Конкурсра – пĕр хутшăнуçă кăна

Район прокуратури Кÿкеç­ лицейĕ патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕç­терме таварсене, ĕç­сене, пулăшусене туянмалли хутлăхри контракт тытăмĕ çинчен калакан законодательствăна мĕнле пурнăç­ласа пынине тĕрĕсленĕ, ăна пăснине тупса палăртнă.

Вĕрентÿ учрежденийĕ шкул çумĕнчи лагерьти тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене вĕри апатпа тивĕçтерес контракта çирĕплетмелли конкурса хутшăнакан заявкăсене пăхса тухсан «Комбинат школьного питания №3» ООО-ран кăна йышăннă, ăнах çĕнтерÿçĕ тесе палăртнă – çапла майпа контрактлă тытăм çинчен калакан законодательствăна пăснă.

Кунпа пĕрлех «Комбинат школьного питания №3» ОООн конкурса тăратнă докуменчĕсене тĕпчени общество заявкинче тата декларацинче «Патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕç­терме таварсене, ĕç­сене, пулăшусене туянмалли хутлăхри контракт тытăмĕ çинчен» федераци законĕн 31 статйин 1-мĕш пайĕн 7,7.1 пункчĕ палăртнă сведенисене кĕртмен (конкурса хутшăнакан РФ УКĕн 289, 290, 291, 291.1 статйисемпе тунă преступленисемшĕн айăпланманнине, çавăн пекех ăна РФ КоАПĕн 19.28 статйипе яваплăх тыттарманнине кăтартман).

Çавăнпа район прокуратури Кÿкеç лицейĕн директорĕ тĕлĕшĕпе РФ КоАПĕн 7.30 статйипе 2-мĕш пайĕпе административлă йĕркене пăснăшăн ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухнă хыç­çăн вĕрентÿ учрежденийĕн директорне 10932 тенкĕлĕх административлă штраф парса яваплăх тыттармалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости