Донецк тата Луганск ачисем пулăшу кĕтеççĕ!

Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакан ачасене валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлес ыр кăмăллăх акцине ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев пурне те хутшăнма чĕнсе каланă.

Ăна йĕркелекенĕ – Республикăри ачасен прависемпе уполномоченнăйĕн аппарачĕ. Пулăшу сĕнмелли майсем икĕ тĕрлĕ. Ăна тавар пек (канцеляри хатĕрĕсем, портфельсем, ранецсем, ача-пăча литератури, аталанма пулăшакан сĕтел çи вăййисем, спорт форми т. ыт. те) 2015 çулхи июлĕн 14-мĕшĕччен курупкасенче йышăнаççĕ. Кашнин çине унти тавар пирки пĕлтерекен информацие, тавар шутне çырса çыпăçтармалла. Продукци валли пахалăх сертификачĕ пулсан аван. Тепĕр меслет – укçан паракан пулăшу. Ăна 2015 çулхи июлĕн 10-мĕшĕччен йышăннин-панин акчĕпе ЧР Ачасен прависемпе уполномоченăйĕн аппаратĕнче кÿме май пур.

Çыхăнмалли телефонпа адрес, электрон адрес: (8352) 62-41-05, Шупашкар хули, «Президентский» бульвар, 10-мĕш çурт, ombudsman@cap.ru.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости