Ентешсем медальсене тивĕçрĕç

Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе Германи çĕршывĕнче Совет Çарĕсен оккупаци ушкăнĕ (тĕрлĕ çулсенче – ГСОВГ, ГСВГ,ЗГВ) вырнаçнă пулнă. Ăна 1945 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Аслă командовани кăларнă приказĕ тăрăх йĕркелесе янă.

Пурĕ 49 çул хушшинче, 1945- 1994 çулсенче, Германи çĕрĕ çинче 108 пин чăваш каччи хĕсметре тăнă. 8 çул каялла вара Питĕр хулинче пурăнакан Валерий Жиляев Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче пулнă ветерансен Халăхсем хушшинчи ассоциацине йĕркелесе янă, паян ăна ертсе пырать. ЧР-чи ассоциацине вара 2013 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, унăн ертÿçи Михаил Семенов полковник.

Июнĕн 9-мĕшĕнче Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕ йĕркеленни 70 çул тултарнине халалласа Шупашкарти Çар Мухтавĕн монуменчĕ умĕнче юбилейлĕ уяв митингĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ районсемпе хуласенчен 300 яхăн ветеран пухăнчĕç. Вăсем умĕнче Атăлçи регионĕнчи ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ вĕтеранĕсен ассоциацин ертÿçи Геннадий Кошкин, афган вăрçин ветеранĕ Михаил Андреев, Николай Кириллов, Геннадий Зайцев тухса калаçрĕç. ЧР ассоциацин ертÿçи Михаил Семенов пухăннисене грамотăсемпе тата «70 лет образования ГСОВГ, ГСВГ, ЗГВ» медальсем парса чысларĕ. Медальсене тивĕçнисен шутĕнче, Шупашкар районĕнчен çак йĕркесен авторĕ, Паçпакри Валерий Петров, Шăнкасри Алексей Павлов, Кÿкеçри Анатолий Иванов, Ассакассинчи Виталий Егоров, Карачурари Николай Анисимов, Çĕньялти Альберт Казанкин, Чантăрти Алексей Султановпа Владимир Яковлев т.ыт. пулчĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости