Интереслентерет – уй-хирти çĕнĕлĕхсем те, «симĕс ылтăн» шăпи те

Чăваш Республикин ял хуçалăх сферинче вăй хунă, унăн аталанăвне тÿпе хывнă ветерансене пухасси, ыйтусене пĕрле сÿтсе явасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн членĕсем, Шупашкар районĕнчи асăннă сферăра тăрăшнисем «Чурачикское» ОАО-ра анлă лару ирттерчĕç.

Иртни тата паянхи

Ветарансене темĕн те кăсăклантарать, хăй вăхăтĕнчи ĕç меслечĕсене, техникăна паянхипе танлаштарма хавас вĕсем. Хăйне евĕрлĕ экскурси асăннă хуçалăхри ĕне ферминчен пуçланчĕ. Лару-тăрупа «Чурачикское» ОАО генеральнăй директорĕ Евгений Шалеев паллаштарчĕ. Мĕнрен пуçласа паян мĕн патне çитнине кĕскен аса илчĕ, тăрăшни харама кайманни куç кĕретех: хуçалăх районта малта пыраканнисен йышĕнче. Юлашки кăтартусем тăрăх мăйракаллă шултра выльăх 1508 пуçпа танлашать, вĕсен шутĕнче сăвакан ĕнесем те – 545 пуç. Кăçал пĕр ĕнен вăтам сăвăмĕ – 3691 кг. Пăрусене хĕлле те урамра пластик «пÿлĕмсенче» усранине курма килекенсем тĕрлĕрен йышăнчĕç. «Хĕлле шăнса лармасть-и, çамрăк выльăхсене сивĕ мар-и?» – тÿрех илтĕнчĕ ыйту. Пуçлăх ĕнентерсех каларĕ – шăнмаççĕ. Çакнашкал меслетпе пăрусене ÿстерессин малашлăхĕ пур – ĕнентерме тăрăшрĕ куракансене.

«Кирек мĕнле ĕç-хĕлĕн те хăйĕн кăткăслăхĕ, тăрăшсан вĕсене çĕнтерсе пыма пулатех-мĕн», – сăмахларĕ опытлă пуçлăх. Вăл каланă тăрăх, чи çивĕч ыйту – кадр выçлăхĕ. Унпа куçа-куçăн тĕл пулнă генеральнăй директор ĕçлекен алăсене ирĕксĕрех аякра шыранă. Шыракан çын тупать тенĕ евĕр, вăл та тупнă, хуçалăхра паян республика тулашĕнчен килнĕ специалистсем те тăрăшаççĕ.

Уйри лаптăксем – ларăва хутшăнакансен тепĕр чарăнăвĕ пулчĕ. «Чурачикское» ОАО-ра акăнакан лаптăк кăçал 2200 гектарпа танлашнă. Пуçлăх каласа панă тăрăх, 2 эрне ытла вăхăтра икĕ техникăпа 6 çын сменăпа ĕçлесе ака-сухана вĕçленĕ кунта. Ку хыпара илтсен чылайăшĕ тĕлĕннĕ пек те пулчĕ. Кунта нимĕç сеялки пысăк пулăшу панă иккен, темиçе операцие пурнăçлаканскер этем ĕçне чылай ансатлатать, çавна май уй ĕçĕсене тумашкăн сахал йыш та çителĕклĕ. Çакăнтах Евгений Шалеев «нулевая обработка почвы» – ака ирттериччен çĕр çинче нимĕнле операци те тумаççĕ – меслет пирки те каласа пачĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыççăн чылайăшĕ хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ, кĕскен каласан, кунашкал ĕç меслетне ырларĕç – вăхăта та перекетлет, çын ĕçне те çăмăллатать.

Ыйту çине ыйту

Союз правленийĕн ертÿçи Петр Ивантаев ертсе пынипе иртнĕ ларăва ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ. Районти лару-тăрупа райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин паллаштарчĕ. Республикăри пирки вара ял хуçалăх министрĕ каласа пачĕ. Хальлĕхе Чăваш Енре пĕтĕм лаптăкран 83% вырса пĕтернĕ. Вăтам тухăç – 23,5 ц.

Паянхи кун халăхра анлă сарăлнă темăпа — сыснасен Африка чумипе – кăсăкланакансем те пулчĕç. Министр хальхи вăхăт тĕлне сăнарланакан лару-тăрăва каласа пачĕ. Тĕпрен илсен, çынсем шикленеççĕ, урăхла каласан, вĕсем тăкак мар, выльăхран тупăш илесшĕн, çавăнпа та тĕрлĕ меслетпе усă курма хăтланаççĕ, калăпăр, пытарса усраççĕ, какайне тăванĕсене валеçме тăрăшаççĕ… Кун пек тĕслĕхсене Пăрачкав районĕнче тупса палăртнă. Кунашкал законсăр пĕтĕм меслете министр сивлерĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ырри патне илсе çитерес çук. Сысна усракансен мĕн тумалла-ха? Ку ыйту чикĕ лартнă зонăна лекнĕ Пăрачкав районĕн çыннисене пырса тивет. Выльăхсене тивĕçлĕ органсене çитермелле, халăхран илекен пĕр килограмшăн (чĕрĕ виçепе) 102 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакăн валли республикăн резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Енчен те сысна усракансем аш-какая вăрттăн вырнаçтарма хăтланнă чухне лекрĕç пулсан нимĕнле компенсаци те тивмест, пачах урăхла, кун пек хăтланнăшăн сахал мар штраф тÿлеме тивĕ. Çавăнпа та ку енĕпе сыхă пулмаллине, Африка чуми республикипех ан сарăлтăр тесен çынсен йĕркене пăхăнмаллине хытарсах каларĕ министр. Шанатпăр, ку хыпара агропромышленноç сферинче тăрăшнă ветерансем хăйсен районĕсенчи çынсене пĕлтерĕçех.

Чăваш Ен мĕн авалтан хăмла ĕрчетессипе палăрса тăнă. «Малашлăхра ку культурăн аталанăвĕ мĕнлерех пулĕ?» – питĕ интересленчĕç ветерансем. «Кунта туса кăларнă хăмла кирлĕлĕхĕ туйăнать», – палăртрĕ министр. Кунсăр пуçне патшалăх ăна ĕрчетекенсене пулăшма та хатĕр, анчах та «симĕс ылтăна» ÿстерес текен хастарсем сахал тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме тивĕ – палăртрĕ министр темăна вĕçлесе. Кунсăр пуçне ларăва хутшăнакансем Сергей Артамоновпа кооперативсем йĕркелессине, тыр-пул хакне, пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Мĕнле пĕтĕмлетÿсемпе вĕçленчĕ лару? Малашне районсенчи агропромышленноç ветеранĕсен союзĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашĕç, хăйсен опычĕ пирки каласа парĕç.

Сăмах май

ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен созĕн йышĕнче 400 çын ытла. Вăл тăваттăмĕш çул ĕçлет. Хальхинче ун правленийĕн ларăвне 50 çынна яхăн хутшăнчĕ.

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости