Йĕлтĕрпе кăна мар, мотоблокпа та

Иртнĕ канмалли кунсенче çăварни уявне паллă тума сарапакассисем те футбол уйĕнче пуçтарăннă. Кунта вĕсем хĕле ăсатса катемпи çунтарнă, тĕрлĕ тупăшура вăй виçнĕ, юрланă-савăннă.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса вăй виçнĕ. «Тăватă çулти Яша Цехон стартра чи çамрăкки пулчĕ, 78-ти Иван Мульков – чи ватти. Йĕлтĕрпе кăна мар, мотоблокпа та ярăнчĕç ачасем. Вĕсемшĕн çак транспорт хатĕрĕ çăварнире лаша вырăнĕнчех халĕ», – редакцие шăнкăравласа пĕлтерчĕ Сарапакасси ял старости Николай Трофимов. Сăмах май, çакăн йышши мероприятисене халăх валли вăл йĕркелесех тăрать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăннин пĕлтерĕшне ку тăрăхра та, Шупашкар районĕнчи ытти тăрăхри пекех, тахçанах ăнланса илнĕ.

ТАТЬЯНА МАЙОРОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости