Картишсене йĕркене кĕртнĕ

Кăçал районта 9 картиш территорине тата вĕсем патне кĕмелли 6 вырăна юсама палăртнă. Вĕсене вак чулпа, асфальтпа бетон хутăшĕпе сармалла, тротуарсемсĕр пуçне тата парковкăсем те пулмалла.

Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, поселокри «Советская» урамри 61-мĕш тата 59 «а» çуртсем тĕлĕнчи картишсене юсанă. Çак ĕçе пурнăçлама 1 млн та 277 пин тенкĕпе усă курнă, вĕсенчен 777 пин – ял тăрăх бюджетĕнчен. Çĕньял ял тăрăхĕнче вара Çĕньялти «Центральная» урамри 1, 2, 3 çуртсем тĕлĕнчи картишсене юсанă. Çакăн валли 483 пин тенкĕ тăкакланă. Çырмапуç ял тăрăхĕнчи çуртсен картишĕсем те йĕркене кĕнĕ – 11-й Пятилетки урамри 6-мĕш çурт картишĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Шĕнерпуç ял тăрăх пуçлăхĕ Вениамин Столяров Çĕнĕ Тренккассинчи картишсенче йĕркене кĕртнине хыпарларĕ. Ялта 12-й Пятилетки урамри 5-мĕш тата 7-мĕш çуртсен картишĕсене, çуртсем патне пымалли вырăнсене юсанă. Çакăнта республика бюджетĕнчен уйăрнă 306 пин тата ял тăрăх бюджетĕнчи 122 пин тенке тăкакланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости