Код – вăрттăн информаци

Ăна пĕлтерсе укçана илме ирĕк паратпăр

Ултавçăсем ют пурлăха туртса илме çĕнĕрен те çĕнĕ, шелсĕртерех меслетсем шутласа тупаççĕ. Районти йĕркелĕх хуралĕн пайне те банк карточкине, телефон, Интернет çыхăнăвĕсене усă курса укçа вăрлани пирки ытларах пĕлтерме пуçларĕç.

Шупашкар район прокуратурин информацийĕ тăрăх, çулталăк каялла кăна-ха районти шалти ĕçсен пайĕнче çакăн йышши пĕртен-пĕр преступление шута илнĕ пулнă, кăçалхи 7 уйăхра вара вĕсен шучĕ 33 çитнĕ.

Ултав меслечĕсем те, шар куракансен ушкăнĕсем те чылай чухне пĕр йышшисемех: кашни çынна пырса тивекен вăрттăн информацие упрамалли ансат йĕркесене пĕлекенсем, шанăçа кĕрсе калаçакансен информацине тĕрĕслекенсем ултавçăсен серепине çакланмаççех. Вĕсем Кÿкеçре пурăнакан Людмила Васильевна патне те шăнкăравланă. Хĕрарăм пурте пĕлекен суту-илÿ сайтĕнче сад участокне сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă – усал шутлă çынсем телефон номерне шăпах унта асăрханă та. «Туянакан» укçа куçарса парас шухăшне пĕлтерсе малтанах карточка номерне ыйтнă, унтан – унăн парольне те. Арçыншăн çакă счет çинчи 37 пин тенкĕ укçана вăрлама çителĕклĕ пулни пирки хĕрарăм шухăшлама та пултарайман. Асăннă тĕслĕхпе полици органĕнче уголовнăй ĕç пуçарнă. Паллах, вĕсем пулăшма нихăçан та хирĕç мар, анчах та çынсене сыхăлăх тата право пĕлÿлĕхĕ кăна инкекрен сыхлама пултарĕç.

Пĕлсе тăма

Банк карточкипе усă курмалли ансат меслетсем:

 Карта реквизичĕсене, пин-кода никама та пĕлтерме юрамасть: унти укçана вăрлама ултавçăсемшĕн карта номерне пĕлни те çителĕклĕ;

 Пин-кода карта çине ан çырăр, унран аякра упрăр;

 Банкоматран укçа илнĕ чухне хăрушлăхсăр – видеосăнавлă, хураллă – вырăнта лараканнисемпе кăна усă курăр;

 Укçа илнĕ чухне çывăхра ют çынсем çуккине курса ĕненĕр, картприемнике, клавиатурăна тата банкомата тимлĕ сăнăр. Енчен те вĕсен çинче хушма оборудованипе хатĕре асăрхасан карточкăна чикме тăхтăр, иккĕленÿ пирки полицие пĕлтерĕр;

 Чека банкомат çывăхĕнче пăрахса ан хăварăр – ултавçăсем ун тăрăх сирĕн карта номерне пĕлме пултараççĕ;

 Шăнкăравласа банк ĕçченĕсем пек калаçакансемпе сăмах хушмалла мар, учрежденипе хăвăр çыхăнассине пĕлтерсен телефона хăйсемех сÿнтерĕç;

 Банк счечĕпе Интернет урлă усă курма вируса хирĕç программăллă телефонсем çеç юрăхлă – укçана «роботсем» те вăрлаççĕ;

 Палламан çынсенчен илнĕ СМС- е ММС-çырусенчи ссылкăсемпе Интернета кĕмелле мар, вĕсем пĕлĕшсен номерĕсенчен те килме пултараççĕ.

 «Электрон енчĕксем» çине укçа куçариччен контрагент шанчăклă пулнине ĕненĕр: чылай чухне ултавçăсем Интернет-сайтсенче йÿнĕ хакпа тавар сĕнсе укçана малтан куçарса пама ыйтаççĕ;

 Енчен те улталансан е çакăн пирки тавçăрсан, е сăтăрçăсем пирки кирек мĕнле информаци пĕлсен тăхтамасăр полицие шăнкăравлăр: 02 е 2-15-52.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости