Кашни çынна пырса тивет

Апат-çимĕç валли усă курман спиртлă шĕвексене сутлăхран туртса илме чарнипе пĕрлех çакăнпа çыхăннă законсене йышăнасси РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев çĕршыв правительстви умне çак эрнере лартнă тĕп тĕллевсенчен пĕрисем пулчĕç.

Спиртлă настойкăсемпе çакăн йышши косметика хутăшĕсене ирĕклĕн сутнипе, тĕрĕссипе, правительство унчченех кăсăкланасшăн пулнă. Анчах та Иркутскра «Боярышник» спиртлă хутăша ĕçнĕ хыççăн юлашки кăтартусемпе 70 ытла çын наркăмăшланса вилни йышăнусене васкавлă тума хистерĕ. Лаборатори анализĕ ванна кĕме усă курнă 40 тенкĕ тăракан çак концентратра сывлăхшăн хăрушă метил спирчĕпе антифриз пуррине кăтартса панă. Хулара çак вăхăтра суя «Боярышник» çĕр ытла вырăнта саланни, ăна сарнă 5 çынна тытса чарни, 2 пин ытла савăтри хутăша сутлăхран туртса илни паллă. Иркутскра чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хунă, йăлара тата гигиена тĕллевĕпе усă куракан спиртлă продукцие пачах та сутма чарнă. Çакăн пек йышăнăва Чăваш Енре те тунă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев правительство членĕсемпе тунтикун ирттернĕ планеркăра ку мерăна пĕтĕм тĕрĕслев мероприятийĕсене пурнăçламасăр та пăрахăçламасса пĕлтернĕ.

Пуçлăх хушнине пурнăçласа Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви спиртлă хутăшсен суту-илĕвне тĕрĕслессине вăйлатассипе тепĕр куннех çине тăрса ĕçлеме тытăнчĕ. Спиртлă хутăшсен çаврăнăшĕпе çыхăннă йышăнăва ырана хăвармасăр тумалла. Çакна тĕпе хурса ăна сутассине пÿлес ыйтăва этил спирчĕн, алкоголь тата спиртлă продукци çаврăнăшĕпе производствин патшалăх тĕрĕслевĕн Правительство комиссийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухмалли ыйтусен шутне кĕртнĕ.

Препарат патшалăх реестрĕнче кăтартнă эмелсен хушшинче çукки вăл суя пулни пирки тавçăрма май парать – çапла ăнлантараççĕ специалистсем. Шупашкар район прокуратуринче вара суя, пахалăхсăр тата регистрацилемен эмелсен, медицина хатĕрĕсен, биологи хутăшĕсен çаврăнăшне йĕркеленĕшĕн РФ УК 238 статйипе уголовнăй яваплăх пурри пирки аса илтереççĕ.

Туянакансем «фанфурик» тесен лайăх пĕлекен лосьон-настойка йышши спиртлă тавара Шупашкар районĕнчи аптекăсемпе лавккасенче те сутни пирки редакци шăнкăравсене те, çырусене те пĕрре мар йышăнчĕ, вырăна та тухса тĕрĕслерĕ. Вăрман-Çĕктер тăрăхĕнчи Хыркассинче вырнаçнă «Калинка» павильона çынсем спиртлă лосьонпа мухмăр чĕртме ир-ирех пынине акă иртнĕ эрнекун «Тăван Ен» журналисчĕсем тепĕр хут курса ĕненнĕ, кунта йĕрке тума май килменни пирки маларах та çырнăччĕ. Полицин участокри уполномоченнăйĕ умĕнче лавкка хуçин ÿлĕмрен çак тавар сертификачĕпе тÿрре тухма май килмĕ – спиртлă хутăшсене сутма чарни ăна та пырса тивет.

Сăмах май

Районти 250 суту-илÿ çуртĕнчен 210-шĕнче алкоголь продукцине сутаççĕ, 70 учреждени çакна валли лицензи илнĕ. Кăçал вĕсенче суя акцизсемпе сутнă 3 тĕслĕхе шута илнĕ, райадминистрацин специалисчĕсем закона пăхăнмасăр спиртлă шĕвексем сутнине тупса палăртас тĕллевпе кăçал 38 суту-илÿ вырăнне тĕрĕсленĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости