Ишек тӑрӑхĕн каччисем – Германи çĕрĕ çинче

Владимир Егорович Михайлов Ырашпулӑх ялĕнче 1961 çулхи сентябрь уйӑхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен Ишекри вӑтам шкулта малалла ăс пухать. Унти 8 класс хыççӑн Чулхула облаçĕнчи флот училищинче икĕ çул вĕренсе «рулевой моторист» специальноçе алла илсе тӳрех ĕçе кӳлĕнет, Атӑл тӑрӑх çӳрет. 1980 çулта кĕркунне Владимир салтак атти тăхăнать. Унӑн çар пурнӑçĕ Германири Люббен хулинче связист ĕçĕнчен пуçланать. Чӑваш Енрен вӑл пĕччен пулнӑ. Çамрӑка 3-мĕш класлӑ радиолини механикĕнчен, хӑйĕн специальнӑçне лайӑх пĕлнине кура, 2-мĕш класлӑ специалиста куçараççĕ. Владимир Егорович спортпа туслӑ пулнӑ, 24 км чупса иккĕмĕш вырӑн та йышӑннӑ. Канмалли кунсенче нимĕç салтакĕсемпе футболла вылянӑ.

Ырашпулӑх каччи çĕршыва тивĕçлĕ салтак пулма тӑрӑшнӑ. Рота командирĕн посыльнӑйĕ пулнипе Люббен хулине сахал мар тухса çӳренĕ. Вӑл 1982 çулхи октябрь уйӑхĕнче тӑван яла «Совет Çарĕн отличникĕ» паллӑпа, рядовой званийĕпе таврӑнать, тӳрех «Слава» совхозра 3-мĕш разрядлӑ слесарьте ĕçлеме тытӑнать. Пултаруллӑ çамрӑка часах 5-мĕш разряд параççĕ. Совхозӑн пĕрремĕш уйрӑмĕнче КЗС-ра машинист ĕçне шанаççĕ. Владимир Егорович нумай çамрӑка ĕçлеме вĕрентет, 2001-2003 çулсенче водительте те тӑрӑшать. Тырӑ турттарнӑ, пахча çимĕç пуçтарнӑ çĕрте те унӑн тӳпи пысӑк.

2003 çулхи май уйӑхĕнче Владимир Егоровича шӑпа Шупашкарти пĕр организацие автомобильсене юсанӑ çĕре илсе çитерет, унта вăл слесарьте ĕçлет. Пултаруллӑ та хастаррине кура ăна 2006 çулта 6-мĕш разряд параççĕ. Мĕнле кӑна автомашина тухман пулĕ унӑн ылтӑн алли витĕр! Пурне те хӑвӑрт пулӑшу пама тӑрӑшнӑ вӑл.

2011 çултан тытăнса Владимир Егорович Чаканарта вырнаçнӑ «Шупашкарти мамăк фабрикинче» слесарьте тӑрӑшать.

Екатерина Григорьева, Мӑн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости