Икĕ Георгий…

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пĕр салтак ячĕ те манăçман

Вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă ентешсене шырас тата çакăнпа çыхăннă ĕçсене çутатас тĕлĕшпе Çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулталăкĕнче «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ калама çук пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Иртнĕ уйăхра кăна-ха акă вулакана 74 çул иртсен Украинăри Одесса облаçĕнчи вăрман çывăхĕнче шыраса тупнă Шăмăш çыннин – Алексей Зиновьевăн – юлашкийĕсене тата сыхланса юлнă япалисене илсе килсе пытарни пирки çырса пĕлтертĕмĕр (2015 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи номерте). Штатра тăман корреспондентсен тата вулакансен пулăшăвĕпе вара акă нумай пулмасть кăна-ха тăванĕсене тепĕр салтак йĕрĕ çине ÿкме пулăшрăмăр.

Шăнкăравсем истори тăхăмĕсемпе, кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе кăсăкланакан Виталий Станьял таврапĕлÿçĕн «Салтак йĕрсĕр çухалман» статйи («Тăван Ен» хаçатăн 2015 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче) пичетленнĕ хыççăн татăлма пĕлмерĕç. Кÿкеçсем поселокра Лидия Георгиевна – статьяра асăннă Георгий Иванович Федюшкинăн, Салапай маттурĕн – тăванĕ пурăннине пĕлтерчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ – Виталий Петрович чĕнсе каланинчен айккинче юлман хĕрарăм хăй редакцие кĕчĕ.

«Лидия Георгиевна, сирĕн аçăр мар-и çав? – тесе ыйтаççĕ манран, – тÿрех пуçларĕ вăл калаçăва. – Пирĕн мăн асаттен икĕ ывăл пулнă – Иван тата Осип. Осипăн – виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Иванăн – тăватă ывăл та пĕр хĕр. Станьял асăнакан Георгий Иванович Федюшкин – шăпах унăн ачисенчен пĕри. Манăн атте Георгий – унăн икĕ сыпăкри шăллĕ, Осип ывăлĕ».

Федюшкинсен ултă пăхаттирĕ çар ретĕнче хăрушă вăрçă вăхăтĕнче тăнине Лидия Георгиевна лайăх пĕлнĕ. Анчах та район хаçатĕнчи статья пулмасан, тăшман тапăнса килнĕ вăхăтра çемйипе Ленинградра пурăннă тепĕр пиччĕшĕ, НКВД таврашĕнче ĕçленĕ Георгий Иванович, пирки пĕлмесĕрех юлĕччĕ тен. «Ентешсем пĕрле ÿкерĕннĕ юлашки сăн ÿкерчĕк-тĕр çакă: çара та пĕрле чĕннĕ-ши, е курссенче пулнă-тăр… Иванăн ывăлĕсем Петр, Георгий, Григорий, Василий – пурте Ленинград çывăхĕнче службăра тăнă. Осип ывăлĕсем – манăн атте Георгий, Роман, Григорий те унтах пулнă. «Аттене» шыраса тупрăмăр: Старорусский районти Хмелево ялĕ (Новгород облаçĕ) çывăхĕнче пытарнă ăна», – хыпарпа хавхаланнăскер, сывлăш çавăрмасăр ăнлантарчĕ те ăнлантарчĕ хĕрарăм. Григорий Федюшкина салтака Ишлей çар комиссариатĕнчен илсе кайман. Ыттисене тăваттăшне вара – Ишлейри райвоенкоматран. Паян Григорий чĕррисен йышĕнче çук. Судсăр, следствисĕр çухалнă теççĕ ун пирки. Офицер вилĕмĕ пирки тăванĕсене нимĕн те пĕлтермен. Унăн мăшăрĕ Ольга ятлă пулни кăна паллă. Çапах та офицерăн виçĕ сыпăкри шăллĕне шыраса тупнă Лидия Георгиевна. Вăл та пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă – çар летчикĕ. Çапăçуран чĕрĕ таврăннă пĕртен-пĕр шăллĕ Василий вăрçă чарăнсан Григорие Ленинград облаçне шырама та çитсе килнĕ – анчах нимĕн те уçăмлатайман. Сăн ÿкерчĕксем те урăх сыхланса юлман.

Вăрçăран Иванпа Осипăн пĕрер ывăлĕ кăна тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Осипăн тепĕр ывăлĕ хыпарсăр çухалнă, Иванăн – иккĕшĕ те. Кÿкеçри 1-мĕш шкулта педагогра, райкомра нумай çул ĕçленĕ Лидия Федюшкина каласа пани кăсăклă та паха пулчĕ.

«Эпĕ – Кайри Ункăпуçĕнчен. Осип Андреевич Васильев – манăн асаттен кĕçĕн шăллĕ», – çапла шăнкăравласа пĕлтерчĕ ыйтуллă статья пичетленсе тухнă хыççăн Галина Еципенко. Тĕп хулари Чапаев ячĕллĕ заводра вăй хуракан хĕрарăм хăйĕн тăванне ас тумасть, анчах та амăшĕ ун пирки каласа панине пĕрре мар илтнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсанах ăна действительный службăна илсе кайнă. Çакăн хыççăн салтакран урăх нимĕнле хыпар та илмен. Çапах та паттăрсен ятне ас туса хăрушă вăрçă кÿнĕ çухатăва тÿссе ирттернĕ ентешсем çичĕ теçетке çул хыççăнхи ахрăма хирĕç сасă пани никам та, нимĕн те манăçманнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Виктория Вышинская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости