Кам вăл патриот?

Пурте мĕн пирки те пулин ĕмĕтленетпĕр, малашлăх пирки шухăшлатпăр. Çавăнпа уйрăлса тăратпăр та чĕр чунсенчен. Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пуласшăн, телей тенине те çакăнпах çыхăнтаратпăр.

Мĕнпе асра?

Паянхи çитĕнекен ăру шухăш-ĕмĕчĕ аслисенчен чылай енĕпе уйрăлса тăрать. Калăпăр, 40-50 е ытларах та çул каяллахипе танлаштарсан çĕршыв малашлăхĕ пирки тарăнрах шухăшлани палăрать. Ун чухне çĕршыв хуçалăхне вăрçăпа арканнă хыççăн ура çине тăратасси тĕп вырăнта пулнă. «Вăрçă ачисен» кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çак тĕллевпе çыхăннă. Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннисем, тылра çĕнтерÿшĕн ырми-канми тăрăшнисем паян сахалланса юлчĕç. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр вăхăтра килнисен йышĕ те чаксах пырать. Вĕсем те çĕршыв хăватне çирĕплетессишĕн сахал мар вăй хунă.

Ял пурнăçĕнче вĕсене пулăшса пыракан ăс-хакăл çыннисем (интеллигенци) пулнă, идеологи ĕç-хĕлĕн хастарĕсем шутланнă. Умри тĕллевсене пурнăçласа вĕсем ял халăхне мобилизацилеме пулăшса пынă. Ачасен ашшĕ-амăшне тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕç, «Приволжское» вĕрентÿ хуçалăх (халĕ ОАО) ĕçĕсене тÿрремĕнех хутшăнчĕç. Ĕççи вăхăтĕнче уй-хире, фермăсене агитаципе çÿренĕ, хаçатсем кăларнă, лекцисем вуланă. 1947 çулта Яков Архипович Остеров пуçарнипе Мăналта йĕркеленнĕ хор курăмлă çитĕнÿсем турĕ. Хора ытларах шкулти учительсем çÿренĕ. Республикăри смотра хутшăнса хор лауреат ятне те тивĕçрĕ.

70-мĕш çулсенче ку хор пултарулăхĕ пысăк шая çĕкленчĕ. Районти уявсенче кăна мар, ытти çĕре çÿресе те ырă ята тивĕçрĕ. Çĕрпÿ районне те, Шупашкар районĕпе ăмăртакан Етĕрне районне те, Муркаш районĕнчи ялсене те кайса çÿрерĕ. Телестудире ирттерекен «Ял çутисем» передачăна та хутшăнчĕ. Республикăри юрă уявĕсенче лауреат ятне тивĕçрĕ. Ку çитĕнÿсем вара хор 70-мĕш çулсенче чылаях йышланнă чух пулса пычĕç. Вĕренÿ хуçалăхĕнчи тепĕр (Кăшавăш) шкулти вĕрентекенсем, ял ĕçченĕсем, специалистсем хастар хутшăннипе ĕç килĕшÿллĕ пулса пычĕ. Вĕрентекенсем те, хуçалăх ертÿçисем, партипе комсомол тата профсоюз комитечĕсем тачă çыхăнса ĕçленипе хуçалăхăн производство кăтартăвĕсем те, экономики те, культура енĕпе те районта кăна мар, республикăра та, Раççейре те мухтава тивĕçлĕ пулчĕç. Шкул коллективĕ хуçалăхăн уйрăлми пайĕ, 3-мĕш производство пайĕ пулса тăчĕ. Хуçалăх хăй те кунти 2 шкулшăн шеф (хальхилле каласан – спонсор) ятне илчĕ. Çавна май шкул ĕçченĕсем те унпа шкул хушшинчи килĕшÿ тăрăх тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курнă. Сывлăха çирĕплетме кану çурчĕсене турист путевкисемпе кайса çÿренĕ: Мускава, Ленинграда, Чĕмпĕре, Волгограда, Атăл тăрăх Ярославльтен пуçласа Астрахань таранах теплоходпа, чикĕ леш енчи социализмла çĕршывсене. Шупашкарти минераллă шывпа тата пылчăкпа сиплекен сиплев учрежденинче сывлăха тÿлевсĕрех çирĕплетнĕ.

Шкул хуçалăхĕн 3-мĕш уйрăмĕ шучĕпе вĕренекенсен производство бригади те ĕçе пикенчĕ. Вăл выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе кăшман ÿстерчĕ. Районти шкулсем хушшинче кунĕпе ăмăрту пынă, ăна ĕçпе кану лагерĕсенче йĕркелесе тăнă. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ майлă хавхалантарнă. Ĕçре палăрнисене хуçалăх дирекцийĕ хаклă парнесемпе чысланă. 1984 çулта Кăрмăш ялĕнче вăтам шкул çуртне хута ячĕç. 1989-1990 çулсенче Мăналти вăтам шкулăн иккĕмĕш çуртне туса ĕçе кĕртрĕç. Унпа пĕрлех ачасен производство бригадинче ĕçлесе усă курма çамрăк механизаторсене вĕрентсе хатĕрлеме МТЗ-80 трактор, информатика предметне вĕрентме 20 компьютер парнеленĕ. Çакăн пек курăмлă та сумлă улшăнусем тата вĕсемшĕн тивĕçнĕ парнесем ку шкулсен историйĕнче пулман та пулĕ.

Улшăнусем

1990 çулсен пуçламăшĕ вара хура йĕрпе çырăнса юлчĕ. Малтан çирĕпленнĕ ырă йăла шкулсен пурнăç йĕркине тÿрех пăсайман чухне культура аталанăвĕн хумне хавшатайман-ха. Шкул историйĕнче ырă йĕр хăварнă ветеран-педагогсем хавхаланăва чакарман-ха. В.С. Ярославцев, В.М. Ярославцева, Р.И. Петрова, М.Г. Шимешов, Л.Н. Шимешова, В.Н. Тюменева, А.С. Кушников, Г.Д. Казанькова, Н.И. Коннова, В.Н. Абрамова тата хăшĕ-пĕри малтанхи вут-хĕлхеме сÿнме памарĕç. «Юрлас килекен пулчĕ», – тетчĕ вара Яков Остеров тепĕр чухне палăртнă репетицине ирттереймен чухне. Пирĕн телее, пенси çулне çитсен те Яков Архипович хăйĕн ĕçри хастарлăхне чакармарĕ: клуба та çÿрерĕ, хуçалăхăн пĕрлехи хорне ертсе пычĕ, шкул ачисене те манмарĕ.

Вĕренÿ хуçалăхĕпе пулнă тачă çыхăнусенче те чăрмавсем тухма пуçларĕç. «Шеф» сăмах та пирĕн калаçуран тухса ÿкрĕ. Шкул хăйĕн нушисемпе аякра тăрса юлчĕ. Хуçалăх енчен пулăшу илесси кĕлмĕçрен ыйтнă пекех пулса тăчĕ, вăл та чухăнланса пычĕ. Шкулта вĕренекенсем те кун пек нушана пăхса çеç иртсе каяççĕ. Шкул çумĕнчи çĕр участокĕнче йĕркеленĕ хуçалăх та пăрахăçа тухрĕ. Вĕрентÿ планĕнчи ĕç урокĕсене пĕтерчĕç. Çамрăк механизаторсем хатĕрлекен предмета вĕрентÿ планĕнчен кăларчĕç. 80-90-мĕш çулсенче ял хуçалăх ĕçĕсене механизацилес енĕпе 9-10-мĕш классенче ятарлă предмет вĕрентнĕ. Ку енĕпе инженера вĕренсе тухнă Николай Васильевич Иванов чылай тăрăшрĕ, 25 çул ытла çамрăксене механизатора вĕрентсе пычĕ. Шкул пĕтернĕ чухне çамрăксем механизатор правине илме экзаменсем панă. Механизатор правине илнисем тăван хуçалăхра ĕçлеме юлатчĕç е аслă вĕренÿ заведенине каятчĕç. Çав çамрăксем халĕ те Николай Васильевича ырăпа асăнаççĕ. Производство бригадинче ĕçленĕ çамрăксем те ял хуçалăх енĕпе специальноç илме чылай пулăшнине палăртаççĕ. Тракторне те сутса ячĕç. Ĕç мастерскойĕ те ĕçлеме пăрахрĕ. Халĕ ачасене ĕçе явăçтарма та ашшĕ-амăш ирĕк памасăр май çук.

Ас тăватăп-ха, 80-мĕш çулсенче 90-мĕш çурринчен профсоюз райкомĕ (ун чухне председателĕнче К.В. Фаизова ĕçлетчĕ) ку тĕлĕшпе питĕ тĕллевлĕ ĕçлесе пычĕ, вырăнти профсоюз комитечĕн ертÿçисене те хĕпĕртесе пынă. Шкул ĕçченĕсем хушшинче ăмăртусем йăлана кĕнĕччĕ. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех спартакиада шучĕпе иртетчĕç (çуллахи спорт енĕсем: çăмăл атлетика, туризм, хĕлле йĕлтĕрпе чупасси, пăшал пересси, турник çинче туртăнасси, волейболпа та) ăмăртнă.

Çавна май палăртма та кăмăллă: ăмăртусенче Мăнал шкул команди вăйлисен шутĕнче тăнă. Пĕр çулхине вара спартакиадăн пур енĕсене шута илсе малти вырăна та тухрĕ. Вĕренекенсен команди те çитĕнÿсемпе палăратчĕ. Уйрăмах волейболла выляс енĕпе С.И. Никитин тренер вĕсен ăсталăхне туптарĕ.

Спорта юратма хăнăхтарас тесен, паллах, вĕрентекенсен тĕслĕх памалла. Патриотизм воспитанийĕн ĕçне пурнăç ыйтнă шайра туса пыма хистет. Конкретлă тĕслĕхсем питĕ витĕмлĕ пулмалла. Тĕп кăтарту енĕпе ГТО комплексне тултарма пултарулăх çитет-и – çаксем шкул ĕçĕнче тĕп вырăнта пулмалла.

Патриот пулса çитĕнтерес тесен пирĕн кулленхи воспитани ĕçне ăс-хакăл, мораль, ÿт-пÿ хусканăвĕсемпе, конкретлă ĕçсене хастар хутшăннипе çирĕплетсе памалла.

ГЕННАДИЙ КОННОВ, МĂНАЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости