Индексаци-и, е ĕç вырăнĕ-и – суйла…

Пенси законодательствинчи улшăнусемпе килĕшÿллĕн, ĕçлекен пенсионерсем тепĕр уйăхранах страхлакан пенсие тата ун çумне çирĕплетнĕ тÿлеве йăлана кĕнĕ индексацисĕр илсе тăма тытăнаççĕ. Кама пырса тивет çак çĕнĕлĕх, унпа мĕнле майпа усă курма ĕлкĕрмелле? Улшăнусем тата юлнă вăхăт пирки Раççей Пенси фончĕн Шупашкар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕпе Алевтина ИСАЕВĂПА калаçатпăр.

– Алевтина Михайловна, çак улшăну камсене пачах та пырса тивмĕ?

– Страхлакан пенсийĕн çитес уйăхри индексацийĕ 2015 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне тата унран маларах ĕçлемен пенсионерсемшĕн кăна пулса иртĕ.

– Мĕншĕн çак вăхăта суйласа илнĕ?

– Тивĕçлĕ канăва тухнисем ĕçленине пенси фончĕн кашни çын тĕлĕшĕпе тунă учечĕн отчетлă тапхăрăн юлашки кунĕ тĕлне тивекен сведенисем тăрăх палăртаççĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен туса ирттерекен е тăвакан индексаци валли кирлĕ çакăн пек кăтартусем сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне актуаллă – ĕçпе тивĕçтерекенсем 2015 çулхи 3-мĕш кварталшăн отчет тăратнă.

– 2015 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме пăрахнă е пăрахакан пенсионерсен кăна индексаци валли Пенси фондне заявлени çырмаллине пĕлтермест-и-ха çакă?

– Тĕрĕс. Пенсие индексацие кура тÿлеме ыйтса çырнă заявленипе пĕрлех асăннă вăхăтран текех ĕçлеменнине çирĕплетекен документсене те пĕрле хумалла. Пенсионер ĕçлеме пăрахнине кăтартакан документсене, заявление пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă хыççăн тепĕр уйăхрах пенсионер страхлакан пенсие индексацие кура илĕ. Калăпăр, пенсионер февраль уйăхĕнчи индексаци хыççăн ĕçлеме пăрахнă. Заявлени çырнă хыççăн страхлакан пенси тата ун çумне çирĕплетекен тÿлев мартăн 1-мĕшĕнчен ун патне индексациленĕ пысăкрах виçепе çитĕ.

– Октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчен ĕçрен кайнисен тата мĕн пĕлмелле?

– Вĕсен заявленийĕсене 2016 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем апрель уйăхĕнчен отчетсене уйăхсерен тата ансат формăпа парса тăма тытăнĕç – çавăнпа та пенсионер вăй хуни е ĕç вырăнĕнчен кайни пирки кăтартусене çак вăхăт хыççăн фонд кашни çын пирки кĕртнĕ учет базинчен илсе тăрĕ. Пенси фончĕ ĕçпе тивĕçтерекенсем тăратнă отчетсене йышăннă хыççăн, вĕсене тишкерсе тухсан, ĕç вырăнĕнчен кайнă пенсионерсене тупса палăртать, çак çынсен страхлакан пенси шайне вĕсем ĕçре вăй хунă вăхăтра ирттернĕ индексаци виçине кура индексацилет.

– Енчен те çакăн хыççăн вăл каллех ĕçлеме тытăнчĕ пулсан вара?

– Унăн страхлакан пенсийĕ çав-çавах чакмасть.

– Ахăртнех, тивĕçлĕ канăва тухнă кашни çынна кăсăклантаракан ыйту: ĕçлемен пенсионерсен страхлакан пенсийĕ мĕн чухлĕ ÿсĕ?

– Февраль уйăхĕнче страхлакан пенси индексацийĕ 4%-па танлашĕ.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче «Раççей Федерацийĕн патшалăх пенсийĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, пенси илсе тăракан, çав шутра социаллă пенсисем, çыншăн та, ĕçлекенсемшĕн те, ĕçлеменнисемшĕн те, çакăн чухлех пысăкланаççĕ. Пĕлтĕр вăй хунă пенсионерсемшĕн страхлакан пенсие унăн çав çулхи шутласа палăртнă балĕсене кура август уйăхĕнчен ÿстереççĕ, анчах та виçĕ пенси балĕнчен ытла мар.

– 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне пенсионер уйрăм предприниматель пек шутра тăрать пулсан вара?

– Хăйсем тĕллĕн вăй хуракан ушкăнрисем, çак вăхăт тĕлне пенси фондĕнче шутра тăнă адвокатсем, нотариуссем т. ыт. те пурте ĕçлекен граждансем шутланаççĕ.

– Ĕçлекен пенсионерсен йышĕ законри çĕнĕлĕхе пула чакмĕ-и – мĕнле шухăшлатăр?

– Ĕçлекен пенсионерсен шучĕ çĕнĕлĕхе кура кăшт кăна чакма пултарать. Вĕсемпе çак ыйтăва сÿтсе явнă чухне хăйсен шухăш-кăмăлне палăртса малалла та ĕçлеме хатĕррине пĕлтереççĕ. Ĕçлесен ватăлма вăхăт çук тата укçа-тенкĕ те пулать теççĕ.

Сăмах май

Пенси индексацийĕ валли кирлĕ заявленисене ĕçлеме пăрахнă пенсионерсенчен РФ Пенси фончĕн пур уйрăмĕнче те, çавăн пекех Нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи 237 пин çынăн пенсийĕ ÿсет. Ватлăхра паракан страховани пенсийĕсен виçи вăтамран 300 тенкĕ пысăкланĕ – 11,8 пин тенке çитет. Ку 2015-мĕш çулхи 3-мĕш квартал валли çирĕплетнĕ пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут нумайрах (6677 тенкĕ). Çавна май пенси тÿлеме республикăра уйăхсерен каякан тăкак 108 миллион тенкĕ ÿссе çулталăкра 3,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ.

Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости