Керменпе юнашар – парк

Сарлака аллейăсем, фонтанлă бассейнсем, парк скульптуриллĕ ачапăча хулисем – ĕмĕтре çеç мар!

Чăваш Республикин Хула тăвас ĕç канашĕн юлашки ларăвĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Керменĕ çывăхĕнчи парка хăтлăх кĕртесси тĕп тема пулса тăнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусне çак паркпа юнашар вырнаç­тарасси пирки паян тем тĕрлĕ калаçакан та пур. Хăш-пĕр архитектор тĕп хулари симĕс çарансене сыхласа хăварасшăн, теприсене йывăç­сене касма тивесси пăшăрхантарать.

Хула администрацийĕпе республика Правительстви умĕнчи тĕллев паян паллă: çак симĕс вĕтлĕхрен ку вăхăтри тивĕç­лĕ парк зони туса хумалла. Çакна валли федераци бюджетĕнчен те, республикăран та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» федераци программи шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн кунта сарлака аллейăсем, фонтанлă бассейнсем, саксем, çумри керменпе пĕр стильпе пĕрлешекен парк скульптуриллĕ ача-пăча тата спорт хулисем пулĕç.

Чăваш Республикипе федерацин Атăлçи округĕ малтан калаç­са татăлнă тăрăх кадет корпусĕн строительстви тата парка çĕнетес ĕç 2018 çулта вĕç­ленмелле.

Шухăш

Александр Шевлягин, Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ:

Республикăн хула тăвас ĕç канашĕн ларăвĕсенче кадет шкулне çакăнта вырнаç­тарассине пĕрре мар ырланă Станислав Удяков шухăшĕ пачах та ăнланмалла мар. Каярах вăл ăна пачах та улăштарчĕ. Республикăри архитекторсен союзĕн правлени председателĕн Сергей Лукияновăн иккĕленĕвĕ вара пушшех те нумай ыйту çуратать. Хулари пĕлтерĕшлĕ объектсене вырнаç­тарас енĕпе пĕлтерĕшлĕ йышăнусене тума мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерме тивнине вăл никамран лайăхрах пĕлет-ç­ке. Çак объекта валли çĕнĕ вырăнсем сĕнни строительство пуç­ланнă тапхăрта лару-тăрăва питĕ хытă пăтратать. Паянхи кун тĕлне çак территори вĕтлĕхлĕ, ăна çÿп-çаппа тултарнă, вăл ĕç­ке-çике кăмăллакансен юратнă вырăнĕ шутланать. Корпуса çакăнта вырнаç­тарни ăна тĕпрен улăштарма май парĕ.

Александр Кочуров, ЧР Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕ:

Хусанта 2-3 çар училищи пур пулсан, республикăра РФ Шалти ĕç­сен министерствин вĕрентÿ заведенийĕсем çук. Çавăнпа Шупашкарта кадет училищине уç­ма палăртни лайăх хыпар. Унта 400 ача вĕренмелле. Апла пулсан Раç­çейре, Чăваш Енре патриотсен йышĕ тата çакăн чухлех ÿсмеллĕ. Кадетсем, пулас офицерсем малашне лайăх упăшкасем, ашшĕсем, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем пуласса шанатпăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости