Йĕп пек çухалнă

Иртнĕ эрнере РФ ШĔМĕн районти уйрăмне криминаллă сĕмлĕ 38 хыпар çитнĕ, 7 уголовлă ĕç пуçарнă. Çыннăн сывлăхне юри сиен кÿнĕ, влаç представительне кÿрентернĕ, гаражсенчен, дачăсенчен çаратнă, банк карточкинчен вăрланă, суррогат алкоголь продукцине сутнă тĕслĕхсем.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр салинче пурăнакан 55 çулти Людмила Петрова Шупашкар районĕнчи «Хыркасси» чарăнăвĕнче çухални пирки пурте илтнĕ ĕнтĕ – массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсенче хыпарсем вырнаçтарнă. Мартăн 12-мĕшĕнче ирхине 9 сехет тĕлнелле хĕрарăм асăннă чарăнура анса юлнă та йĕп пек çухалнă… Паян кунччен нимĕнле хыпар та çук. Видеокамера çырса илнинчен, Людмила маршруткăран ансан çул хĕррипе Явăш еннелле утни паллă. Тăванĕсене вăл Шупашкарти пасара каятăп тесе пĕлтернĕ, маршруткăри пĕлĕшĕсене вара – ĕçе.

Хĕрарăм çухалнине пĕлсенех йĕрке хуралçисем, волонтерсем, тăванĕсем шырав ĕçне кÿлĕннĕ. Людмилăн тăван аппăшшĕ Валентина пĕлтернĕ тăрăх, лайăх хыпарсем çук-ха. Çынсенчен шăнкăравсем пулкаланă, анчах та вĕсем нимĕнле чăнлăхпа та çирĕпленмен, сăмахран, ăна Шупашкарти автозаправкăра курнă имĕш, сăнласа панă тăрăх вара вăл пачах та Людмила евĕрлĕ пулман.

Тăванĕсем Людмилăшăн питĕ пăшăрханаççĕ, çавăн пекех вăл опекăна илнĕ виçĕ ачишĕн те. Хĕрарăм хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратсан виçĕ ачана хăйĕн хÿттине илнĕ-мĕн. Енчен те амăшĕ тупăнмасан вĕсен шăпи мĕнле йĕркеленесси пирки калама та йывăр…

Л. Петрова пирки илтнĕ-курнă кирек мĕнле хыпара та 89603149697, 02, 102 (кĕсъе телефонĕнчен) шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Людмила Петрова çав кун хура сăран кĕске пальтопа (çÿхи тата çанă вĕçĕсем – çăмлă), хура беретпа, тĕттĕм кавак джинс шăлаварпа, кĕлеллĕ сăран хура атăпа пулнă. Ыттисенчен уйăрмалли паллăсем: сулахай куçĕ куç хупанкипе хупланнă. Çакна та асăнса хăвармалла: хĕрарăм юн пусăмĕн чирĕпе аптăрать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости