Вăхăт пирки манаççĕ тейĕн

Кирек мĕнле професси те обществăшăн усăллă, кирлĕ. Пирĕн тăрăхра пуринчен ытла ял хуçалăх сфери аталаннă май çĕр ĕçченĕсене уйрăммăн асăнас килет. Вĕсем пире, ял-хула çыннисене, тăрантарса пурăнаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Апла тăк тепĕр хут вĕсем пирки сăмах пуçарар.

Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра бригадир-полеводра вăй хуракан Елена Овчинникова шкул хыççăн специальноç илсе колхоза килнĕ те урăх ниçта та кайман, кайма шухăшламасть те, мĕншĕн тесен ĕçĕ чуна выртнă. Стаж унăн 33 çулпа танлашать, 11-не бухгалтерта вăй хунă, ыттине вара – бригадирта. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи ахăр самана должноçа улăштарма хистенĕ иккен. Йышăнать, пирвайхи вăхăтра çăмăл пулман, анчах та çирĕп характерлă хĕрарăм вĕсене тÿссе ирттерме пултарнах. Ку кăна мар, ĕмĕрĕнчи иккĕмĕш должноçне чĕререн юратса пăрахма та мехел çитернĕ вăл. Агрономпа пĕрле хирти ĕçсене йĕркелесе пыраканскер хире тухсан чĕререн савăннине уççăнах пĕлтерет. «Уйра калча шăтса тухнине куратăп та хĕпĕртетĕп. Вырма вăхăтĕнче комбайнсем ĕçленине курсан та чунăм савăнать», – тет Елена кăмăллăн.

Хăй ăнлантарнă тăрăх, унăн ĕçĕ чăннипех те кăсăклă, пĕр вырăнта ларса тăрмăшмалли мар. Хирте пĕр-пĕр лаптăка куçмалла-и, механизаторсен ĕçне йĕркелемелле-и – ку ыйтусене пĕтĕмпех вăл татса парать. «Чи кирли – пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни», – коллективра шăкăл-шăкăл калаçса ĕçленинчен ырри урăх нимĕн те çуккине палăртса сăмахлать бригадир. Тарăннăн тишкерсен, бригадир-полеводран хуçалăхри ĕç тухăçлăхĕ те нумай килет. Пĕррехинче, 13-15 çул каялла, СХПК-колхозра вырма ĕçсем вĕçленсе пынă, каç пулса килнипе комбайнерсем киле каяс тесе ăшталанма пуçланă, бригадир-полевод вара «паянах вырса пĕтеретпĕр» тесе ÿкĕте кĕртнĕ-кĕртнех вĕсене, çапла вара комбайнсем çĕрле пĕр сехетченех ĕçленĕ, пурте тăрăшнипе çав каç тыр-пула пĕтĕмпех вырса кĕртнĕ те. Тепĕр кун вара çумăр çума пуçланă, икĕ эрне лÿшкенĕ вара… Елена Овчинникован çирĕплĕхне пула ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă туса пĕтерме май килнине вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ. Ку пĕр тĕслĕх кăна, кунашкаллисем вара мĕн чухлĕ пулнă унăн пурнăçĕнче?!

Елена хальхи должноçра кăмăлпах ĕçлет пулин те чунĕнче вăл – бухгалтер. Кирек мĕн пурнăçласассăн та тÿрех шута илсе пырать, каçхине килне таврăнсассăн та тÿрех хутпа ручка илсе ăçта мĕн тунине хут çине куçарать-мĕн. «Бухгалтер ĕçĕ пуçланчĕ ĕнтĕ», – тесе кăшт йĕкĕлтесе те илет ăна мăшăрĕ Александр. Ку ахальтен мар, Еленăна çак специальноç юнпа парăннă, вăл – виççĕмĕш сыпăкри бухгалтер. Амăшĕ енчи тăванĕсем çак енĕпе тимленĕ иккен. Йăх профессине халĕ вĕсен хĕрĕ Анна малалла тăсать. Мăшăр тенĕрен, Еленăпа вĕсем пĕр хуçалăхрах ĕçлеççĕ. Александр – механизатор. Иккĕшĕ те пĕр çĕрте вăй хунишĕн хĕпĕртеççĕ кăна, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрин ĕçне лайăх пĕлнĕрен пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, тепĕр чухне сĕтел хушшинче сÿтсе явмалли тема та самаях тупăнать. «Пĕрле ĕçлени нимĕн чухлĕ те йăлăхтармасть», – тет вăл кулкаласа.

Çуркуннерен хура кĕркуннечченех çĕр ĕçченĕ хирте, тепĕр чухне вĕсем вăхăт пирки те манса каяççĕ тейĕн – хĕвелпе тăрса хире васкаççĕ, таврана каç сĕмĕ çапсан каялла таврăнаççĕ. Кунашкал ĕçлемешкĕн, чăннипех те, пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Мухтав, çĕр ĕçченĕсене, пире тăрантаракансене!

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости