Компьютер вырăнне – усăллă заняти

Пĕр кĕленче сăрара япăххи пурах

«Кунта пĕрремĕш хут килтĕмĕр. Халиччен кун пекки пулманччĕ-ха, тем пайлайман, тепĕр арçын ачапа тытăçса кайнă…» – хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтерчĕ коридорта ларакан Лариса Волкова (ят-шывне улăштарнă). Ăна тата унăн ывăлне райадминистрацин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин ларăвне йыхравланă иккен.

Пĕрремĕш хут юлашки пултăр

Сăмах çине сăмах… Çамрăк амăшĕпе калаçу та йĕркеленсе кайрĕ. Ывăлĕ 7-мĕш класра ăс пухать иккен. Пушă вăхăтра спорт секцине çÿрет – эрнере икĕ хутчен, футболла выляма кăмăллать. Амăшĕ ачине май пур таран хушма пĕлÿ пама тăрăшнă, анчах та çителĕклех мар пек туйăнать ăна халĕ, çавăнпа та малашне ытти кружока явăçтарасси пирки те шухăшлать хĕрарăм. «Ачасем усал çул çине ан тăччăр тесен, паллах, пушă вăхăта вĕсен тĕрлĕ занятире ирттермелле», – шухăш-кăмăлне палăртрĕ амăшĕ.

Халиччен арçын ача япăх ĕçпе палăрман, нумаях пулмасть кăна акă вĕренÿ учрежденийĕнче арçын ачапа тытăçса кайнă, иккĕшĕ пĕр-пĕрне çапкаласа та илнĕ. Комисси членĕсем ыйтсан мĕншĕнне те хуравлаймарĕ вăл, апла тăк сăлтавĕ пулманпа пĕрех. Кунашкал хăтланма юраманнине комисси ларăвĕнче ăна лайăх ăнлантарчĕç, ахăртнех, кун пирки килĕнче çывăх çыннисем тепĕр хутчен те аса илтерĕç. «Ăнлантăм!» – тесех хуравларĕ ача. Хальхинче комисси членĕсем амăшне асăрхаттарнипе кăна çырлахрĕç, арçын ача валли вара килĕнче çирĕп йĕрке пулĕ – юратнă киленĕçпе, компьютерпа выляссипе, сахалрах аппаланĕ, ун вырăнне усăллă заняти тупса парĕç.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче пурăнакан, 8-мĕш класа çÿрекен В. ларăва темиçе хутчен те килнĕ ĕнтĕ. Çамрăк комисси членĕсен умĕнче çитĕннĕ тесен те йăнăш мар, влаç представителĕсем унăн пурнăçне сăнасах тăраççĕ, вăл учетра тăрать. Арçын ача йывăр шăпаллă çемьерен, ăна тата пĕр тăванĕсене килĕнче тĕрĕс воспитани паманни куç кĕретех. Хальхинче яша мĕншĕн йыхравланă тетĕр-и? Нумаях пулмасть килĕнче амăшĕпе тата тăван мар ашшĕпе хирĕçсе кайнă иккен. Çăварĕнчен эрех шăрши те кĕнĕ-мĕн. Анчах хаяр шĕвек ĕçнине йышăнасшăн пулмарĕ вăл. Унăн шухăшĕпе, пĕр кĕленче сăра ĕçнинче ним япăххи те çук-мĕн. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекенсем хальхинче те каччăна юсанма ыйтрĕç, ырă ĕçпе аппаланма, калăпăр, спорт секцийĕсене çÿреме сĕнчĕç.

Кăтарту лайăхланнă

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсенче кашнинчех тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçе пăхса тухаççĕ, сăмахран, хальхинче 14 материала тишкерчĕç. Профилактика субъекчĕсен тĕп тĕллевĕ паллă: тĕрĕс çул çинчен пăрăнма пуçланă арçын ачасемпе, хĕрачасемпе калаçусем ирттересси, вĕсене йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарасси, сиенлĕ йăласенчен хăтăлма пулăшасси. Никамшăн та вăрттăнлăх мар – эрех-сăра ĕçнĕ çамрăк çăмăллăнах усал ĕç тума пултарать. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта Шупашкар районĕнче çул çитмен çамрăксем тунă преступлени шайĕ 2014 çулхипе танлаштарсан 27,8% чакнă. Чăваш Республикипе вара кăтартусем урăхларах, ЧР Вĕрентÿ министерствин информацийĕ тăрăх вăл 11,9% ÿснĕ. Цифрăсене чакарас, лару-тăрăва ырă енне улăштарас тесен мĕнле мерăсем йышăнмалла? Паллах, ачасене ырă ĕçе явăçтармалла. Шкулти уроксем хыççăн вĕсем компьютер, кĕсъе телефонĕ умĕнче кăна ан ларччăр, кружоксене, секцисене çÿресе ырра вĕренччĕр, пултарулăхне аталантарччăр. Ку ыйтăва Республика Правительствинче сăнасах тăрĕç. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура та асăнчĕ. Эппин, эпир те хаçатра асăннă тема патне пĕрре мар таврăнăпăр.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости