Ентешсем кубокпа таврăннă

Мускавра «Урожай» спорт обществи Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсене спортăн 17 енĕпе йĕркелеççĕ, яланхи пекех вĕсем тĕрлĕ регионта иртеççĕ. Çак чыса кăçал Чăваш Ен те тивĕçнĕ: Кÿкеç поселокĕнчи стадионта çĕршыври чи маттур кĕрешÿçĕсем, чупакансем тата хăвăрт утакансем вăй виçнĕ, вĕсем 29 медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех ентешсем кире пуканĕ йăтакансен, вĕрен туртакансен, самбо, кросс, армспорт тата шашка турнирĕсенче малти вырăнсене йышăнса медальсене çĕнсе илнĕ.

Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çинче пулнă. Тăван тăрăха вĕсем «Урожай» спорт обществин дипломĕпе тата кубокпа таврăннă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости