Кашни ялăн хăйĕн шăпчăкĕ

Июлĕн 12- мĕшĕнче Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕ Питрав уявне кăна мар, ял тăрăх
кунне те паллă турĕ. Тĕллевĕ – ял тăрăхĕнче пурăнакансене пĕр çĕре пĕрлештересси.

Пурте – уява!

Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне «Тăван тавралăхран пахи çук» илемлĕ праçник кăтартса пачĕ. Ĕлĕкхи йăлана асра тытса вăл вăйă картинчен пуçланчĕ. Залри сцена çинче К.В. Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин сыпăкĕсене пĕчĕк хĕрачаран пуçласа сумлă кинемей таранах янратрĕç. Унтан пурте ура çине тăрса чăваш халăх гимне «Аки-сухи» юрра шăрантарчĕç. «Ылтăн туй» паллă тунă мăшăра, Мăн Кивпулăхри Андрейпа Раиса Степановсене, тата чи çамрăк мăшăра, Владимирпа Эльза Игнатьевсене, ял тăрăх пуçлăхĕ Рудольф Васильев саламласа парнесем пачĕ.

Пархикассинчи культура çурчĕн курав залĕ 200 çынна тенкелпе тивĕçтерет пулин те, куракансем валли вырăнсем çителĕклĕ пулмарĕç. Сăлтавĕ вара – сцена çинче Ункă шывĕпе Çавал шывĕ хушшинче пурăнакан халăхсен пултарулăхне кăтартакан «Ункă шевлисем – 2015» фестиваль уçăлни!

Фестивале Çĕрпÿ районĕнчен «Пилеш» тата «Тевет» фольклор ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Пĕрисем куракансене вăйă картине йыхравланă вăхăтра теприсем туй йăли-йĕркине кăтартрĕç. Ишлей шкулĕнчи «Светлячок» ташă ансамблĕ тĕрлĕ ташă ташларĕ. Мăн Кивпулăхри ял клубĕ çумĕнчи «Шанчăк» тата Пархикасинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнĕсем илемлĕ тăванлăх юррисемпе куракансене савăнтарчĕç.

Куравра – пултаруллисен ĕçĕсем

«Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе», – тенĕ ваттисем. Çĕньял-Покровски ял тăрăхне 8 ял кĕрет, кашни ялтах ал ăстисем пур. Пархикасинчи Л. Степанова, Яранкассинчи Калерипе Маргарита Яранцевасем, Светлана Ивановăпа Светлана Крылова, Хосантайри Алиса Шиманова, Диана Петрова, Мария Иванова, Мăн Кивпулăхри Елизавета Григорьевăпа Валентина Ефремова, Ангелина Цаплинăпа Анна Атласкина хăйсен ал ĕçĕсене курава тăратса кашни куракан чунĕнче ырă туйăмсем вăратрĕç.

Шел пулин те, çак кун тавралăхра çумăр хуçаланчĕ. Ял çыннине вара çумăрта килти ĕç çинчен кулянмасăр савăнма меллĕрех. Чăнах, юрă-ташă ăстисем юррисене унченхинчен янăравлăрах шăрантарчĕç, ташшисене те çĕкленÿллĕрех ташларĕç.

Чăваш сăри, кукăль-çăмахĕ…

Уява чăваш сăрин ăстисем 5 хуран сăра вĕретсе килнĕ. Пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулчĕ. Кукăль-çăмах пĕçерсе килнĕ Нина Романова, Марина Маркелова, Тамара Малышева, Ольга Петрова, Татьяна Щербакова, Раиса Дмитриева, Валентина Ефремова тупăшсах аякран килнĕ хăнасене сăйларĕç.

Уяв концертне Владимир Ефремов, Михаил Майоров, Любовь Трофимова, Зоя Павлова, Анатолий Попов купăсçăсем ăмăртма тухрĕç. Кашни ялăн хăйĕн шăпчăкĕ пур иккен. Галина Марковăпа Валентина Ярандайкина шÿрпе ăстисем те палăрчĕç çак уявра.

Спорт вăййисем

Спортпа туслă çамрăксем тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. Вĕсене шкулти физкультура учителĕ Борис Иванов ертсе пычĕ. Кире пуканĕ йăтассипе чи вăйлă каччăсен ятне Владимир Игнатьевпа Дима Матвеев тивĕçрĕç; кĕрешÿре – Аня Петрова, Алексей Александров, Володя Митрофановпа Никита Ильдеркин мала тухрĕç; дартс енĕпе Игорь Ильдеркин, Денис Крыльцов, Даниил Щербаков; бильярдла выляса Володя Митрофанов, Стас Щербаков, Аня Петрова ăсталăх кăтартрĕç.

Уяв çамрăксен ташă каçĕпе вĕçленчĕ.

МАРИЯ ИВАНОВА, ХОСАНТАЙ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости