Йĕлтĕр трасси ярăнма йыхравлать!

Вăш та вăш! шуса пырать йĕлтĕр… Çук, çук, шуса мар, вĕçсе пырать! Çăмăллăн ярăнакансене курса хăвăн та ирĕксĕрех йĕлтĕр çине тăрас килсе каять. Февралĕн 14-мĕшĕнче йĕлтĕр сырса «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2016» чупăва хутшăнман çын çав кун нумай çухатрĕ. Кунта килнисем вара кĕлеткене пиçĕхтернипе пĕрлех лайăх кăмăл-туйăмлă та пулчĕç. Трасса хăй мĕне тăрать?! Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чупмашкăн ăна тахçанах такăрлатса питĕ меллĕ тунă. Кунсерен унпа çĕр-çĕр çын ярăнать.

Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс стадионĕ 34-мĕш хут иртекен чупăва районта пурăнакан 2537 çынна пĕр çĕре пухрĕ. Чылайăшĕ чупас тĕллевпех килнĕ, çавăнпа та ир-ирех тренировкăсем ирттерчĕç. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене саламламашкăн сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: ЧР тарифсен тата конкурентлă политика патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ЧР ачасен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар районĕн тата администраци пуçлăхĕсем Андрей Николаевпа Георгий Егоров. «Пурнăçра чи кирли – сывлăх, çавăнпа та хусканусем тума ан ÿркенĕр», – пурне те ăнăçлă старт сунчĕ Альбина Егоровна. Георгий Иванович массăллă мероприятие хутшăнакансем çулсерен йышланса пынине, уйрăмах ача садне çÿрекенсен чупăвне сăнамашкăн интереслĕ пулнине палăртрĕ. Андрей Геннадьевич вара йĕлтĕр сырса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Иртнĕ çулсенчи пекех кăçал та йĕлтĕр спортне кăмăллакансем темиçе ушкăнра тĕрлĕ дистанципе тупăшрĕç. Садиксенчи ачасен чупăвне сăнаса тăмашкăн питĕ кăсăклăччĕ, стартран пурте пĕрле ыткăнса чи вăр-варрисем финиша пĕрремĕш çитрĕç, хĕрачасенчен – Елена Богданова, арçын ачасенчен вара – Максим Илюхин.

Чупассипе районта çемйипех интересленекенсем те пур. Йĕлтĕрпе чупассипе малта пыракансем камсем тетĕр-и? Кÿкеçри Павловсем! Физкультурăпа туслă пулин те хăйсем мала тухасса ĕмĕтленмен иккен. «Паллах, çăмăл пулмарĕ, çĕнтерессе шухăшламан та эпир», – кăшт тĕлĕнсе те, савăнса та харăссăн пĕлтерчĕç дистанцие хыçа хăварсан.

VIP-чупура кăçал Янăш ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Грачев финиша чи малтан ыткăнса çитрĕ. Старта тăнă хĕрарăмсене вара райадминистрацин экономика тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Софронова çĕнтерчĕ.

Çÿл ÿсĕмне – чи кĕçĕнни 3,5 çулта, чи асли 76-ра – шута илсе тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче Павел Цветков, Евгений Морунов, Александр Шихматов, Анатолий Кузьмин мала тухрĕç. Хĕрарăмсенчен тĕрлĕ ушкăнра вара Роза Алексеева, Регина Руманова, Надежда Иванова, Анастасия Егорова, Марина Комиссарова çĕнтерчĕç. Марина çамрăк чухне ку енĕпе питĕ хастар пулнă иккен, çемьеленсен вăхăт сахаллине кура спорта иккĕмĕш вырăна хăварма тивнĕ, юлашки вăхăтра вара çамрăк хĕрарăм ку кăлтăка пĕтерес тенĕ, çак кун ав мала тухма та тĕллев лартнă вăл. «Пĕрремĕш е иккĕмĕш пулатăпах тенĕччĕ», – савăнăçлăн пĕлтерчĕ спортсменка.

Мĕн чухлĕ сăнатăп, кирек мĕнле ăмăртăва та шкул ачисем хастаррăн тата нумайăн хутшăнаççĕ. Ку паллă ĕнтĕ, яшсемпе хĕрсен такамран ытла сывă пурнăç йĕркипе туслă пурăнмалла. Хальхинче те çаплах, чупăва тухакансем йышлăнччĕ. Стартран мĕнле ыткăнчĕç çавнашкалах финиша çитсе тăчĕç темелле, вĕсен хăвăртлăхĕ чăннипех те пысăк! Вăтам шкулсенчи арçын ачасенчен Роман Соловьева (Атайкасси шкулĕ), хĕрачасенчен Диана Трофимовăна (Янăш шкулĕ) çитекен пулмарĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вара Александр Васильев, Вероника Гордеева – иккĕшĕ те Çатра-Лапсар шкулĕнчен – мала тухса палăрчĕç.

Мала тухнисене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Йĕлтĕр çине тăнă чупури чи çамрăк Константин Кириллова тата чи аслă Владимир Васильева та парнесĕр хăвармарĕç.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости