Кавир çинче – ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем

Декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕн хисеплĕ çыннине, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Виталий Смородинова халалласа Апаш клубĕ çумĕнчи спортзалта ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе республика турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртăва уçнă çĕре сумлă хăнасем те хутшăннă – ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Князев, Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров тата ыттисем те.

Виталий Иванович Смородинова районта кăна мар, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл – Шупашкар районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес меслете йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Виталий Иванович ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе 3 спорт мастерĕ, 30 ытла спорт мастерĕн кандидатне хатĕрленĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес ăмăртăва Канаш, Вăрмар, Вăрнар, Шупашкар, Красноармейски районĕсенчи, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри хулисенчи, Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕн, «Спартак» ДЮСШ командисем хутшăннă. Шупашкар район чысне Тутаркасси, Кÿкеç, Ишлей, Апаш тăрăхĕсенчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хÿтĕленĕ.

Виталий Смородинов ĕçне Апаш енре малалла пурнăçласа пыракан Иосиф Соловьев тренер вĕренекенĕсем те ăмăртăва хутшăннă. Ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăха çав енчи хĕрачасем питĕ аван алла илнĕ. Арçын ачасем те маттур. «Ăмăрту тивĕçлĕ шайра иртрĕ, çынсем нумай пуçтарăнчĕç. Канаш тата Шупашкар хулин командисем вăйлă хатĕрленнĕ. Пирĕннисем те аван кĕрешрĕç», – пĕлтерчĕ Иосиф Соловьев.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости