«Единая Россия» съездăн делегачĕсем:«Пирĕн çынсене ахаль шантарни кирлĕ мар»

Иртнĕ эрнере Мускавра «Единая Россия» партин XV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта суйлав умĕнхи партин программине – çитес 5 çула çĕршыв аталанăвĕн стратегине тата сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине суйланмалли кандидатсене палăртнă.

Нумай вăхăт хатĕрленни, съездра вунă ытла дискусси площадкисем ĕçлени «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи программин юлашки вариантне палăртма май панă. Секцисенче, съездăн пленарлă ларăвĕсенче Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. «Единая Россия» партин кандидачĕсем – Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Ен парламенчĕн вице-спикерĕ, партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров, пресс-конференцире хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ, съездăн тĕп саманчĕсем пирки каласа панă. Сăмахран, Николай Малов пĕлтерĕшлĕ самант партие йĕркеленĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата парти председателĕ, Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçни пулнине палăртнă. Владимир Путин парти ĕç-хĕлне тимлĕн сăнаса тăни, кулленхи ĕçре тĕп çул-йĕре палăртни унăн калаçăвĕнчен лайăх сисĕннĕ. Николай Малов аса илтернĕ тăрăх, съездран маларахах регионти уйрăм «Чăваш Ен – хăтлă пурăнмалли регион. Аталану çулĕсем» парти проектне презентациленĕ, шăпах вăл çитес 5 çул Чăваш Енре ĕçлемелли плансене палăртать. Асăнса хăвармалла, приоритетлă нумай план пĕрешкел, апла тăк малалла ĕçлемешкĕн партин пĕрлĕхлĕ шухăш пур.

Леонид Черкесов çапла пĕлтернĕ: «Эпир республикăра çÿлтен хушусем памасăрах çак енĕпе ĕçлеме пуçларăмăр, ĕçлетпĕр те. Ял тăрăхĕсенчен пуçласа хулара пурăнакансем таранах çынсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр. Вĕсенче çынсен пăшăрханăвне, çивĕч ыйтусене пĕлетпĕр. Çакă пире малашне ĕçлемешкĕн план тума май парать». Хула пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, «Единая Россия» партин регионти представителĕсем тăвайманнине нихăçан та шантарман, пурнăçлама пултаракан тивĕçсене кăна хăйсем çине илнĕ. «Пирĕн çынсене ахаль шантарни кирлĕ мар», – хушса хунă вăл. Çавăн пекех «Пурнăç пахалăхĕ» секцие хутшăнни пирки каласа панă. Унта эконом класлă çуртсем çĕклес, хуласене аталантарас, вĕсен экологийĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Шупашкарта çынсене кивĕ тата авариллĕ çуртсенчен куçарнă тĕслĕхсене каласа панă хыççăн ытти регион пуçлăхĕсем опытпа паллашма пырсан Леонид Черкесов кăшт тĕлĕннĕ те. Муниципалитет шайĕнче граждансене авариллĕ çуртсенчен куçармалли нормативсене йышăннипе Чăваш Ен тĕп хули Раççейре пĕртен-пĕр хула пулнă теме те пулать.

Алена Аршинова «Вĕрентÿ» профиль секцине хутшăннă. Вăл каланă тăрăх, кунашкал мероприятисен практикăпа пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, дискусси площадкинче вĕрентÿ министрĕ те, Рособрнадзор представителĕсем те, урăхла каласан, вĕрентÿ тытăмне витĕм кÿрекенсем, ĕçленĕ. Алена Аршинова сăмахĕсем тăрăх, «Вĕрентÿ çинчен» закона улшăнусем кĕртессипе çыхăннă пуçарусене асăннă, вĕсен ача сачĕшĕн, «продленкăшăн», студент общежитийĕшĕн тÿлемелли виçе инфляцирен ытлашши ÿснине шута илмелле. Çитес вăхăтрах «Школьный автобус» программа ĕçлеме пуçлассине пĕлтернĕ, Чăваш Енри ялсем тăрăх çÿренĕ май çакнашкал шухăш пырса кĕнĕ ăна.

Николай Владимиров кандидат съезд тĕрлĕ регионтан килнĕ профессионалсене пĕрлештернине, пĕр-пĕринпе опытпа пайланма май пуррине палăртнă. Челябинск облаçĕн представителĕсем пулăшу ыйтсан вăл пĕр пуçарупа паллаштарнă. Хальхи вăхăтра пĕчĕк финанслă организацисем çинчен калакан закона улшăнусем кĕртессине пăхса тухаççĕ, вĕсем граждансене кивçен илесрен хăтарма, индивидуаллă предпринимательсем тата пĕчĕк бизнесăн субъекчĕсем валли кредитовани меслетне кăна хăварма пултараççĕ. Статистика тăрăх, «хăвăрт укçан» пулăшăвĕпе усă куракансенчен 60% финанс ыйтăвĕсене ăнланманнисем, çавăнпа та вĕсем пысăк процентсен «авăрне» кĕрсе ÿкеççĕ.

Николай Малов малтанхи сасăлав вăхăтĕнче пĕр мандатлă Канаш суйлав округĕнчен суйланнă, «Единая Российăн» съезчĕ хыççăн вара парти списокне кĕнĕ – çакăн пирки те пĕлесшĕн пулнă пресс-конференцире. Парти йышăнăвне пурнăçламалла – пĕлтернĕ регионти уйрăмăн ертÿçи. «Пĕр мандатлă 18 округра «Единая Россия» хăйĕн кандидачĕсене сĕнмен. Канаш округĕ шăпах унта лекнĕ. Ку – патшалăх интересĕсемпе çыхăннă стратегиллĕ йышăну, – каласа панă вăл. – «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулнă май маншăн юлашки кăтарту мĕнле пулни пĕлтерĕшлĕ, хама пырса тивекенни мар, пĕтĕм командăпа çыхăнни. Аса илтеретĕп, В. Путин каланă тăрăх, суйлава хутшăнакан пур депутатăн та хăйĕнне мар, ертсе пыракан политика вăйĕн – «Единая Россия» партин – интересĕсене хÿтĕленине ăнланмалла».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости