Вĕсем таврăннă…

Иртнĕ шăматкунхи субботнике Атăлъял çыннисем Çуркуннепе Ĕç уявне халалларĕç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă Мăнаçлă палăк умне вăрçăран «Вĕсем таврăннă» тесе çырнă асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Мемориал хăми çинче – вăрçăран таврăннă 31 паттăр ентеш ячĕ. 53-ĕн çапăçу хирĕнчен тăван яла таврăнайман. Асăну хăмине хура мрамор çине çыртарттарса хатĕрлеттернĕ. Çак пуçару ЧР таврапĕлÿçĕсен председателĕ Сергей Сорокин ертсе пынипе пурнăçа кĕчĕ.

Çĕнтерÿçĕсен асăну хăмине Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг вăхăтĕнче уçма палăртнă. Çулсерен иртекен «Пĕтĕм Раççейри вăрман лартмалли кун» акцие тата «Симĕс çуркунне» экологи субботникне малалла тăсса, ял çыннисем клуб çумĕнчи çырма хĕррине чăрăш хунавĕсем лартрĕç, пĕве хĕррине йăмра тураттисем тирсе тухрĕç. Çырмари чалăшса кайнă тимĕр валака тÿрлетсе шыв юххине майлă вырнаçтартăмăр. Йывăç лартнă çĕрте Анатолий Калегин, Ирина Плотникова, Тамара Шаплина, Александр Романов тата Петрпа Алевтина Романовсем хастар ĕçлерĕç. Иртнĕ çулсенче лартнă хунавсем симĕсленни кашни çулах çапла хавхаланса ĕçлеме вăй хушать.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости