Га­зоп­ро­вод сен­кер топ­ли­вă­па чăр­мав­сăр ти­вĕç­те­рĕ

Чă­ваш Ен Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев ирт­нĕ шă­мат кун «Шу­паш­кар-3» ГРС­ран Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи Хыр­кас­син­чи га­зоп­ро­вод пат­не пы­ра­кан пы­сăк пу­сăм­лă га­зоп­ро­во­да са­вă­нăç­лă ла­ру-­тă­ру­ра уç­ма хут­шăн­нă.

Ме­роп­рия­ти­ре çа­вăн пе­кех Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин Ми­нистр­сен Ка­би­не­чĕн Пред­се­да­те­лĕн çу­мĕ, ЧР ст­рои­тельст­во, ар­хи­тек­ту­ра, çурт-­йĕр­пе ком­му­нал­лă ху­çа­лăх ми­нист­рĕ Олег Мар­ков, Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров,  Чă­ваш Ен Пат­ша­лăх Ка­на­шĕн де­пу­та­чĕ – «Газп­ром меж­ре­гион­газ Шу­паш­кар» ООО ген­ди­рек­то­рĕ Кия­мет­дин Миф­та­хут­ди­нов пул­нă.

Чă­ваш Ен Пуç­лă­хĕ газ от­рас­лĕн ĕç­че­нĕ­се­не про­фес­си уя­вĕ ячĕ­пе са­лам­ла­нă, га­зи­фи­ка­ци енĕ­пе рес­пуб­ли­ка ыт­ти ре­гион­па тан­лаш­тар­сан ăнăç­лă ĕç­ле­ни­не па­лăрт­нă. Шу­паш­кар, Çĕ­нĕ Шу­паш­кар ху­ли­сен­че та­та ТЭЦ-3, ТЭЦ-2 çав­рă­нă­шĕн­че паян та­та те­пĕр 4 проект пур­нăç­ла­нать.

«Ю­лаш­ки çул­сен­че «Газп­ро­мăн» инвес­ти­ци прог­рам­ми­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн га­зоп­ро­вод­сем хыв­ма, АГРС-3 ст­рои­тельст­ви вал­ли 1,3 млрд тен­кĕ уйăр­нă. Шу­паш­кар ху­лин цент­рĕн­че газ çи­те­лĕк­сĕрч­чĕ, кă­çал­тан ун­ти пот­ре­би­тель­се­не газ­па тул­лин ти­вĕç­те­рет­пĕр. Биз­нес, пĕ­чĕк предп­ри­ни­ма­тель­лĕх ата­ла­нă­вĕ вал­ли май­сем çи­те­лĕк­лĕ пу­лĕç, мĕн­шĕн те­сен газ де­фи­ци­чĕ те­кех хă­йĕн пир­ки аса ил­тер­мĕ», – те­нĕ вăл. Ми­хаил Ва­силье­вич çул­та­лăк вĕ­çĕн­че Атăл леш ен­не га­зи­фи­ка­ци­ле­мел­ли проект­па сме­та до­ку­мен­та­ци­не экс­пер­ти­зă­на па­рас­си­не ка­ла­нă, çав­на май кĕ­çех ун­та та ĕç­сем пуç­лан­мал­ла.

ЧР Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев та­та «Газп­ром» АУО прав­ле­ни пред­се­да­те­лĕ Алек­сей Мил­лер ка­лаç­са та­тăл­нă пе­кех,  рес­пуб­ли­кă­на га­зи­фи­ка­ци­ле­мел­ли прог­рам­ма çи­рĕп­лет­нĕ план­па ки­лĕ­шÿл­лĕн пур­нăç­ла­нать. Ме­роп­рия­ти­ре çак­на  «Газп­ром меж­ре­гион­газ Шу­паш­кар» ООО ген­ди­рек­то­рĕ Кия­мет­дин Миф­та­хут­ди­нов та па­лăрт­са хă­вар­нă.

Сăмах май

«Шу­паш­кар-3» ГРС­ран Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи Хыр­кас­си ялĕн­чи га­зоп­ро­вод пат­не пы­ра­кан пы­сăк пу­сăм­лă га­зоп­ро­во­да «Газп­ром» ОАО «Раç­çей Фе­де­ра­ци­йĕн ре­гио­нĕ­сен га­зи­фи­ка­ци­йĕ» прог­рам­ма ша­йĕн­че хыв­нă. 4,3 км тăрш­шĕл­лĕ трас­са ра­йон­ти пур предп­рия­тие те, уй­рăм кил-­çур­та та сен­кер топ­ли­вă­па чăр­мав­сăр ти­вĕç­тер­ме май па­рĕ. Халь­лĕ­хе ку ти­вĕ­çе «Пу­чах» ГРС пур­нăç­лать. Ан­чах унăн хă­ва­чĕ Иш­лей ялĕн комп­рес­сор стан­ци­не ти­вĕç­тер­ме кă­на çи­те­лĕк­лĕ та­та унăн ĕçĕн ка­лă­пă­шĕ тах­çа­нах ви­çе­рен ирт­нĕ. 

Вик­то­рия Вы­шинс­кая 

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости