Вĕ​ри шыв​ран пуçла​са ача са​чĕн шă​пи та​ра​нах

Сен​тяб​рĕн 17-​мĕ​шĕн​че Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че те, рес​пуб​ли​кă​ри ыт​ти ра​йонти пекех, пĕр​ле​хи ин​фор​ма​ци ку​нĕ ирт​рĕ. Кÿ​кеçри ну​май хват​тер​лĕ çурт​се​не хă​çан вĕ​ри шыв па​раç­çĕ? Çĕ​нĕ ача са​чĕ хă​çан ху​та каять? Çак та​та ыт​ти ый​тă​вăн ху​ра​вĕ​се​не ил​тес​шĕн пул​чĕ халăх.

Пах​ча çи​мĕç туянасшăн

Ин​фор​ма​ци кун​не хут​шăн​нă ЧР Пат​ша​лăх Ка​на​шĕн Пред​се​да​те​лĕн çу​мĕ А.П. Кня​зев, ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Г.И. Его​ров, Кÿ​кеç ял тă​рăх пуç­лă​хĕ А.Н. Ми​хай​лов пĕ​тĕм ый​тă​ва ху​рав​ла​ма тă​рăш​рĕç. Мал​тан вĕ​сем ин​фор​ма​ци ку​нĕн​че па​лăрт​нă те​мă​сем​пе ка​лаç­рĕç. Пур​те илт​нĕ ĕн​тĕ, ок​тяб​рĕн 9-11-​мĕ​шĕ​сен​че Чă​ваш Ен​ре «Раç­çей – спорт çĕр​шы​вĕ» Пĕ​тĕм тĕн​че​ри спорт фо​ру​мĕ ир​тет. «Çа​кăн пек пы​сăк ме​роп​рия​тие Чă​ваш Ен​ре ирт​тер​ни рес​пуб​ли​кă​шăн пы​сăк чыс», – па​лăрт​рĕ Ана​то​лий Пан​те​лей​мо​но​вич. Вăл пĕл​тер​нĕ тă​рăх, рес​пуб​ли​кă​ра Кÿ​кеç­ри пек ФОК урăх çук, çав шут​ра Шу​паш​кар​та та, çа​вăн​па та ун​та таç­тан та çÿ​реç­çĕ, çав шут​ра ху​ла​ран та. Ап​ла тăк район​та спорт​па тус​лаш​маш​кăн пĕ​тĕм ус​ло​ви пур.

Геор​гий Ива​но​вич ра​йо​нăн со​циал​лă пур​нăç та​та эко​но​ми​ка ата​ла​нă​вĕн кă​тар​тă​вĕ​сем​пе пал​лаш​тар​нă хыç­çăн «Па​ха тĕ​рĕ» ООО ĕç­че​нĕ​сем тĕр​лĕ те​ма хус​кат​рĕç. «Кÿ​кеçре курт​тăм​мăн çĕр ул​ми ăç­та туян​ма пу​лать?» – пул​чĕ пĕр​ре​мĕш ый​ту. Сен​тяб​рĕн 13-​мĕ​шĕн​че, Кÿ​кеç­ри «ю​лаш​ки ча​рă​ну​ра» пах​ча çи​мĕç па​са​рĕ ĕç­ле​ни пир​ки, ахăрт​нех, илт​мен.

«Кÿ​кеç­ри ача са​чĕ хă​çан ху​та каять?» – ый​ту пĕр çын​на кă​на мар, вун-​вун çын​на кă​сăк​лан​та​рать ахăр. Ун пир​киех «Зод​чий центр» ООО-​ра тă​рă​ша​кан​сем те ыйт​рĕç. Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ çап​ла ху​рав​ла​рĕ: «Сен​тяб​рĕн 25-​мĕ​шĕн​че çĕ​нĕ аук​цион ир​тĕ, под​ряд​чи​ке па​лăр​тĕç. Ĕç­се​не вĕçле​меш​кĕн ук​çа-​тен​кĕ çи​те​лĕк​лĕ».

«Кÿ​кеç­ри çурт​се​не хă​çан вĕ​ри шыв па​раç­çĕ?» – пул​чĕ те​пĕр ый​ту. По​се​лок​ра пу​рă​на​кан​сен ки​лĕ​сен​чи кра​нĕ​сен​чен те​ми​çе уйăх вĕ​ри шыв юх​ман​ни ни​кам​шăн та вăрт​тăн​лăх мар ĕн​тĕ. Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ ăн​лан​тар​нă тă​рăх, пă​рăх​се​не ре​конст​рук​ци​ле​мел​ле, çа​кăн вал​ли ук​çа-​тен​кĕ пăх​са ху​нă, çак кун​сен​че аук​цион ирт​мел​ле те под​ряд​чи​ке па​лăрт​мал​ла. Вĕ​ри шы​ва ва​ра хут​са ăшăт​мал​ли се​зон пуç­лан​сан па​рĕç. Çын​сем ком​му​нал​лă пу​лă​шу​шăн вă​хăт​ра тÿ​ле​ме​сĕр пы​сăк па​рăм пу​хăн​са кай​ни пир​ки те хы​пар​ла​рĕ Геор​гий Ива​но​вич, Кÿ​кеç­ре кă​на вăл 9 млн тен​кĕ​пе тан​ла​шать.

«Кĕ​çĕн çул​ти ача​сем са​ди​ке çÿ​ре​мен​шĕн па​ра​кан по​со​бие мĕн​шĕн тÿ​ле​ме пă​рах​рĕç?» – кă​сăк​лан​чĕ пĕ​ри. Çав ук​çа-​тен​ке ача са​чĕ​сен​че çĕ​нĕ уш​кăн​сем уç­ма усă кур​ни пир​ки ăн​лан​тар​чĕ ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ.

Ра​йад​ми​нист​ра​цин ял ху​çа​лă​хĕ​пе эко​ло​ги па​йĕн пуç­лă​хĕ Сер​гей Ва​нюш​кин, ра​йад​ми​нист​ра​цин вĕ​рен​тÿ пайĕн пуç­лă​хĕн ĕçĕ​се​не вă​хăт​лă​ха пур​нăç­ла​са пы​ра​кан Татья​на Ива​но​ва та​та ГИБДДн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн пуç­лă​хĕ Юрий По​ля​ков хут​шăн​нă уш​кăн информаци кунĕнче Са​ра​па​кас​си та​та Лап​сар ял тă​рă​хĕ​сен​че пул​чĕ.

Ял ху​çа​лă​хĕн​че ĕçсем пы​раççĕ

А​сăн​нă уш​кăн предс​та​ви​те​лĕ​сем чи мал​та​нах Çат​ра-Хо​чех​мат шку​лĕн​че, ача са​дĕн​че çын​сем​пе тĕл пул​са ка​лаç­рĕç, çат​ра​кас​си​сем​пе кур​нăç­рĕç. Татья​на Ива​нов​на пу​хăн​ни​се​не ок​тяб​рĕн 9-11-​мĕ​шĕ​сен​че «Раççей – спорт çĕр​шы​вĕ» тĕн​че фо​ру​мĕ Чă​ваш Ен​ре ир​тес​си​не аса ил​тер​чĕ.

Сер​гей Алек​сее​вич пу​хăн​ни​се​не ЧР Ми​нистр​сен ка​би​не​чĕ çи​рĕп​лет​нĕ ху​шу​па ра​йон​та ра​йад​ми​нист​ра​цин эко​но​ми​кă​па та​та пур​лăх ый​тă​вĕ​сем​пе ĕç­ле​кен уй​рăм апат-​çи​мĕç, тĕр​лĕ япа​ла ха​кĕ​се​не тĕ​рĕс​ле​се тă​рас​си​пе ĕç­ле​ме ты​тăн​ни çин​чен пĕлтер​чĕ. «Каш​ни ку​нах 10 су​ту-и​лÿ обьек​тĕ​н​че 40 тĕр​лĕ апат-​çи​мĕç, эр​не​ре пĕр​ре – 5 су​ту-и​лÿ обьек​тĕн​че 24 тĕр​лĕ со​циал​лă пĕл​те​рĕш​лĕ та​вар​сен ха​кĕ​се​не тĕ​рĕс​лес​си вăя кĕ​рет. Мо​ни​то​ринг пĕтĕмлетĕвĕ ЧР эко​но​ми​ка ми​нис​терст​ви​не пĕл​те​реç­çĕ», – хы​пар​ла​рĕ вăл. Сер​гей Алек​сее​вич ра​йон​ти ял ху​çа​лăх ата​ла​нă​вĕ​пе, ты​рă вы​рас, кĕр​хи куль​ту​рă​се​не ак​са хă​ва​рас, выльăх апа​чĕ ха​тĕр​лес енĕ​пе ĕç­сем еп​лерех пы​ни​пе пал​лаш​тар​чĕ. Вăл пĕл​тер​нĕ тă​рăх, сен​тяб​рĕн 16-​мĕ​шĕ тĕл​не ял ху​çа​лăх предп​рия​ти​йĕ​сем​пе ХФХ​сем 11796 га ты​рă çап​са кĕрт​нĕ, ку вăл па​лăрт​нин 96%. Вă​там ту​хăç 25,5 ц (​рес​пуб​ли​ки​пе – 21,7 ц) тан​ла​шать. Ра​йон​та чи пы​сăк ту​хăç иле​кен ху​çа​лăх​сем – «П​ри​волжс​кое» ОАО – 35,7 ц, «Оль​деевс​кая» аг​ро​фир​ма – 33ц, «Чу​ра​чикс​кое» ОАО – 30 ц.

Çав вă​хăт​рах асăн​нă ху​çа​лăх​сен çур​ри чух​лĕ ту​хăç ил​ни​пех çыр​ла​ха​кан​сем те çук мар. Выр​ма ĕçĕ​се​не «Ту​ру​новс​кое» СХПК та​та çа​в ят​лă аг​ро​фир​ма, «Юр​ма» аг​ро​фир​ма та​та С.Д. Чер​ну​ха ХФХ пĕ​те​рей​мен, пу​рĕ 286 га ты​рă çап​са кĕрт​мел​ли юл​нă. Вĕ​сен​чен 232 га вир куль​ту​ри йы​шă​нать, вăл ва​ра кая юл​са пу​ла​кан куль​ту​ра шут​ла​нать.

«Ра​йон​ти ял ху​çа​лăх предп​рия​ти​йĕ​сем​пе ХФХ​сем 3591 га кĕр​хи куль​ту​ра ак​са хă​вар​нă, ку вăл пĕл​тĕр​хи​пе тан​лаш​тар​сан 500 га ну​май​рах. Уй​рă​мах ку енĕ​пе «А​га​ри​кус» (750 га), «Ат​ла​шевс​кий» СХК (495 га), «Чу​ра​чикс​кое» (480 га), Ле​нин ячĕл​лĕ кол​хоз-СХПК (434 га) ăнăç­лă ĕç­леç­çĕ. Ху​çа​лăх​сен​че кĕр​хи куль​ту​рă​се​не акас ĕç сен​тяб​рĕн 20-​мĕ​шĕч​чен тă​сăл​мал​ла, кая​рах ак​ни​сем ăнăç­лă хĕл ка​çас​си пир​ки ка​ла​ма хĕн, си​вĕ​пе пĕт​ме пул​та​раç­çĕ, – пĕл​тер​чĕ Сер​гей Ва​нюш​кин, – Кă​çал ху​çа​лăх​сем 23490 т се​наж хыв​нă, ку вăл па​лăрт​нин​чен 114%. 4355 т утă ха​тĕр​ле​нĕ, кук​ку​рус​ран си​лос ха​тĕр​лес​си​пе ĕç­сем пы​раç­çĕ. Ле​нин ячĕл​лĕ кол​хоз-СХПК, «Ат​ла​шевс​кий» СХК çак ĕçе вĕç­ле​нĕ​пе пĕ​рех, халь​лĕ​хе ра​йон​ти ху​çа​лăх​сем 10878 т си​лос хыв​нă, ку вăл па​лăрт​нин​чен 45%».

Каçă кирлĕ…

Сер​гей Алек​сее​вич пу​шар хă​руш​сăр​лăх​не пă​хă​нас ый​ту çин​че те ча​рăн​са тă​чĕ.

ГИБДДн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн​ пуç­лă​хĕ Юрий По​ля​ков çул çин​чи ла​ру-​тă​ру​па пал​лаш​тар​чĕ. Çул çин​чи пра​ви​лă​се​не пă​хăн​ман​ни ин​кек пат​не ил​се çи​тер​ме пул​тар​ни​не пур​те ла​йăх пĕ​лет​пĕр пул​сан та, вĕ​се​не пă​са​кан​сен йы​шĕ са​хал мар.

Çат​ра​кас​си ялĕн​че пу​рă​на​кан​сем ра​йад​ми​нист​ра​цин ял ху​çа​лăх па​йĕн пуç­лă​хĕ​пе ку​çа-​ку​çăн тĕл пул​ни​пе усă кур​са юлас те​нĕн – çи​не-​çи​нех ый​ту па​чĕç: ку тă​рăх​ра усă кур​ман çĕр​сем ну​май ик​кен. Çак çĕр лап​тă​кĕ​се​не çав​рă​нă​ша кĕрт​се пы​рас ĕç çин​чен тĕп​лĕн​рех пĕ​лес​шĕн пул​чĕç. Ял ху​çа​лă​хĕн​че вăй ху​ра​кан​сен пу​лă​шу ви​çи​пе кă​сăк​лан​​чĕç.

Çат​ра​кас​си​сем çа​вăн пе​кех ял​та сĕт пуç­та​ра​кан çук​ки​не ка​ла​рĕç. Çав вă​хăт​рах теп​ри​сем ху​ла​на çÿ​ре​се 3 литр​лă бан​кă​на 110 тен​кĕ​пе су​таç­çĕ-​мĕн, вĕ​се​не ун пек ту​хăç­лă​рах та.

Ка​ра​чу​ра шку​лĕн ĕç­че​нĕ​сем М-7 фе​де​рал​лă трас​са çин​че каç­са çÿ​ре​ме хă​ру​шă пул​ни​не па​лăрт​рĕç, çĕр çи​йĕн​чи ка​çă тă​вас​си пир​ки сă​мах хус​кат​рĕç.

​ЛЮ​БОВЬ СЕ​МЕ​НО​ВА, ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости