Каллех утьăкка сиктерес ĕмĕтпе

Пурнăç çулĕ такăр мар

Чăрăшкассинчи Çĕнĕ урамри Ивановсен кил-çурчĕ ыттисенчен темпех уйрăлса тăмасть – хăтлă та тăн-тăн. Алăк урати урлă каçсанах тирпейлĕхпе тасалăха хаклакансем пурăннине туятăн – пысăк та таса чÿречесене илемлĕ чĕнтĕр капăрлатать, стенасене обойсем хăтлăх кĕртеççĕ… Кил хуçин – Любовь Владимировна Ивановăн – çуралнă кунĕ тĕлне ачисем пÿлĕмсене юсаса хитрелетнĕ.

Анне ăшшине туймасăр

Хăçан та пулин çакăн пек ырлăхра пурăнасси çинчен шухăшланă-ши мартăн 22-мĕшĕнче 65 çул тултарнă Любовь Владимировна? Çук та пулĕ, пурнăç кустăрми мĕн пĕчĕкрен тикĕс çулпа чупман, нуши-тертне, çухатăвне сахал мар тÿссе ирттерме тивнĕ унăн. 3 çулта амăшĕсĕр тăрса юлни чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Амаçури амăшĕ çывăх çын пулайман: ăшшине ют ачасене мар, каярах çуралнă тăван тĕпренчĕкĕсене парнелеме тăрăшнă. Чи асли пулнă май Люба 5-8-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтрах Шупашкарти хăй пурăнакан çурт подъездне тасатса тăнă, ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе кĕнеке-тетрадь туяннă. Канмалли кунсене ашшĕ тăванĕсем патĕнче, чĕри туртнă Сархурăн ялĕнче, ирттерме тăрăшнă. Ял пурнăçне кăмăлласах ĕне сума, выльăх-чĕрлĕх пăхма хăнăхнă, инкĕшне пахчари ĕçсене пурнăçлама пулăшнă. 8-мĕш класс пĕтерсен 16 çула та çитмен хĕрача Чапаев ячĕллĕ заводра рабочире ĕçлеме тытăннă.

Турă çапла çырнă…

17 çул тултаричченех арăм пулса тăрать Любовь Владимировна – Лапракасси ялне юлташ хĕрĕ патне хăнана килнĕскере 9 çул аслăрах каччă вăрласа кĕрет. Ят тухасран шикленнипех шăпипе çырлахать вăл. «Турă çапла çырнă ĕнтĕ, унччен те пурнăç пылпа çу пулман та», – тет вăл паян. Ирĕксĕр арăм пулса тăнă хыççăн завода таврăнмасть вăл, вырăнти колхозрах ĕç тупать. Вунă çул ытла бригадăра ĕçленĕ – утă çулнă, тавăрса типĕтнĕ, улăм урисем купаланă, сеяльщик пулса тырă акмалли агрегат çинче çÿренĕ. Пăруланă ĕнесен уйрăмĕнче 20 çул ытла дояркăра вăй хунă. Мĕн кăна курма тÿр килмен çак вăхăтра?! Тин çеç çут тĕнчене килнĕ, амăшĕ çуласа типĕтнĕ пăрусене пилĕк çине çавăрса хунă та ятарлă клеткăна йăтса çитернĕ. Пĕрремĕш хут пăруланă выльăха сума хăнăхтарасси мĕне тăрать?! «Хĕненĕ пек, алă-ура кăн-кăвакчĕ. Сумалли аппаратпа бидон пĕр еннелле, хам тепĕр еннелле вăркăнаттăм», – иртнине куç умне кăларать вăл.

Кашни пуса шутланă

Ирхи шуçăмпах васканă фермăна ĕçченсем. Утă-улăмпа сенажсăр пуçне вакласа вĕтетнĕ кăшмана карçинкки-карçинккипе хырăм çине таянтарса йăтнă – йывăррине пăхма-и?! Мăшăрĕ платникре, фермăсенче вăй хунă. Пус хыççăн пус пухса мăшăр малтан мунча евĕр пĕчĕк пÿрт çавăрнă, кăшт пурăнсан пысăкраххине хăпартма вăй çитернĕ. Колхозра çуртсем туса валеçме тытăнсан Ивановсем Чăрăшкассине пурăнма куçнă. 8 ачана кун çути кăтартнă вĕсем – шел, 2-шĕ пĕчĕклех вилнĕ. Мăшăрĕн аппăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕрен унăн ачине те усрава илнĕ вĕсем.

Тĕпренчĕкĕсем ĕçе явăçса çитĕнсе пыраççĕ, савăнса пурăн кăна, анчах инкек… 20 çула яхăн пĕрле пурăннă мăшăрĕ чире пула çĕре кĕрет. 7 ачапа пĕччен тăрса юлать 37 çулти çамрăк хĕрарăм, ачисем пĕринчен тепри пĕчĕкрех. Пур çĕре те ĕлкĕрмелле – колхозра та, хĕл каçма вут-шанкă та хатĕрлемелле. «Шупашкар çывăхĕнчен турттарса килнĕ çĕр кăмрăкĕ çунасшăн мар…» – асрах упранаççĕ иртнĕ йывăрлăхсем. Чылай çынна пытарма лекнĕ ăна ĕмĕрĕнче – хунямăшне, 2 ачине, мăшăрне, ÿссе çитсе 2 ача ашшĕ пулнă усрав ывăлне… Çакă, паллах, пĕр йĕрсĕр иртмен.

Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать

Ачисем професси илнĕ, кĕçĕн ывăлĕсĕр пуçне пурте çемьеллĕ – çакăншăн савăнать паян Любовь Владимировна. 4 хĕрĕпе 2 ывăлĕ унăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ, темиçе çул каяллахи инкеке – юн пусăмĕ пысăккипе картлашкаран ÿксе хытах суранланнине – манма амăшĕ валли ăшă та ырă сăмахсем яланах хатĕр. «Ÿкнĕренпе выльăх-чĕрлĕх тытма, алă ĕç тума пăрахрăм. Халĕ вăхăта телевизор курса, хаçат-журнал вуласа, радио итлесе ирттеретĕп», – тет вăл. Пÿрнесем туйманран, алă çĕкленменрен çÿçне те касма лекнĕ ун чухне. Халĕ, темиçе çул иртсен, вăй пухăнса пынине сисет вăл, урама тухса çÿрет, килти ĕçсене пурнăçлать.

«Ачасемпе мухтанма хушман, эпĕ вĕсемпе савăнатăп», – тет вăл. Вĕсем ăна яланах пулăшма хатĕр. Çитĕнсе пыракан 12 мăнукĕ кичемленме памаççĕ – килсех çÿреççĕ. Любовь Владимировна кĕçĕн ывăлĕн ачисене утьăкка сиктерме ĕмĕтленет.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости