Истори çаврăнса пăхма хистет

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Кÿкеçри культурăпа кану çуртĕнче аслă Владимир кнеç пурнăçран уйрăлнăранпа 1000 çул çитнине халалланă мероприяти иртнĕ.

Ăна ÿссе пыракан ăрăва Христиансен историйĕ, унăн паха енĕсем çине çаврăнса пăхма вĕрентес тĕллевпе ирттернĕ.

Мероприятие Хыркасси чиркĕвĕн протоиерейĕ Николай атте уç­рĕ. Вăл христиан тĕнĕн Раççей çыннисен пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Киев кнеçĕ Владимир ертсе пынă чухне (978-1015 çç.) Раççей çĕршывĕ христиан тĕнне йышăннă. Çакна халалланă мероприятисем 2015 çулхи январь уйăхĕнчен пуçланса çулталăк тăршшĕпех тăсăлĕç. Пухăннисене Мăнал чиркĕвĕн настоятелĕ, Вадим атте, «Владимир атте: Раççейĕн цивилизаци суйлавĕ» докладпа паллаштарчĕ. Районта иртнĕ «Крещение Руси как всемирно-историческое событие» сочиненисен конкурсĕнче çĕнтернĕ шкул ачисене дипломпа чысларĕç. Мероприяти программине «Классика» капелла юррисем пуянлатрĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости