«Йывăç ĕмпĕвĕ тата тарçи»

Этем ĕçĕпе ырă

Ÿркенмен ăста пулнă. Çаплах Вячеслав Эткер пирки те калама пулать. Ÿнерçĕ кирек хăш туратра, тункатара эпир курман, туйман асамлăха курать – йывăçран тĕрлĕ скульптура касса кăларать.

Çăкапа пĕр чĕлхепе

Иртнĕ эрнекун Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Чăваш художникĕсен союзĕн членĕн, Шупашкар районĕнчи Тимой ялĕнче çуралса ÿснĕ Вячеслав Андреевăн (Эткерĕн) «Йывăçсем тата эпир» куравĕ искусствăна хаклакансене пуçтарчĕ. Пухăннисем ÿнерçĕ ĕçĕсене тĕрлĕ енчен хак пачĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова район ăстапа мăнаçланнине палăртрĕ. Тав хучĕпе чысланă май скульптор район уявĕсене, музейри уçă тÿпе айĕнчи «Чăваш картишĕ» экспозиципе илемлетнине, пултарулăхĕпе малашне те район пурнăçне пуянлатассине шаннине пĕлтерчĕ.

ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Оринов Вячеслав Эткере тав хучĕпе чысласа вăл чăн-чăн чăваш пулнине асăрхарĕ. Унăн философиллĕ шухăшлавĕ ĕлĕкхи халапсене куçкĕски пек сăнарлать, мăн асаттесен паха пĕлĕвне ăша хывма пулăшать.

Вячеслав Эткер йывăçăн вăрттăнлăхне уçса пама пĕлет, çут çанталăкри ахаль япаласенче тĕлĕнтермĕш курма пултарать. Унăн пултарулăхĕ вăй-хăвата çирĕплетет, илемлĕхе хаклама май парть – çак шухăша Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов палăртрĕ. Паллă краевед, литературовед Виталий Станъял скульптор пирки «йывăçсен ĕмпĕвĕ тата тарçи» терĕ, мĕншĕн тесен вăл кăна вĕсен кăмăл-туйăмне палăртма пултарать.

Чылай çул йывăçпа ĕçленĕ хыççăн Вячеслав Андреев хăйĕн стильне тупать, йывăç пластикине алла илет. Çăкапа вăл пĕр чĕлхепе калаçать. Хăйĕн стильне хальхи вăхăтри авангард тесе палăртать.

Йывăçран касса кăларнă скульптурăсемпе пÿрт ăш-чиккине те илемлетме пулать. Вячеслав Эткерĕн чылай ĕçне коллекционерсем, предприятисем туянаççĕ. Курава килнĕ предприятисен ертÿçисенчен пĕри ăстаçăпа малашне те тачă çыхăнура пулассине шанса ăна пуртă хатĕрĕсен пуххине парнелерĕ. Чăваш халăх художникĕ Юрий Матросов тата ыттисем малашне те çакăн пек пуян курав йĕркелессе шаннине пĕлтерчĕç. Райадминистрацин культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова вара чăваш культурине упранишĕн тата ăна çамрăк ăрăва пама тăрăшнишĕн ÿнерçе тав турĕ.

Пуленккене çунтарма шел

Вячеслав Эткер 1990 çултанпа республикăри художниксен куравĕсене хутшăнать. 1997 çулта Шупашкарта унăн ятарлă куравĕ уçăлнă. Ÿнерçĕ ача чухнех йывăçран касса тĕрлĕ кÿмпе ăсталама хăтланнă. «Мĕнле йывăçпа ĕçлемеллине, ăна епле типĕтмеллине, мĕнлерех каскаламаллине пĕлмен эпĕ. Вĕрентекен те пулман, – тет вăл. – Салтакра Украина, Беларуç ачисемпе пĕрле йывăçран каскаласа пирус туртмалли вырăн турăм: йÿплĕ йывăçа тымарĕсемпе çÿлелле лартрăмăр, кĕрсе тухмалли, çÿлте вара ăмăрт кайăк кĕлеткине касса кăлартăмăр». Смоленск хулинчи çар штабĕнчи территоринче тимĕрçĕ лаççи пулнă. Унта çамрăк Эткер тĕрлĕ инструмент ăсталанă. Салтакран таврăнсан çак çĕçĕсемпе çăкаран каскаласа ăпăр-тапăр тума вĕреннĕ вăл.

Вячеслав Андреев И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче ăсталăхне туптанă. Ун хыççăн чулпа, бетонпа тата металпа та ĕçлеме вĕреннĕ. Çапах та йывăçран тĕрлĕ скульптура касса кăларасси ăна ытларах илĕртнĕ. Хăйĕн стильне тупиччен тĕрлĕ формăпа ĕçленĕ. Скульптурăсене куравсене тăратнă, анчах унăн ĕçĕсене йышăнман. «Чăвашăн мар, таçтан аякран, Африка, Скандинави тăрăхĕнчен илсе килнĕ тесе тиркерĕç. Тарăхнипе парк скульптурисемпе аппаланма пуçларăм», – тет вăл иртнине аса илсе. Вячеслв Эткер монумент скульптурисене, чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă юпасене касса кăларать. «Кашни халăхăн хăйĕн пуянлăхĕ. Пирĕн те йăла-йĕркене чĕртсе, аталантарса ачасене вĕрентсе хăвармалла. Йăла-йĕркене çухатсан хамăра та çухатăпăр», – тĕп шухăша палăртать художник.

Вăл ăсталăхне çамрăк ăрăва та пама хăтланнă. «Малтанласа хавхалансах пуçлаççĕ. Анчах кунта тимлĕ, тăрăшуллă пулни кирлĕ-çке. Хальхи ачасен аллинчен вара телефон каймасть», – тет ăстаçă. – Скульптурăсене çĕçĕпе каскаланă пирки питĕ асăрхануллă пулмалла, алăсене упрамалла, уйрăмах бензопăчкăпа ĕçленĕ чухне». Ăстаçă йывăçа чун кĕртиччен хут çинче пулас скульптурăсен ĕлкине тăвать е вĕсене пластилинран йĕркелет.

Ÿнерçĕ йывăç пирки пĕр чарăнми калаçма пултарать. Мунчара вучахра вут пуленккине те çунтарма шел ăна. Кашни йывăçăн хăйĕн илемĕ – ăна курма çеç пĕлмелле иккен.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости