Кая юл­сан ты­рă вы­рăн­не – каю…

Ял ху­çа­лă­хĕн­че тă­рă­ша­кан­сен ал ус­са лар­ма вă­хăт çук, вĕ­сем яла­нах ĕç­ре. Уй-­хир­те тыр-­пул пиç­се çит­ни пÿл­ме­се­не тул­тар­ма хис­тет. Каш­ни хĕвел­лĕ ти­пĕ кун кун пек чух­не шут­ра. «Çан­та­лăк па­тăрч­чĕ кă­на», – те­се шу­хăш­лать каш­ниех. Уй-­хир­ти тыр­ра вă­хăт­ра выр­са кĕрт­ни, ти­пĕт­се уп­ра­ма ху­ни ыран­хи кун ни­кĕ­сĕ пул­ни­не ял ху­çа­лăх­ра вăй ху­ра­кан каш­ни çы­нах ăн­ла­нать. 

Кăн­тăр ра­йон­сем мал­та…

ЧР ял ху­çа­лăх ми­нис­терст­вин кă­тар­тă­вĕ­сем тă­рăх сен­тяб­рĕн 8-­мĕ­шĕ тĕл­не рес­пуб­ли­кă­ра ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сем та­та ХФХ­сем 228,4 пин га çин­че ты­рăл­лă та­та пăр­çал­лă куль­ту­рă­се­не выр­са кĕрт­нĕ. Ку – па­лăрт­нин­чен 85,7%. Уй-­хир ĕçĕ­се­не чи мал­та­нах кăн­тăр ра­йо­нĕ­сем вĕç­леç­çĕ, сăл­та­вĕ те пал­лă – çĕр ун­та хă­вăрт пул­са çит­нĕ­рен ака­на та вĕ­сем ма­ла­рах ту­хаç­çĕ. Ял ху­çа­лăх ми­нис­терст­ви кă­тар­тă­вĕ­сем­пе выр­ма ĕçĕ­се­не Ел­чĕк ра­йо­нĕн­че вĕç­ле­нĕ, па­тăрьел­сем, сĕн­тĕр­вăр­ри­сем, ка­çал­сем ĕç­се­не пĕ­тер­се пы­раç­çĕ. Сен­тяб­рĕн 8-­мĕ­шĕ тĕл­не рес­пуб­ли­кă­ра 493,2 пин т ты­рă çап­нă, вă­там ту­хăç – 21,7 ц. Пĕр гек­тар­тан чи пы­сăк ту­хăç иле­кен­сем – Вăр­нар (26,3 ц), Крас­ноар­мейс­ки (26 ц), Етĕр­не (25,8 ц) Шу­паш­кар (25,1 ц), чи пĕ­чĕк ту­хăç Ула­тăр (16,5 ц), Çĕ­мĕр­ле (17,3 ц) ра­йо­нĕ­сен­че.

ЧР Пуç­лă­хĕн асăр­хат­та­рă­вĕ

Çу­мăр çу­са тă­нă­ран ирт­нĕ эр­не­ре Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че кă­на мар, ыт­ти ра­йон­сен­че те ты­рă выр­мал­ли ком­байн­сем ăнăç­лах ĕç­лей­мен. Сен­тяб­рĕн 11-­мĕ­шĕ тĕл­не Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че выр­ма ĕçĕ­се­не 86,3% пур­нăç­ла­нă. Куй­бы­шев ячĕл­лĕ кол­хоз-СХПК, «Оль­деевс­кая» аг­ро­фир­ма, «А­га­ри­кус» ОАО, «Чу­ра­чикс­кое» ОАО пур тыр­ра пуç­тар­са кĕ­нĕ, «П­рог­ресс» ЗАО та пĕтернĕпе пĕрех. Ле­нин ячĕл­лĕ кол­хоз-СХПК, И.Г. Ка­ды­ков ячĕл­лĕ СХПК, «Ат­ла­шевс­кий» СХК, «П­ри­волжс­кое» ОАО, «Чу­вашс­кий брой­лер» ОАО выр­ма ĕçĕ­се­не 80-98% пур­нăç­ла­нă. Çав вă­хăт­рах тыр-­пул пуç­тар­са илес­си­не вă­рă­ма тăс­са янă ху­çа­лăх­сем те çук мар – «Ту­ру­новс­кая» СХПК та­та çа­вăн ят­лă аг­ро­фир­ма ак­нин çур­ри­не те пух­са кĕр­тей­мен-­ха. «С­ред­няя Вол­га» аг­ро­фир­мă­ра ĕç­се­не 60% яхăн кă­на пур­нăç­ла­нă. «Юр­ма» аг­ро­хол­динг та кă­тар­тă­вĕ­сем­пе мух­тан­ма пул­та­рай­масть, сен­тяб­рĕн 11-­мĕ­шĕ тĕл­не ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăх па­йĕн ин­фор­ма­ци­йĕ тă­рăх, 795 га-­тан 321-­шĕ çин­че кă­на тыр-­пу­ла çап­са кĕрт­ни паллă. С.Д. Чер­ну­ха ХФХ выр­ма ĕçĕ­се­не çур­рин­чен кăшт ыт­ла­рах кă­на пур­нăç­ла­ни­не па­лăрт­мал­ла, сăлтавĕ – вир акнинче, çак куль­ту­рă­на кая­рах пуç­тар­са илеç­çĕ. Çав вă­хăт­рах ЧР Пуç­лă­хĕ Ми­хаил Иг­натьев выр­ма ĕçĕ­се­не сен­тяб­рĕн 13-15-­мĕ­шĕч­чен вĕç­ле­мел­ли çин­чен хы­тар­сах ка­ла­нă.

Ту­хăç­лăх ша­нăç­сăр мар…

Ха­çат­ра «Ту­ру­новс­кий» СХПК тех­ни­ки­не па­рăм­се­не пу­ла арест­ле­ни çин­чен çыр­нăч­чĕ. Асăн­нă ху­çа­лăх та­та «С­ред­няя Вол­га» аг­ро­фир­ма, «Юр­ма» аг­ро­хол­динг ты­рă выр­мал­ли ком­байн­се­не аяк­ран явăç­та­раç­çĕ. Çан­та­лăк­сăр пуç­не хăй­сен тех­ни­ки­не усă ку­рай­ман­ни те ура ху­рать ху­çа­лăх­се­не. Çав сăл­тав­пах выр­ма ĕçĕ­се­не те кая юл­са ту­хаç­çĕ.

Çав вă­хăт­рах ра­йон­та ăнăç­лă ĕç­ле­се пы­ра­кан, пы­сăк ту­хăç иле­кен ху­çа­лăх­сем те са­хал мар. «Оль­деевс­кая» аг­ро­фир­мă­ра вă­там ту­хăç 33 ц, «П­ри­волжс­кое» ОАО 31,5 ц, «Чу­ра­чикс­кое» ОАО 30,4 ц-­па тан­ла­шать пул­сан, Куй­бы­шев ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз­ра ун ви­çи 15,6 ц, И.Г. Ка­ды­ков ячĕл­лĕ СХПК­ра 17,4 ц… Ра­йон­ти ху­çа­лăх­сен вă­там ту­хă­çĕ 25,2 ц тан­ла­шать. Рес­пуб­ли­ки­пе ту­хăç­лăх япă­хах мар пул­сан та, хăш-­пĕр ху­çа­лăх­сен тыр­ра удоб­ре­ни­пе апат­лан­та­рас­си çи­не тим­лĕх уйăр­мал­лах.

Пĕрле ĕçлемелле

Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăх па­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Ва­нюш­кин ка­ла­нă тă­рăх, паян­хи кун сыв­лăм вăй­лă ÿк­нĕ­рен пĕр ком­байн кун­не кăл­тăк­сăр ĕç­ле­сен вă­там­ран 20 га ты­рă выр­ма пул­та­рать. Ху­çа­лăх­сем уй-хире 3-4 ком­байн кăлар­сан кун­не 60-80 га ты­рă выр­мал­ла. «Кă­çал ра­йон­та 23 «­ка­рап» выр­ма ĕçĕ­се­не явăç­тар­нă, вĕ­сен шу­тĕн­че кă­çал кă­на туян­нă 6 çĕ­нĕ ком­байн. «Оль­деевс­кая» аг­ро­фир­ма ти­пĕ вă­хăт­ра урăх ра­йон­ти ком­бай­на явăç­тар­са выр­ма ĕç­не вă­хăт­ра вĕç­ле­рĕ. «А­га­ри­кус» ОАО та­та Куй­бы­шев ячĕл­лĕ СХПК пĕр-­пĕр­не пу­лăш­са ĕç­ле­ни­не па­лăрт­мал­ла. Çан­та­лăк ти­пĕ, хĕвел­лĕ тă­нă вă­хăт­ра выр­ма ĕç­не пĕ­тер­нĕ ху­çа­лăх­сем­пе йы­вăр­лăх тÿ­се­кен­ни­сен пĕр­ле ка­лаç­са та­тăл­са ĕç­ле­сен аван», – пĕл­тер­чĕ хă­йĕн шу­хăш­не Сер­гей Алек­сее­вич ра­йон­ти выр­ма ĕçĕ­сем çин­чен ыйт­сан.

Ял ху­çа­лăх спе­циа­лис­чĕ­сем па­лăрт­нă тă­рăх, вă­хăт­ра пуç­тар­са кĕ­мен ты­рă шăт­ма пуç­ла­са хă­йĕн па­ха­лăх­не çу­ха­тать. Кая юл­сан каю шă­тать те­се ахаль­тен ка­ла­маç­çĕ ват­ти­сем. Çа­пах та тă­рăш­сан ра­йон­ти ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сен выр­ма ĕçĕ­се­не вă­хăт­ра пĕ­тер­ме ша­нăç пур.

 Део­мид Ва­сильев 

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

 www.tavanen.ru

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости