Кивĕ çуртăн хуçи пур

Ялсене тухса çÿренĕ май çынсем пирĕнпе тĕрлĕ темăна хускатаççĕ. Нумаях пулмасть Шемшер ял тăрăхĕнчи Шорчекассинче пултăмăр. Палăкпа юнашар вырнаçнă кивĕ çурт тавра йĕркеленчĕ хальхинче калаçу.

Вырăнти çынсен сăмахĕ тăрăх, темиçе çул ĕнтĕ вăл тавралăха илемсĕрлетсе ларать, çитменнине тата палăкпа юнашарах. «Мĕншĕн унпа нимĕн те тумаççĕ? Хăçанччен ларĕ вăл?..» – çакнашкал ыйтусен хуравĕсене шырама тиврĕ пирĕн.

Çынсемпе килĕшмелле, хуралса кивелсе ларнă çурт аякранах тискеррĕн курăнать, тавралăха хура сăн çапать. Чăн та, мĕншĕн унăн «шăпине» татса памаççĕ-ха? Чи малтанах Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕпе Сергей Аверкиевпа çыхăнтăмăр. «Асăннă çурт Свердлов ячĕллĕ колхозăн пулнă. Хуçалăх пÿрте иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ. Пĕлтĕр вара ăна «Атлашевская» агрофирма» ООО туяннă», – пĕлтĕрчĕ вăл.

Кивĕ çуртăн малашнехи шăпине пĕлес тĕллевпе унăн çĕнĕ хуçипе çыхăнтăмăр. «Агрофирма ăна 2015 çулта туянчĕ. Унпа шăп та лăп мĕн тумаллине хальлĕхе палăртман-ха, пăсмах лекет пулĕ, мĕншĕн тесен вăл юхăннă. Малашне ыйтăва татса парассипе ĕçлĕпĕр», – ăнлантарчĕ агрофирма ертÿçи Сергей Михайлов.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости