Йăла-йĕрке управçисем

Район чăваш халăхĕн йăли-йĕркине куç шăрçи пек упракан, çи-пуçне хăйсен аллисемпе ăсталакан маçтăрсемпе пуян. Çакна мартăн 3-мĕшĕнче Кÿкеçри культура çуртĕнче уçăлнă «Наци тата культура йăли-йĕркине упраса хăварасси тата ламран лама куçарасси: амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне» куçса çÿрекен курав та çирĕплетсе пачĕ. Ăна Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалланă.

Куравра ял тăрăхĕсенчи темиçе ăру ăстисен ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Вĕсене ЧР патшалăх канашĕн вице-спикерĕ Альбина Егорова, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, ЧР хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алевтина Исаева, «Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕ» правленин членĕ Елизавета Абрамова, Шупашкарти Мускав районĕн хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Нина Глотова та курса киленчĕç. Унччен вара сумлă хăнасене чăвашсен ырă йăлипе Çĕньял ял тăрăхĕнчи «Кăмăл» çемье ансамблĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.

Ăстаçăсем ламран лама куçакан йăла-йĕркене упраса пыраççĕ. Хĕрарăмсем тĕрĕ тĕрлессинче, чăлха-нуски çыхассинче, çăматă йăвалассинче тата ытти ал ĕçĕнче маттуррине кăтартса пачĕç. Наци музыка инструменчĕсене, йывăçран, тимĕртен хĕртсе мăлатукпа шаккаса тĕрлĕ япала ăсталассинче вара арçынсем палăрчĕç. Тĕлĕнмелле хитрелĕхĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе илĕртеççĕ вĕсен ĕçĕсем. Акă Апаш ял тăрăхĕнчи Лидия Николаева тĕрлĕ шăрçаран, вак укçаран ĕлĕкхи йăли-йĕркипе хушпу-тухьясем, умçаккипе теветсем хатĕрлет. Капăрлăхсене тума мăнукĕ те пулăшать ăна, шăрçасем тирсе парать. «Хуняма хушпăвĕпе туйсенче юрлма-ташлама çÿреттĕм. Хитрелĕхне çухатнă пуçа тăхăнмалли хатĕре мĕнле юсамаллине иккĕмĕш анне кăтартрĕ», – тет ăста. Çакăнтанпа хушпу çыхма, тĕрĕ тĕрлеме пуçланă та вăл.

Ишлей ял тăрăхĕнчи Алевтина Ильина хăйĕн хĕрĕпе Светланăпа сурăх çăмĕнчен çăматă йăвалать. Çакна вĕсем аслашшĕ-асламăшĕнчен вĕреннĕ. Çăматăна тĕрлĕ сăрăллă çăм çиппипе эрешлесе илемлетеççĕ.

Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Лиза Григорьева та йăваланă çăм тапочкисене тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе тĕрлесе илемлетет. Çак ял тăрăхĕнчи тĕрĕçĕ ăсти Луиза Степанова курава ăруран ăрăва куçса пынă 400 çулхи сурпанпа килнĕ, çи-пуçа пĕр вырăнта саплăк лартма та тивнĕ ĕнтĕ.

Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчĕн пĕчĕк ывăлĕпе килнĕ Кристина Кудряшовăн оригами мелĕпе тунă ĕçĕсене те асăрхамасăр иртеймĕн. Зинаида Чумакина вара вĕтĕ шăрçаран чечек турачĕсем çыхнă, вĕсене куршака «лартнă». Хурăнлăх ялĕнчи Михаил Платонов мăнукне атă-пушмак юсама вĕрентет. Николай Фомиряков выльăх мăйракинчен, кĕпçерен, хăмăшран касса тунă авалхи чăвашсен шăхличĕпе каласа кăтартрĕ. Музыка инструменчĕсене тума ачасене те вĕрентет вăл. Кăшавăш ял тăрăхĕнчи ача-пăча садĕнче вăй хуракан Регина Черновăн пуканисене вара пăхса ытармалла мар. Вĕсене хăй аллипе çĕлесе, тĕрлесе илемлетнĕ, тĕрлĕ халăх çи-пуçне тăхăнтартнă вăл.

ЧР патшалăх канашĕн вице-спикерĕ Альбина Егорова курав районти хĕрарăмсен пултарулăхĕн анлăшне кăтартса пани пирки каларĕ. Чăваш халăх, çемье йăли-йĕркине ачасене вĕрентсе ÿстернĕшĕн, асатте-асаннесенчен юлнă эткерлĕхе упраса çĕнĕ сĕм парнеленĕшĕн хавхаланнине палăртрĕ вăл. Алевтина Исаевăна патшалăх канашĕн депутачĕн пулушуçи пулнине çирĕплетекен удостоверение пачĕ. Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев район ăçтаçисем муниципалитета тĕрлĕ мероприятире кăтартма тивĕçлĕ пулнăшăн савăннине пĕлтерчĕ. ЧР хĕрарăмсен канашĕн чи хастар членĕсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысларĕç. Уяв Чăваш патшалăх академи симфони капеллин концерчĕпе тăсăлчĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости