Йышăнмалли çеç юлнă

Паянхи кун тĕлне Шупашкар районĕнчи кăçал капиталлă юсав тума палăртнă нумай хваттерлĕ çуртсенче хăшĕ-пĕринче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, ыттисенче вара çитес вăхăтрах пĕтмелле.

Аса илтеретпĕр: 2015 çулта çакнашкал 12 çурта юсама палăртнă. Капиталлă юсав фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Кÿкеçри «Первомайская» урамри 7, 9, 13-мĕш çуртсенче ĕçсене вĕçленĕ, вĕсене патшалăх комиссийĕ те йышăннă ĕнтĕ. Кÿкеçри «Советская» урамри 65, 76, 86-мĕш тата К. Маркса урамĕнчи 108-мĕш çуртра тата Çĕнĕ Тутаркассинчи «70 лет Октября» урамсенчи 6, 12-мĕш, «Набережная» урамри 25-мĕш çуртсенче ĕçсене 95% пурнăçланă. Çĕктер поселокĕнчи «Волжские зори» урамри «1а», «1б» çуртсенче юсав пĕтернĕ. Çитес кунсенчех асăннă çуртсенче патшалăх комиссийĕ тĕрĕслев ирттерĕ.

Çитес çул районта миçе çуртра капиталлă юсав ирттерĕç? Хальлĕхе паллă марха.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости