Киле таврăнма икĕ эрне юлсан…

Афганистан вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă чăваш каччисенчен пĕри – Геннадий Геннадьевич Калинин. Вăл 1964-мĕш çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çуралнă. Пĕрремĕш класа Сосновка поселокĕнчи шкула çÿреме пуçланă. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнче Калининсен çемйи Шупашкар районне кĕрекен Чаканар ялне куçса килет, пĕчĕк Гена ялти шкулта вĕренме пуçлать.

Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ

1975-мĕш çултан вара Ишекри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ăс пухма тытăнать. Арçын ача вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçсене те яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. 1983-мĕш çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Генăна хĕсмете илсе каяççĕ. Ăна шăпа Афганистан çĕрне илсе çитерет. Вăл унта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартать, чăваш каччин ятне çÿлте тытать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1984-мĕш çулхи декабрьте Кабул хулинче иртнĕ ХI комсомол конференцине делегата суйлаççĕ. «Служу Советскому Союзу» телепередачăра та кăтартаççĕ. Службăра Геннадий ВЛКСМ Тĕп комитечĕн икĕ Грамотине тивĕçет. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе хавхалантараççĕ. Çар тивĕçне пурнăçласа киле таврăнма икĕ эрне юлсан паттăр салтакăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать. Вăл çамрăк салтака душмансенчен хăтарать, анчах та хăй вилмеллех аманать. Гена Калинина патшалăх вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслать. Ишек салинчи пĕр урама унăн ятне панă. Чаканар ялĕнче вăл çуралса ÿснĕ çурт çинче те мемориал хăми çакнă. Иртнĕ çулсенче Ишек шкулĕн ачисем Генăн ашшĕ патне хăнана та çÿретчĕç. Шел, паттăрăн çывăх çынни те пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Паттăр ячĕпе

Кашни çулах Гена Калинина асăнса декабрь уйăхĕнче Ишек шкулĕнче нумай енпе спорт ăмăртăвĕ иртет. Кăçал та çак йăлана малалла тăсса декабрĕн 10-мĕшĕнче пысăк уяв пулчĕ. Чи малтанах шкул ачисем Ишек çăви çине кайса Гена Калинин вилтăпри çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Акт залĕнче уявăн торжествăлла пайĕ иртрĕ. Аслă класра вĕренекенсем Гена Калинин портречĕ умĕнче караул тăчĕç. Хăнасем те çав кун шкула пуçтарăнчĕç. Паттăр салтакăн тăван йăмăкĕ Елена Геннадьевна ачасене пиччĕшĕ çинчен аса илсе каласа пачĕ. Çавăн пекех районти Афганистан вăрçин ветеранĕсен уйрăмĕн членĕ Геннадий Орлов та сăмах илчĕ. Шупашкар районне кĕрекен Матикасси каччи те Афганистанра службăра пулнă. Унăн кăкăрне «Паттăрлăхшăн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ илемлетеççĕ. Ишек ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Максимов шкула ачасене чăн-чăн патриотсем пулма тĕрĕс воспитани панăшăн Тав хучĕпе чысларĕ. Марина Кудряшова вожатăй Генăна халалласа çырнă сăвă йĕркисемпе пурин чунне те витерчĕ. Вĕренекенсем хăнасен кăмăлне ташă-юрăпа çĕклерĕç. Уява хатĕрленнĕ çĕрте воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕн Оксана Гурьяновăн тÿпи те пысăк.

Малалла уяв спорт залĕнче тăсăлчĕ. Хĕрсемпе каччăсем турник çинче туртăнассипе, кире пуканне йăтассипе, отжимани тăвассипе, автомат магазинне 30 патронпа тултарассипе ăмăртрĕç. Ăмăртăва ОБЖ учителĕ Регина Руманова йĕркелесе пычĕ. Пĕрремĕш вырăна 9 класри Станислав Леонтьевпа Антонина Кудряшова йышăнчĕç, иккĕмĕш вырăна Иван Ивановпа Таисия Васильева пайларĕç, Анатолий Николаевпа Юлия Александрова виççĕмĕш пулчĕç.

Паттăр салтак ятне ентешсем манăçа кăларманни савăнтарать. Паян парта хушшинче ларакан çамрăксем те ят тухсан Тăван çĕршыв хуралне тăма хатĕр пулччăр. Вĕсене паттăр ентеш ячĕ çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿ патне хавхалантартăр.

Екатерина Григорьева, Ишек шкулĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости