Искусство тата атте-анне хăвачĕпе

Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче усă курнă кино-оборудовани, «Киномеханик» журналăн хулăн подшивки, тĕрлĕ çулсенче халăх умне тухнă фильмсен афишисем, ĕç тумĕсем… Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене халалланă мероприяти тĕп хулари Пăр керменĕн фойинче çакăн пек пуян курав экспозицийĕсемпе пуçланчĕ.

Иртсе каякан çулталăкра тăван кинематографие аталантарас тĕлĕшĕпе те, ĕç профессийĕсене популяризацилеме те, хăйсен вăй-халне шеллемесĕр вăй хуракансене хавхалантарма та питĕ нумай мероприяти пурнăçланă. Тĕп хулари чылай кинотеатра çĕнетнĕ. Хăшпĕр район центрĕнче – Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта – çĕнĕ кинозалсем куракана йышăнма тытăннă. Чăваш Ен ертÿçи уява уçнă чухне çулталăк пирĕн регионшăн ăнăçлă иртнине палăртрĕ. «Суйланă профессире вун-вун çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанма тивĕç», – тĕрлĕ сферăра пултарулăхпа палăрнă ĕçченсене сцена çине йыхравласа вăл çакăн пек сăмахсемпе тĕрлĕ наградăпа, хисеплĕ ятсемпе чысларĕ. Умра вара – Раççейре пĕлтернĕ Экологи, республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсем. «Патшалăх политикинче экологи ыйтăвĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл чи малтанах тасалăхпа, чун тасалăхĕпе çыхăннă.

Ку вара чи малтанах амăшĕпе ашшĕнчен куçать», – терĕ Михаил Васильевич. Вăл нумай ача çитĕнтерекен çемьесене уйрăммăн тав туса вĕсене малашне те пулăшма шантарчĕ. Уява килсе çитнĕ сумлă хăна, телекуравçăсем «Любовь и голуби» фильм тăрăх лайăх пĕлекен Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов çак шухăша ырларĕ кăна. Пурнăçри чи хаклă çынсене халалланă çул çывхарнипе хавхаланса, сăмахĕсене хăй çырнă «Сын» юрăпа залра ларакансен чунне тыткăнларĕ. Чăваш Енре культура аталанăвне, çемье хаклăхĕсене мала хунине вăл тахçанах сăнаса тăнине пĕлтерчĕ. Çакăнта искусство хăватне ĕнентерме вара «Мужики» фильма кăтартнă хыççăнхи аса илĕвне залри халăхпа пайларĕ. «Ун хыççăн мĕн чухлĕ çыру килчĕ! Вĕсенчен саланнă 100-е яхăн çемье фильма пăхнă хыççăн çĕнĕрен чăмăртаннине пĕлтĕмĕр!».

Уяв хăнисене сцена çинчен республикăри чи ăста пултарулăх ушкăнĕсем, артистсем саламларĕç. Çапах та чи кĕтмен парне çулталăкри чи сумлă мероприяти тĕлне ятарласа йыхравланă «Премьер министр» эстрада ушкăнĕ пулчĕ.

Шухăш

Ольга ЕРИЛЕЕВА, Апаш культура çурчĕн заведующийĕ:

– Пăр керменĕнчи çÿллĕ шайри мероприяти республикăра ĕç çыннин профессине тата çемье хаклăхĕсене пысăк хисепе хунине тепĕр хут кăтартса пачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертсе пынипе регионра пурăнакансен халăхăн мĕн пур сийне пырса тивекен проектсем анлăн пурнăçа кĕреççĕ. Çитес çул вара амăшĕпе ашшĕн сумне ÿстерес, вĕсене ачасене çывăхрах пулма вĕрентес тĕллевпе уйрăмах çине тăрса тăрăшма тивĕ.

Надежда Михайлова, Котеркассинчи фольклор çурчĕн ертÿçи:

– Çулталăка çакăн пек вĕçлеме питĕ кăмăллă. Ĕç çыннин ятне çÿле хăпартни çакна тивĕçнĕ кашни ашшĕпе амăшĕшĕн çитес çула валли те пысăк хавхалану пулĕ. Эпир хамăра валли юрăсене ламран-лама илсе пынă пекех, амăшĕ – хĕрне, ашшĕ ывăлне хăйсен чун пуянлăхне парса хăварччăр. Пирĕн, культура ĕçченĕсем, çитес çул ĕç çав тери нумай.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости