Дивизире – ытларах чăвашсем

Декабрь пуçламăшĕнче Аслă вăрҫă историйĕнче паллă дата çырăннă – Рославльский Хӗрлӗ ялавлă Суворов орденĕллĕ 139-мӗш стрелковăй дивизие туса хунăранпа 75 ҫул ҫитрӗ.

Шкулсенче ҫак ятпа тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Толик Хураски шкулӗнче 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе «Кунта кашниех паттăр пулнă» темăпа уҫă урок пулчӗ. Унта аттесемпе аннесем те хутшăнчӗҫ. Ӑна Любовия Димитриевна вӗрентекен ирттерчӗ.

Урокра питӗ нумай ҫӗннине пӗлтӗмӗр. Дивизире ытларах чăвашсем пулнă иккен. Унăн подразделенийӗсем Шупашкар районӗнчи Кÿкеҫ, Шăмăш, Ишлей, Иккасси ялӗсенче вырнаҫнă. Дивизин тӗп штабӗ Шупашкар хулинче пулнă. 1943 ҫулта Рославль хулине ирӗке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн дивизие Суворов орденӗпе наградăланă, çавăнпах Рославльский ята тивӗҫнĕ.

Уйрăмах пире пурте пӗлекен «На безымянной высоте» текен юрă историйӗ килӗшрӗ. Вăл атте-аннешӗн те ҫӗнӗлӗх пулчӗ. 18 салтак 300 фашиста хирӗҫ паттăрла ҫапăҫса пуҫӗсене хунă. 18-тан иккӗшӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнă: Константин Власов сержант тата Герасим Лапин рядовой.

Çак кунсенче Паллă мар салтак палăкӗ умне чечек кăшăлĕсем хураҫҫӗ, пӗр минут шăп тăраҫҫӗ. Эпир те вĕсене нихăҫан манманнине палăртса шăплантăмăр.

Урок вӗҫӗнче «Безымянная высота» видеоклип куртăмăр. Кӗвӗ ҫеммипе 2-мӗш класра вӗренекен Екатерина Федотовăпа Кирилл Коптев вальс ташларӗҫ. Урок пире те, атте-аннене те питӗ килӗшрӗ.

АНАСТАСИЯ КЛИМКИНА, 4-МĔШ КЛАСС

Йĕлтĕр йĕрĕ ярăнма чĕнет

Эп тухатặп урама

Йӗлтӗр сырса ярặнма.

Хӗл кунӗсем çитнӗ май

Ярặнас килет нумай.

Ярặнатặп çырмара,

Ман хыçра йӗлтӗр йӗрри.

Савặнặç-çке ман чунра,

Янặрать ача кулли.

Пурте кунта ярặнатпặр

Йӗлтӗрпе, çунашкапа.

Юр айне пулсассăн та

Савặк кулặ пит-куçра.

Саланатпặр кил енне

Тӗттӗмленнӗ майăн.

Ярặнас килет татах та!

…Килте кĕтет кӗнеке.

МИЛАНА НИКОЛАЕВА, 4-МĔШ КЛАСС

Çĕнĕ çул парни

Илтĕм картун курупки

Хĕл Мучилли, илемли.

Ăсталарăм хĕл парни

Ҫунатлă туссем валли.

Çакрăм хамăн сырăша,

Апат хутăм эп унта.

Сăнатăп аякран пăхса,

Ак вĕçсе килчĕ кăсăя.

Пĕрчĕсене сăха-сăха

Çаврăнать вăр-вăр кăна,

Сăмсипе тăк-тăк шаккать,

Тен, манах вăл тав тăвать.

ЕКАТЕРИНА ФЕДОТОВА, 5-МĔШ КЛАСС

Кăсăя

Ирех вăрантăм савăнса

Тăк-тăк тутарнă сасăпа,

Эп хăвăрт пăхрăм кантăкран

Тĕлĕнтĕм кăсăяран.

Пăхать вăл ман çине кичем,

Мана вăл урама чĕнет.

«Ман хырăм выçă», – тет иккен

Ҫанталăк питĕ сивĕрен.

Эп хăвăрт тухрăм урама,

Пĕрле эп илтĕм сырăша.

Унта эп хутăм çимелли

Пĕчĕкçĕ кăсăя валли.

Ҫак самантран эп кунсерен,

Тăватăп ырă пулăмсем.

Пулăшăп хамăн туссене

Вăрманшăн усăллисене.

ОЛЕГ АНТОНОВ, 5-МĔШ КЛАСС

Виçĕ хутчен – спорт секцине

Эпĕ Толик Хураскинчи вăтам шкулта пĕрремĕш класранах вĕренетĕп, халĕ – 9-мĕш класра. «4», «5» паллăсемпе вĕренетĕп, пурăнасса Толик Хураски ялĕнче пурăнатăп.

Мана тăван шкул килĕшет, мĕншĕн тесен унта ырă кăмăллă, пултаруллă, анлă тавракурăмлă вĕрентекенсем вăй хураççĕ, вĕсенчен тăххăрăшĕ çак шкултанах вĕренсе тухса каялла таврăннă. Ҫав йышра пире физкультура вĕрентекен Сергей Олегович Петров та. Эпĕ унăн урокĕсене тулли кăмăлпа çÿретĕп. Уроксем хыççăн эрнере виçĕ хутчен спорт секцине кайса сывлăха çирĕплететĕп. Хăй те ача чухнех спортпа туслă пулнăран пире те тимлесех спорта юратма вĕрентет.

Спорт секцийĕнче эпир йĕлтĕрпе ярăнатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр, хăнăхтарусем, хусканусем тăватпăр, ушкăнсемпе ăмăртусем ирттеретпĕр. Мана ытларах футбол килĕшет. Хĕлле футболла спортзалта вылятпăр, вăл пирĕн пысăк, çутă, таса. Ҫуркунне, çулла, кĕркунне сывлăха стадионра çирĕплететпĕр. Унта мĕн кирли пурте пур.

Пурне те спортпа туслă пулса сывă пурнăç йĕркипе пурăнма йыхравлатăп.

ДМИТРИЙ МУРАВЬЕВ, 9-МĔШ КЛАСС

Францирен вĕренсе таврăнасшăн

Сире паян Толик Хураски шкулĕнче вĕренекен пĕр ача пирки каласа парасшăн. Ăна Кирилл Коптев тесе чĕнеççĕ. Вăл 2-мĕш класра вĕренет.

Эпир пĕрремĕш хут кăна мар унăн çитĕнĕвĕсем çинчен илтетпĕр. Кирилл сцена çине тухсан чăн-чăн артист: сăвă илемлĕ каласа парать, ташлать, юрлать, çитменнине тата вăтанмасть те. Вăл пилĕк çултанпах «Фантазия» ташă клубне çÿрет, ултă çултах Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен керменĕнчи «Шевле» ансамбльте юрланă.

Нумаях пулмасть Кирилл Шупашкар районĕнче иртекен сăвăсен конкурсне хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Унта вăл амăшĕпе пĕрле çырнă «Эпĕ артист пуласшăн» сăвва вуласа иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ку сăвă вĕсен пĕрремĕш мар. Май уйăхĕнче иртнĕ «Совет халăхĕ иртнĕ вăрçăра» ятлă викторинăра Кирилл сăвă вуласа диплом илсе килчĕ. А.И. Воробьев чăваш паттăрĕ çинчен çырни жюри членĕсене питĕ килĕшрĕ. Уншăн вăл 5000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Амăшĕ, Ирина Олеговна, каланă тăрăх, Кирилл сăвăсене мĕн пĕчĕкрен юратать. Икĕ çулта чухнех Корней Чуковскин чылай сăввине пăхмасăр каласа хăнасене тĕлĕнтернĕ.

Иртнĕ эрнере Кирилл каллех шкула медальпе тата кубокпа кĕрсе тăчĕ. Пĕтĕм Раççейре иртнĕ «Хăвна кăтарт» («Прояви себя») конкурсра лауреат ятне çĕнсе илнĕ, кубока тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех «Танцевальная фантазия 2016» спорт ташшинчи ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă, медале тивĕçнĕ. Кирилл киносенче вылякан артист профессине кăмăллать.

Кирилл спортпа та туслă. Вăл спорт комплексне ишме çÿрет. Вăл шкулта та лайăх вĕренет, хăйне тирпейлĕ тытать. Пĕрле вĕренекенсен хушшинче – хисепре. Акăлчан чĕлхи, ĕçлев тата çут тĕнче урокĕсене кăмăллать. Кирилăн тата тепĕр пысăк ĕмĕт пур. Ÿссен вăл Франци çĕршывне кайса апат-çимĕç пĕçермелли ăсталăха вĕренсе килесшĕн.

Кирилăн çитĕнĕвĕсем çинчен калакан документсем портфолио папкинче упранаççĕ: дипломсем, грамотăсем, мухтав çырăвĕсем, сертификатсем. Ахальтен мар, районти «Чи лайăх портфолио» конкурсра та вăл пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

Станислав Еделеев, 4-мĕш класс

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости