Кашни ветерана – район хаçачĕ

«Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ тĕлне – 70 ырă ĕç» проектпа килĕшÿллĕн тата çырăнтару тапхăрĕ пынă май «Тăван Ен» хаçат çĕнĕ акци пирки пĕлтерчĕ. Ăна «Кашни ветерана – «Тăван Ен» хаçат» ят пачĕç. Унпа килĕшÿллĕн районти ял тăрăх ертÿçисем, кăмăл тăвакансем пурте хăйсен тăрăхĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене 2015 çулхи 2-мĕш çур çулта илсе тăма «Тăван Ен» хаçата çырăнса параççĕ.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев акцие чи малтан хутшăнма кăмăл турĕ. Шупашкаркассинчи Николай Костинпа Атăлъялĕнчи Федор Никитин ветерансем 2-мĕш çур çулта Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçатне тÿлевсĕр илсе тăрĕç. Квитанцисене вĕсен патне çитерчĕç те ĕнтĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – ветерансене хăйсене манманнине, хисепленине туйма май парасси. Çак хыпара Атăлъялти Федор Никитин патне килне çитсех пĕлтертĕм (сăнÿкерчĕкре). Ăна пăхса пурăнакан ывăлĕ Геннадий те кăмăллă пулчĕ. Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ тĕлне юбилей медальне тивĕçнĕскершĕн çакă кăмăллă тепĕр кĕтменлĕх пулчĕ. Çырăнтару малалла тăсăлать. Ырă ĕç тума васкар!

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости