Ирхи 7 сехетре – площадкăра

Ырă кăмăллă, вут хĕмпе çунса тăракан çын вăл – пирĕн наставник. Чăннипех те, пирĕн физкультура учителĕ, Владимир Николаевич Григорьев тренер-преподаватель, канма пĕлмест темелле. Эпир, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, ирхи 7 сехетрех шкулти спорт площадкине пухăнатпăр. Кунта иртекен ирхи зарядкăна шкул ачисем кăна мар, пенсионерсем те сиктермеççĕ.

Эпир физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтсе тăратпăр, ăмăртусене те хаваспах хутшăнатпăр. Владимир Николаевич кашни эрнерех район, республика тата Раççей шайĕнчи турнирсене, олимпиадăсене илсе тухать.

Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче эпĕ физкультура предмечĕпе пулнă олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнтăм, Артем Михайлов вара 3-мĕш пулчĕ. Эпĕ чупасси, спорт гимнастики, йĕлтĕрпе ярăнасси енĕпе атте-аннепе пĕрле кашни ăмăртăвах хутшăнма тăрăшатăп. Спорт гимнастикипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура Раççей спорт мастерĕсен нормативне те пурнăçларăм.

Пирĕн наставникĕн вĕренекенĕсем кашни ăмăртуранах çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ. Сăмахран, Никита Архипов кăçал ирĕклĕ мелпе кĕрешсе федерацин Атăлçи округĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарчĕ. Иртнĕ Акатуйра ирĕклĕ мелпе кĕрешсе хаклă парнене – такана – Дмитрий Толстов тивĕçрĕ. Олег Бабочкин 2-мĕш вырăна тухрĕ, Виталий Степанов 3-мĕш пулчĕ. Çамрăк кĕрешÿçĕсем те аслисенчен юлмарĕç, хăйсен виçисенче Дмитрий Андреев, Алексей Романов, Кирилл Яковлев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости