Вĕсене пултарулăх пĕтĕçтерет

Аннен ăшшине, юратăвне пирĕн яланах чĕресенче упрасчĕ. Вĕсем ачисемшĕн хыпăнса çунаççĕ, ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Аслă ăрури амашĕсем йывăр вăхăтсене чăтса ирттернĕ, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани пама, кил-çурта тытса пыма, арçынсемпе тан ĕçлеме ĕлкĕрнĕ, алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. Паянхи тĕрленчĕкре Шăмăш тăрăхĕнчи хăш-пĕр пултаруллă хĕрарăмпа паллаштарас килет.

Янашкасси ялĕнчи Анна Ивановна Потапова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, 97 çула çывхарать. 1943 çулта повестка илсен вăл вăрçа тухса кайнă, ытти пикесем пекех тăшмана хирĕç паттăрăн çапăçнă. Фронтра пулнă хĕр-тусĕсен ячĕсене халĕ те астăвать кинемей. «Эпĕ Хĕвеланăç фронтĕнче, Кенигсбергра наблюдательте тăрăшрăм, зенитлă артиллеринче çапăçрăм. Смоленск облаçĕнче самолетсене уйăрма вĕреннĕ хыççăн постра тăтăм», – аса илет Анна Ивановна. 1945 çулхи июльте демобилизациленĕ хыççăн яла таврăнать. Халĕ те алă усса лармасть, ывăлĕпе кинне кил-хуçалăхри ĕçсене вăй çитнĕ таран пурнăçлама пулăшать.

Чумкасси ялĕнчи 88 çула кайнă Мария Павловна Павлова мăшăрĕпе 7 ача – 2 ывăлпа 5 хĕр – çуратса ÿстернĕ. Паянхи кун вĕсем пурте сывă, пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен.

Шăмăш ялĕнчи Рена Леонидовна Николаевăпа Ольга Николаевна Зиновьева пирки чи ăста хĕрарăмсем тесен те йăнăш мар. Вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралнă, кунтах пурăнаççĕ. Рена Леонидовна Шупашкарти 2-мĕш больницăра хирург, Ольга Николаевна Шăмăшри ваттисен çуртĕнче социаллă ĕçчен пулса вăй хунă. Пенсие тухсан та ĕçсĕр лармаççĕ, лентăпа, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме ăста. Ал ĕçĕсене тăванĕсемпе юлташĕсене парнелеççĕ. «Хатĕрсене сутма алă çĕкленмест», – теççĕ ăстасем. Рена Леонидовна пĕр хĕр ÿстернĕ, Ольга Николаевнăн – ывăлпа хĕр.

КСЕНИЯ МИХАЙЛОВА, АРККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости