Жур­на­лист­сем кал­лех старт­ра

te-20-111[1]«Тă­ван Ен» ха­çат жур­на­лис­чĕ­сем ĕç­ре кă­на мар, спорт­ра та хас­тар. Çак­на вĕ­сен кÿр­шĕ ра­йон­та та ĕнен­тер­ме май пул­чĕ

Сĕн­тĕр­вăр­рин­чи ĕç­те­шĕ­сем вырăнти ха­çат пар­ни­семшĕн çă­мăл ат­ле­ти­ка чу­пăв­не хут­шăн­ма йых­рав­ла­сан ре­дак­ци кол­лек­ти­вĕ хав­ха­лан­сах çу­ла тух­рĕ. Сыв­лă­ха çи­рĕп­лет­ме утас­си­пе чу­пу эр­ни кун­та йă­ла­на кĕ­нĕ эс­та­фе­тă­па уçăл­чĕ. Хăй вă­хă­тĕн­че ку çул çинче Еле­на Ни­ко­лае­ва спортс­мен­ка ăмăрт­нă. Ха­лĕ вăл Чă­ваш Енĕн прес­са спор­чĕн фес­ти­ва­лĕн ша­йĕн­че çул­се­рен 500 яхăн спортс­ме­на – сы­вă пур­нăç йĕр­ки­не кă­мăл­ла­ка­на – пу­хать. Куль­ту­ра ла­па­мĕн­чи стар­та «Тă­ван Енĕн» икĕ ко­ман­ди – «П­ри­че­бок­сарье» ха­çат ре­дак­то­рĕ На­талья Сте­па­но­ва, «Тă­ван Ен» ха­çа­тăн вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лăх уп­рав­ле­ни­йĕн,  со­циал­лă по­ли­ти­ка та­та çы­рăн­та­ру па­йĕ­сен ре­дак­то­рĕ­сем Люд­ми­ла Лу­ки­на­па Ири­на Пет­ро­ва, çа­вăн пе­кех Атăльяль тă­рă­хĕн­чи ха­мăр кор­рес­пон­дент  Николай Смирнов – тă­чĕ.  Хĕ­ра­рăм­сен 20 ыт­ла ко­ман­ди  хуш­шин­че «Тă­ван Ен» пи­ки­сем Ок­тябрьс­ки РАЙПОв­не кая хă­вар­са фи­ни­ша ик­кĕ­мĕш çит­рĕç. Сĕн­тĕр­пуç шку­лĕн ко­ман­дин­чен ирт­ме кăшт кă­на вăй çи­те­рей­ме­рĕç вĕ­сем.
Хас­тар­лăх­шăн та­та мал­ти вы­рăн­шăн «Пи­рĕн сă­мах» ха­çат ре­дак­то­рĕн ал­лин­чен  Шу­паш­карьен жур­на­лис­чĕ­сем çак кун пу­рĕ ви­çĕ наг­ра­дă­на ти­вĕç­рĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости