Жители Абашевского сельского поселения комментируют Послание Главы Чувашии

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕ умне уçă Çырупа тухрĕ. Апаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак тĕлĕшĕпе хăйсен шухăшне палăртрĕç.

Петр ТУНГУЛОВ, «Ленин» ячĕллĕ СХПК-колхоз ертÿçи:

– Михаил Игнатьев Çырура производствăна инвестици илĕртнин паха енĕсем çине те пусăм турĕ. Предприятие аталантарма паян укçа-тенке хĕрхенменни  малашлăхра унăн тупăшне, пирĕн тĕслĕхре тавар тухăçлăхне темиçе хут ÿстерĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Хамăр хуçалăхра тытакан мăйракаллă шултра выльăх шутне паянхи 1220 пуçран та ирттерес шухăш та пур-ха пирĕн. Çитес çуракие тăхăр метр сарлакăш çĕнĕ акмалли комплекспа кĕтсе илесшĕн. Хакĕ пĕчĕк мар – 7-8 млн тенкĕ. Пĕлтĕртенпе техника паркне çĕнетсе пынине кура ферма территорийĕнчи çулсене те юсама тивĕ – унсăрăн трактор-комбайнсем çине-çинех çĕмрĕлме пикенĕç. Çитес вăхăтра пурнăçламалли плансен шутĕнче пăру витине юсасси те. Хуçалăх çирĕп утăмсемпе малалла аталанса пынине кура пирĕн пата çамрăк специалистсем те килсех тăраççĕ. 2018 çулта çĕнĕ агронома, бухгалтер-заправщицăна ĕçе йышăнтăмăр, ветеринар та ĕнерхи студентах пирĕн.


Ольга ЕРИЛЕЕВА, Апаш клуб-музейăн халăх театрĕн ертÿçи:

– Кăçал Апашри театр халăх ятне илнĕренпе 25 çул çитет, вăл йĕркеленнĕренпе вара 30 çул хыçа юлчĕ. 2019 çул – театр çулталăкĕ пулнă май район администрацийĕ, культура пайĕ районти театрсен материалпа техника базине çирĕплетме майсем тупасса  шанас килет. Пирĕн, хальăх театрĕсен çакна валли укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Театр ĕçĕ вăл питĕ кăткăс ĕç, вăл артиста сцена çине кăларнипех вĕçленмест: костюмсене хатĕрлемелле, сценăна кашни спектакль валли илемлетмелле. Кĕвĕ-çемĕпе те халăх кăмăлне тупма тăрăшмалла. Хамăр çĕленĕ çи-пуçпа куракана илĕртме йывăр, вăл та çĕнĕлĕхсем кĕтет. Районти культура пайĕн хăйĕн ятарлă автобус çукки те ял-саласене спектакльсемпе, концертсемпе тухса çÿреме чăрмав кÿрет. Сахалрах çÿренипе куракансем те пире япăхрах пĕлеççĕ-тĕр. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ Театр çулталăкĕ çак кăлтăксемпе çитменлĕхсене пĕтерме тивĕç.

Ссылки по теме:

Сельхозпредприятия Чебоксарского района завершают уборку урожая

Премьера нового спектакля Абашевского народного театра состоится на следующей неделе

23.01.2019

www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости