Кирлĕ конкурс

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕ шкул ачисен хушшинче Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа «Паттăрсен ячĕ нихăçан та манăçмĕ» темăпа сочиненисен конкурсне ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Хаçатăн 12-мĕш номерĕнче Çĕньял-Покровски шкулĕнче вĕренекен Даниил Григорьев хатĕрленĕ «77 çыру халĕ те упранать» ятпа ăнăçлă сочинени пичетленсе тухрĕ. Çакă маншăн та питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен вăл çырусене эпĕ те курнă. Вĕсене мана Даниилăн кукамăшĕ, нумай çул истори учителĕнче ĕçленĕ З.М. Суркова «пĕр-пĕр статья çыр-ха» тесе панăччĕ. Çав тĕсĕ кайма пуçланă çырусене аран-аран майлаштарса 2006 çулхи июнь вĕçĕнче район хаçатĕнче «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» статья кăлартăм. Кайран, 2009 çулта, çак статьяна «Край родной Синьял-Покровский» кĕнекери «Асран кайми йывăр çулсем» пая кĕртрĕмĕр.

Фронтран ярса панă çырусем пирĕншĕн «чăн-чăн реликви». Вĕсем упранни çинчен сочинени çырни питĕ вырăнлă та вăхăтлă. Шкулти чăваш чĕлхи учителĕ сочиненире çав çырусем çинчен эпĕ те çырни çинчен кăштах асăнма шантарнăччĕ…

Май килнĕ чух «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» статьяри тата хăш-пĕр самантсене илсе кăтартасшăн. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă. Эпĕ те улăштармасăрах кĕртетĕп.

Çырусен пуххине упранă Клавдия Борисовна, Даниилăн мăн кукамăшĕ, Ваçликассинчи Матижевсен хĕрĕ пулнă. Борис Матижев 46 çулта вăрçа кĕнĕ, артиллери лазаретĕнче санитар шутланнă. Вăл мĕнле вилни çинчен Матижевсем патне кайран Ярăскассинчи Георгий Дмитриев çырса пĕлтернĕ: «1942 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче, Брянска çитеспе … оборона йышăнтăмăр… Çĕрле нимĕçсем аçупа юлташĕсем тунă окопсем çинелле гранатăсем ывăтнă… Ирпе ирех кайса пăхрăм. Унта выртакансен хушшинче аçу та пурччĕ».

Борис Матижевăн мăшăрĕ Степанида Вăрманкассинчен пулнă. Унăн пиччĕшĕн ывăлĕ Транквилин Соминов вăрçă çинчен уççăнах çапла çырать: «Вутлă çумăр айĕнче çÿретпĕр. Кунта пĕр сехет пурăнма та мĕне тăрать» (1943); «Халь эпир шав малалла каятпăр – нимĕç тарать»; «Юлташсенчен никам та юлман, халь çĕнĕ çынсем – «ватти» эпĕ çеç темелле»; «Ку çырăва çырнă вăхăтра ман пуç урлă çĕр снаряд шăхăра-шăхăра иртсе кайрĕ пуль»(1944).

Матижевсен тепĕр тăванĕ, Варпуç каччи Леонид Репков, çырăвне вырăсла çырать: «Двигаемся все дальше и дальше на запад, на полный разгром немецких захватчиков. Победа близится».

Паллах, пур çырăва та илсе кăтартаймăн. Çапах паян кун та çыру авторĕсен тăванĕсем вĕсене хаклама пултарни пĕлтерĕшлĕ.

Тата çакна асăнса хăварар. Вăрçă хыççăн Клавдия Борисовна Çĕньял-Покровскинчи Михаил Алексеевич Черемисовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Михаил Черемисов вăрçăра наводчик, артиллери отделенийĕн командирĕ пулнă, 1946 çулчченех бандеровецсемпе кĕрешнĕ. Даниил Григорьев кукамăшĕн ашшĕ пулать. Кукашшĕн ашшĕ, Михаил Степанович Сурков, вăрçăран Японие парăнтарнă хыççăн таврăннă.

Вăхăт епле иртсе пырать! Эпир пĕчĕк чух «манăн атте вăрçăра пулнă» тенĕ пулсан, хальхи ачасем, телее, «манăн кукамайăн ашшĕ вăрçа хутшăннă» теме пултараççĕ. Вĕсем мăн аслашшĕсене манманни, вăрçăран килнĕ çырусене усрани патриотла воспитанишĕн питĕ паха.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости