Емельяненко çулĕпе

Бокс – Олимп вăййисен программине кĕрекен кĕрешÿ тĕсĕсенчен пĕри. Боксра кĕрешÿçĕн вăй-хăвачĕ, чăтăмлăхĕ, лару-тăрăва çийĕнчех хакласа «тăшмана» хирĕç тăма пултарасси аталанать.

Ятарлă перчеткесемпе чышса çапăçмалли спорт тĕсĕ Шупашкар районĕнче те вăй илчĕ. Кÿкеçри «Улăп» спорт комплексĕнчи бокс секцине ача сачĕн воспитанникĕсенчен пуçласа çитĕннисем таранах çÿреççĕ. Кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсемпе вĕсене Николай Геннадьевич Иванов тренер паллаштарать. Спорт комплексĕ уçăличчен тренировкăсене Кÿкеçри пĕр çурт путвалĕнче ирттерме тÿр килнине те аса илчĕ вăл. Халĕ боксерсем çутă та хăтлă спорт залĕнче ăсталăхне туптаççĕ. Тренировкăра тарланă хыççăн душ кĕме, çи-пуçа ятарлă пÿлĕмре улăштарса тăхăнма пултараççĕ. «Юр ирĕлсенех спортсменсемпе стадионра чупма пуçлатпăр. Ăшă çанталăкра занятисене уçă сывлăшра ирттерни йăлана кĕнĕ ĕнтĕ», – каласа парать тренер.

Боксерсен йышĕнче арçынсем ытларах пулин те юлашки çулсенче спортăн ку тĕсĕпе кăсăкланакан хĕрсен йышĕ ÿссех пырать. Пикесем ятарлă перчеткесем тăхăнса кĕрешме тытăнсан вĕсене «черчен» теме чĕлхем те çаврăнмасть. Кÿкеçри бокс секцине çÿрекеннисем шăпах çавнашкаллисен йышĕнчен. Вĕсенчен пĕри – Кÿкеç лицейĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Екатерина Иванова. «Малтанах вăтанаттăм, унта арçын ачасем кăна çÿреççĕ-çке тесе шухăшлаттăм. Çапах та бокспа туслашас ĕмĕт именчĕклĕхе çĕнтерчĕ», – пуçларĕ сăмахне Тургенев хайлавĕнчи пикене аса илтерекен кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ хĕр. Пирвайхи тренировкăсенче тĕрĕс мар çапасран хăранă вăл. Пĕрремĕш утăмсем пуриншĕн те çакăн пек çаврăнăçусăр, кăнттам пулни, çапах та тăрăшулăх çĕнтерÿсем патне илсе çитерни пирки каласа хавхалантарнă ăна секцие çÿрекенсем.

Екатерина çулталăк ытла ĕнтĕ уроксем хыççăн эрнере виçĕ хутчен бокс ăсталăхне туптама çÿрет. Тăрăшни харама каймасть. Кăçал январь уйăхĕнче Çĕрпÿре бокспа кĕрешессипе иртнĕ республика ăмăртăвĕнчен хĕр ылтăн медальпе таврăнчĕ. «Атте, вăл ман тренер та, юнашар пулни вăй-хăват пачĕ», – чунне уçать спортсменка. – Ринга тухиччен хумханăва ирттерес тесе кĕрешнине пăхмарăм, мат çине выртрăм та манăн пурте йĕркеллĕ пулать тесе хама ÿкĕте кĕртрĕм». Пĕрремĕш раундра хирĕç кĕрешекенĕн чăмăрне Кÿкеç хĕрĕ самаях «çинĕ». Иккĕмĕшĕнче вара Екатерина хÿтĕленсе кăна тăман – пĕр чарăнмасăр чышкăланă… Виççĕмĕш раундра вара хирĕç кĕрешекен ринга тухма килĕшмен. «Çак кĕрешÿ хыççăн хама çирĕпрех тытма пуçларăм, халĕ ытти ăмăртăва хутшăнма хатĕрленетĕп», – тет вăл. Пушă вăхăтра вĕтĕ шăрçаран эрешсем ăсталать хĕр. Вĕсене тăванĕсене парнелесе савăнтарать.

Кÿкеç лицейĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Лиана Алексеева та спорт çулĕпе кайнă. Çинçе те илĕртÿллĕ кĕлеткеллĕ хĕр 2015 çулхи октябрь уйăхĕнчен бокс секцине çÿрет. Шухăшĕ маларах та пулнă, анчах вăтанни кансĕрленĕ. Боксерсем пирки кăтартакан фильмсем Лианăна секци алăкне уçма хавхалантарнă. Ашшĕ-амăшĕ те хĕрĕпе килĕшнĕ. «Тренировкăсене çÿрени мана чунпа ирĕке тухма, именчĕклĕхе сирме пулăшрĕ», – тет çамрăк боксер. Спорт залĕнче икĕ çула яхăн тар юхтарни хăйĕн çимĕçĕсене кÿнĕ. Бокспа кĕрешессипе СССР тава тивĕçлĕ тренерне М.С. Степанова халалланă республика турнирĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă вăл. Мухаммед Али, Федор Емельяненко пултарулăхне кăмăллаканскер ринга тухиччен бокс пирки кăтартакан фильмри юрра итленĕ. Маттурскер ытти ăмăртура та район чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ: пĕлтĕр апрель уйăхĕнче кикбоксинг енĕпе республика турнирĕнче 2-мĕш, октябрь уйăхĕнче бокспа Пĕтĕм Раççей шайĕнчи турнирта 3-мĕш, декабрь уйăхĕнче çак енĕпех 3-мĕш вырăн йышăннă.

Историрен

Пĕрремĕш хут хĕрарăмсен боксĕ 1904 çулхи Олимп вăййисенче кун çути курнă. Апла пулин те пĕр ĕмĕр ытла ăна этемлĕхĕн черчен çуррин сывлăхĕшĕн сиенлĕ тесе чылай çĕршывра чарнă. Çапах та 2012 çулта халăхсен хушшинчи Олимп комитечĕ хĕрарăмсен боксне Лондонри Олимпиада программине кĕртнĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости