Вĕсенче – халăх историйĕпе пуянлăхĕ

Нумай нациллĕ Чăваш республикин патшалăх символĕсем – Герб, Ялав тата Гимн – Чăваш Енĕн Раççейри тата тĕнчери сăн-сăпачĕ пулса тăчĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăхне, республикăра тымар янă вун-вун халăхăн çирĕп туслăхне ĕненмелле уçса параççĕ. Чăваш Енĕн патшалăх символикисене йышăннăранпа 25 çул – кăçал çакăн евĕр çавра датăна паллă тăвăпăр эпир, республикăра пурăнакансем.

Чăваш Республикин Аслă канашĕн президиумĕн культура енĕпе ĕçлекен комиссийĕ 1992 çулхи февраль уйăхĕнче йĕркеленĕ конкурсра патшалăх символикин 10 ытла тĕслĕхне тăратнă – Элли Юрьевăн ялавĕпе гербне суйласа илнĕ. Ахальтен мар, ÿнерçĕн ĕçĕсенче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе тавракурăмĕ, историйĕ, пурнăçĕ сăнланнă. Республикăн гербĕ те, гимнĕ те, ялавĕ те хăйсен вăйĕпе илĕртсе тăраççĕ.

Республика ялавне тÿрĕ кĕтеслĕ пусма сăнлать. Патшалăх гербĕн тĕп эмблеми – «Пурнăç йывăçĕ» – чăваш халăхĕ хыçа хăварнă вăрăм истори çулĕн палли. Тĕттĕм хĕрлĕ тĕс халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле ăнтăлнине палăртать, çакă ăна хăйĕн йăлисене, хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварма май панă. Çутă сарă тĕс – çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен Хĕвел тĕсĕ, 8 кĕтеслĕ çăлтăр – чăваш эрешĕн чи анлă сарăлнă эрешĕсенчен пĕри, вăл илемпе аталану шайне кăтартать.

Чăваш Республикин патшалăх Гербне геральдика щичĕ сăнлать, ун çинче чăваш çĕрĕ çинче ÿсекен «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Чăваш халăхĕ сарă тĕсе мĕн пур тĕс хушшинче чи хитри вырăнне хурать. Геральдика щичĕ çийĕн чăваш эрешĕн чи анлă сарăлнă пайĕсенчен пĕри – 8 кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр – вырнаçнă. Çурма ункă вĕçĕсенчи хăмла – чăваш халăхĕн тата Республикăн йăлана кĕнĕ пуянлăхĕ – «симĕс ылтăн».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости