Ентешлĕхе пухрĕ Чемен карти

Америкăра пурăнакан икĕ тус та Хăравути Пуххинче тĕл пулчĕç

«Хăравути Пуххине» («ыхра ути») паллă тăвасси пирĕн несĕлсен Атăлçи Пăлхар Патшалăхĕ (1236-1237) арканнă хыççăнхи тапхăрсенче пуçланнă. 780 çул каялла, Чура паттăр ертсе пыракан пăлхар-сăварсем монгол-тутарсемпе çапăçса, хула хыççăн хула хыçа хăварса Атăл урлă каçнă, Атăлъял çывăхĕнчи сăрта вырнаçса ял пуçарса янă.

Музей кун çути курчĕ

1994 çулта Станъял ял старости Владислав Эльмень пуçарнипе уява çĕнĕрен паллă тума тытăннă. Июнĕн 25-мĕшĕнче «Чемен карти» уçланкинче кăçал Хăравути Пуххине анлăн паллă турĕç. Уява ял тăрăхĕнчи 15 ял кил-картишĕ, чăвашсен 11 ентешлĕхĕ тата 32 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ – 700 яхăн çын пухăнчĕ.

Чи малтанах Америкăран уява килнĕ делегатпа паллашрăм. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Лукьянов Шăмăршă районĕнче çуралнă. Америкăри Флорида штатĕнчи Майами хулинче 5 çул пурăнсан та чăвашла питĕ тикĕс калаçать. «Америкăра 350 млн çын пурăнать. Вĕсен шутĕнче 600-1000 чăваш. Америкăри чăваш диаспорине йĕркелесе яма интернет урлă чăвашсен адресĕсене пуçтарма тĕллев лартрăм»,– каласа пачĕ Валерий Лукьянов. Вăл Çÿлтикассинчи тусĕпе Владимир Митрохинпа тĕл пулас шутпа уява килнĕ. Владимир Митрохин вара Флорида штатĕнчи Гейнесвилли хулинче пурăнать. Уявра тĕл пулчĕç те Америкăра пурăнакан 2 ентеш.

Чăваш краевечĕсен канашĕн председателĕ Сергей Сорокин сăвар-пăлхар халăх культурин тата почта историйĕпе Çĕпĕр тракчĕн («Хурăнлă çул») музейне уçрĕ. Хĕрлĕ хăйăва ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, Виталий Станъял академик, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ерманов касрĕç. Хаклă хăнасене Сергей Сорокин 8 экспозиципе: почта станцийĕпе, тимĕрçĕ тата сăра лаççисемпе, авалхи çар çынни сыхлакан хурал башнипе, платник эртелĕпе, тăм савăт ăсталăхĕпе, суту-илÿ лавккипе, авалхи чăваш хĕрарăмĕн пир-авăр мастерскойĕпе паллаштарчĕ.

Ыхра утипе пĕçернĕ кукăль

Атăлъял картишĕ хăнасене хапăлласа кĕтсе илчĕ – Новосибирск облаçĕнчи Масянск районĕнчи «Горлинко» пултарулăх ушкăнĕ кăмăллă юлчĕ. 23 çулхи коллективра 15 çын. «Çĕпĕрте 35 градус шăрăх тăрать. Кунта пуйăспа 2 кун килтĕмĕр. Шупашкарта иртнĕ «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивальне те хутшăнтăмăр», – каласа кăтартрĕ пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Светлана Дукальская. Çавра сцена çинчен аслисем, ЧР таврапĕлÿçисен хисеплĕ ертÿçи Виталий Станъял тата Чăваш халăхĕн академипе наукисен ертÿçи Евгений Ерагин (Ешентей Мăчавар) авалхи йăлана пăхăнса пил пачĕç. Хăравути Пуххи ыхра утипе пĕçернĕ кукăле касса, хаклă хăнасене сцена çинче кĕтсе илсе сăрапа хăналанипе пуçланчĕ. Унтан кашни 16 ялăн арĕсем йăх юписен çумне сурпан çыхса лартрĕç. «Хĕр аки» – авалхи йăла. Акана тухас умĕн каччăсем сухапуç тытса, хĕрсем утса пырса ял йĕри-тавра çаврăннă. Халĕ те авалхи йăлана ирттерчĕç. Пирĕн ял тăрăхĕнчен уяв концертне 5 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ – «Палан», «Калинушка», «Шурăмпуç», «Ункă шевлисем», «Атăл хумĕсем». Тĕрлĕ регионран тата районтан килнĕ 32 пултарулăх ушкăнĕ сцена çинчен хăйсен юрри-ташшипе тыткăнларĕ.

Номинацисенче палăрчĕç

Жюри членĕсем 15 ялăн кил-картишне çитсе, сăра техĕмлĕхне, йăла-йĕркене тытса пынине тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. Станъял ял маттурĕсем хăнасене чăваш туйĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Хуранти кукар яшкине Николай Артемьевпа Венера Корейкина пĕçерчĕç. Çÿлтикасси хĕрĕсем хăнасене юрăпа кĕтсе илчĕç. Эльвира Крылова хатĕрленĕ пулла хăнасем юратса çирĕç. Атăлъялсем салтака ăсатнине сăнарларĕç. 3 кун каялла кăна хĕсметрен таврăннă Станислав Прокопьевшăн ку хумхануллă самант пулчĕ. Куравпа Лидия Фадеевăпа Кристина Семенова паллаштарчĕç. Ял старости Владимир Матюшкин Атăл пуллипе яшка пĕçерчĕ. Салапайкассисем «утă çулма тухрĕç». Сăри те вĕсен хăватлă. Украина борщне Василий Хорасев пĕçерчĕ. Варпуç ялĕ «Каçхи ларма çÿрени» йăла-йĕркене лартса пачĕ. Вăрманкасси хĕрĕсем ыхра утинчен кукăль пĕçерсе «Чи лайăх Хăравути кукăлĕ» номинацинче палăрчĕç. Кипечкассисем «Хĕр çураçни» йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Валентина Смирнова пĕçернĕ яшкара пуллисем çав тери шултра. Малти ункăпуçсем хăнасене яшка-шарккупа, кваспа, сăрапа кĕтсе илчĕç. Кайри Ункăпуç ачисем вăйă карти йĕркелесе вăйăсем кăтартса пачĕç.

Хăравути пуххинче спорт вăййисем те иртрĕç. Алă вăйĕ виçессипе Светлана Николаевăпа Артем Будаев лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Футбол вăййисене хутшăннă ял тăрăхĕнчи 6 командăран станъялсем мала тухрĕç. Николай Кондрашкин чăваш историйĕпе культурине аталантарнăшăн Чăваш академикĕсен ячĕпе Сергей Сорокина, Виталий Станъяла, Евгений Ерагина тата Владимир Болгарскине Николай Ашмарин медалĕсемпе чысларĕ. Тĕрлĕ номинацире палăрнă ялсене уяв парнисемпе грамотăсемпе хавхалантарчĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости