметре тăнă ентешсене-çар çыннисене сума суса асăну палăкĕ уçас шухăша темиçе çул каяллах Михаил Хлебнов каланă иккен. Комплекс вăрçă хирĕнче пуç хунă çар çыннисен ячĕсене историе ĕмĕрлĕхех çырса хăварма май парĕ. Анатолий Викторович çар техникине вырнаçтарас тĕллевпе укçа-тенкĕ пухма тытăннине, Мухтав аллейине вырнаçтарма БТР-80 бронетранспортер тата десантăн çар машини БМД-1 уйăрма ыйтса Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу патне çырупа тухнине пĕлтерчĕ. «Паянхи куна патриотизм тата социаллă пĕлтерĕшлĕ «Чĕрĕ ас тăвăм» акципе 40 пин ытларах укçа-тенкĕ пухнă. Çар машинисене турттарса килме, юсаса сăрлама, çапăçусенчен таврăнман салтаксен ячĕсемпе хушамачĕсене çырнă гранит палăксене хатĕрлеме тăкакланма тивĕ. 2 çар техникине вырнаçтарма 500 пин тенкĕрен сахал мар кирлĕ пулать. Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕ машинăсем патне пымалли çул-йĕре йĕркелеме шантарчĕ», – пĕлтерчĕ вăл.

Çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен вăрçă ветеранĕсем çак ырă пуçару пурнăçа кĕрессе шанаççĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости